Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Хăйне евĕрлĕ ĕçсем пур

Çип, бисер, хаклă чул, пăлан шăнăрĕпе сухалĕ тата ытти те – карттăна тĕрленĕ чухне темĕн те усă курнă. Чăваш Ене регионсенчен ĕçсем килме пуçларĕç. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕсене Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче курава тăратаççĕ. «Тĕрленĕ Раççей» фестивале хутшăнакан кăткăс эрешлĕ карттăсемпе Алина Сусметова паллашрĕ. Йĕппе çиппе хĕреслетсе ĕçленĕ, яка эрешленĕ, бисерпа усă курнă. Регионсенчен çитнĕ карттăсене тĕрлĕ мелпе тĕрленĕ. Ăстасен хăйне евĕрлĕхĕ куçа илĕртет. Хитре эрешсене çăм пусма, пурçăн, канва, кĕççе çинче те курма пулать. Вун-вун ăста ĕçĕсем фестивале хутшăнаççĕ. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Регионсенче хăш-пĕрисенче карттине пĕр çын тĕрленĕ. Сăмахран, Рязань картти, унта пĕр çын ĕçленĕ. Пирĕн пата ку картта килнĕ те ĕнтĕ. Магадан карттине ушкăнпа пĕрле тунă. Хăш-пĕр ушкăнсенче маçтăрсем 60 патне те çитет. Çавăнпа та ку фестивале хутшăнакансен маçтăрсен шучĕ питĕ пысăк». Магадан облаçĕнчен кӳрсе килнĕ ĕç хăйне евĕрлĕхпе палăрать. Картта çинче – нумай чĕр чун. – Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ. Паллӑ пӗр юмахра патша хӑйӗн пур пурлӑхне те шутлама тӗллев лартнӑ. Паллах, эпӗ патша мар, анчах Магадан облаҫӗнчен ҫитнӗ ӗҫ ҫинче чӗрчунсене шутласа тухма пултартӑм. Пурӗ кунта пӗр ту качаки, 19 пăлан, 16 упа, тӑватӑ кашкӑр тата ытти те. Магадан облаҫӗнче 9 муниципалитет. Вӗсем кашнийӗ хӑйсем патӗнчи чӗрчунсене кӑтартма тӑрӑшнӑ та картта çинче. Упапа пăлан Чукотка тăрăхĕнчен çитне ĕçре те нумай. Картта 6 тĕрĕç хатĕрленĕ. Вăл пĕтĕмпех тĕрлĕ чĕр чун тирĕнчен. Кашни регионăн хăйĕн курăмĕ. Тĕрленĕ чухне йывăç сухăрĕ хытса пулнă илемлĕ чулран пуçласа пăлан сухалĕ таранах усă курнă. Пĕлтерĕшли вара – регионсем хăйсен культурине туллин кăтартма тăрăшни. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Раççейĕн тĕрленĕ картти çинче сахал усă курнă материалсене вĕсем халь регион карттисенче ытларах усă курма тăрăшаççĕ. Янтарь вĕтĕ-вĕтĕ кăначчĕ вĕт-ха, халь пысăк лаптăк йышăнакан Калиниград облаçĕн янтарьсем нумай. Пирĕн пата килсе куракансем сăнаман пуль хăш-пĕр регионсем пулă тирне усă курса тунă пĕчĕк вырăнсем пур. Халь пысăк лаптăкне пулă тирĕпе хупланă. Çакăн пек уйрăмлăхсем пур ĕнтĕ пысăк картта çинче». Хальлĕхе 24 ĕç Чăваш Ене çитнĕ. Фестивале вара 70 ытла картта хутшăнать.



Национальное телевидение Чувашии
10 августа 2023
15:53
Поделиться