Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ман Канашӑн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ

Ман Канашӑн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ

Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Президиум йышне ЧНК пӗрремӗш вице-президентне Николай Угаслова; Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗн тата архив ӗҫӗн министрне Светлана Каликовӑна; «Звениговский» ял-хуҫалӑх кооперативӑн ертӳҫине Иван Казанкова; ЧНК Муркаш районӗн уйрӑмӗн ертӳҫине Наталья Николаевӑна; наци конгресӗн президентне Валерий Клементьева суйларӗҫ.

В.Л. Клементьев ЧНК 2022 ҫулта пурнӑҫланӑ ӗҫӗсем тата конгресӑн малашнехи тӗллевӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ҫум докладне ЧНК ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫипе Г.Л. Никифоровпа ЧНК ҫумӗнчи «Хастар» ушкӑнӗн пайташӗ А.Н. Енейкин турӗҫ.
С.А. Каликова трибуна умӗнче сӑмах каларӗ, хисепе тивӗҫлӗ ӗҫтешсене наградӑсем парса чысларӗ.
Мӑн Канаш пайташӗсем конгресӑн 2023 ҫулхи ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетрӗҫ.

Тухса калаҫакансем хушшинче И.И. Казанков, Чӑваш Республикин халӑх писателӗ А.И.Кибеч тата Чӑваш Енрен, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗнчен килнӗ Мӑн Канаш пайташӗсемпе хӑнасем пулчӗҫ, саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ.

ЧНК культура комитечӗн ертӳҫине Вера Архиповӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫ пулнӑшӑн тата награда илнӗ ытти ӗҫтешсене чунтан-чӗререн таса кӑмӑлтан ӑшшӑн саламлатпӑр.

Мӑн Канаш ларӑвӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхне Олег Николаева тата ЧНК Мӑн Канаш пайташӗсене Николай Давыдовпа Василий Пушкина ӑшшӑн саламларӗҫ, сывлӑхпа телей тата ӑнӑҫу сунчӗҫ.



Чувашский национальный конгресс
11 декабря 2022
09:58
Поделиться