Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Культурăпа ӳнер ĕçченĕсем – вĕренӳре

Александрински театрĕн пултарулăх ушкăнĕ тата çĕршыври малта пыракан университетсен вĕрентекенĕсем çак кунсенче Шупашкарта ăсталăх лаççисем ирттерчĕç. «Наци театрĕн шкулĕ» артистсене тата культурăпа кану çурчĕсен ĕçченĕсене пĕр лапама пухрĕ. XXI-мĕш ĕмĕрти куракансен чĕрине мĕнле тыткăнламалла? Çак тата ытти ыйту хуравне, экспертсен канаш-сĕнĕвне манăн ĕçтешсем те итлерĕç.

«Наци театрĕн шкулĕ» проект 2022-мĕш çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Ăна йĕркелекенсем пĕлтĕр çĕршыври 7 республикăра пулнă. Кăçал вĕсем Чăваш Ене тата Мордва тăрăхне, çавăн пекех Сербипе Армени республикисене çитсе килме тĕллев лартнă. Ăсталăх лаççисене ирттерекен экспертсем паянхи пурнăç ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ, пултарулăхпа çыхăннă пуçарусене атлантармалли мелсемпе паллаштараççĕ.

ЕЛЕНА НИКОЛАЕВА: «Çак программăри темăсем пирĕн ĕçре тĕл пулаççĕ. Вĕсемпе эпир ĕçлетпĕр, вĕсемпе эпир тĕрлĕ программа сӳтсе яватпăр. Ĕçтешсем килни пирĕншĕн вăл çав тери пысăк пулăм тата пысăк пулăшу. Вĕсем хăйсем мĕнле ĕçленине пире кăтартса параççĕ».

Вĕрентӳ резиденцине культура тата ӳнер тытăмĕнче тăрăшакан 45 çын хутшăнчĕ. Лекцисем итлени, экспертсемпе уçă калаçăва хутшăнни вĕсене малашнехи ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме пулăшĕ.

СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Паянхи кун наци театрĕсем мĕнле аталанмалли, мĕнле çыхăнмалли, мĕнле ĕçлемелле пирки питĕ нумай пĕлӳ пачĕç. Чи малтанах хама 12-13 çул каялла вĕренсе пĕтернĕ пек, студент пек туйрăмж. Паллах, пĕр вырăнта тăмастпăр, театрсем те, пурнăç та аталанса пырать. Театрăн та çак пурнăçпа пĕр шайпа утмалла, пĕрле утмалла».

Наци театрĕн шкулĕнче вĕренекенсем проект çырас ăсталăха та туптарĕç. Вĕсен ĕçĕсем вăхăт иртсен пурнăçа кĕрессе, Чăваш Енĕн аталанăвĕнче йĕр хăварасса шанаççĕ тӳресем. 



НТРК "Чаваш Ен"
07 февраля 2023
14:31
Поделиться