Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем Республики

Хисеплӗ йӑхташӑмӑрсем, хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун пире пурсӑмӑра та – тӑван республикӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫӗн аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывакан, Чӑваш Ене хальхи вӑхӑтпа тан утакан тата малта пыракан республика пек курас текен мӗнпур ҫынна – пӗрлештерет.

Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ-эрешлӗ юратнӑ тӑван ҫӗрӗмӗре нумай ӑру хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата ӗҫӗпе чапа кӑларнӑ. Паянхи Чӑваш Республики – уҫӑ малашлӑхлӑ, хӑйӗн умне пысӑк тӗллевсем лартакан тата вӗсе-не туллин пурнӑҫлакан регион. Ҫакна пурнӑҫӑн кашни сфери пиркиех калама пулать. Эпир ҫӗнӗ шкулсем тӑватпӑр тата халь ӗҫлекен вӗренӳ организацийӗ-сене ҫӗнететпӗр, социаллӑ учрежденисем уҫатпӑр, производствӑсемпе ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелетпӗр. Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсем хушшинче Чӑваш Республики яланхиллех темиҫе ҫул-йӗр енӗпе «пилотлӑ» регион пулса тӑрать. Шкулсемпе ача сачӗ­сене тӗпрен юсамалли анлӑ программӑна Чӑваш Ен ҫӗршыври регионсем хушшинче пӗрремӗш пулса хута ячӗ, ESG-технологисен ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене алла илме пуҫларӗ. Республика ҫавӑн пекех Раҫҫейре пӗрремӗш пулса экологишӗн сиенлӗ мар чӗркемсен производствине хута яма хатӗрленет, импорта улӑштармалли технологисене ӗҫе кӗртес енӗпе ӗҫлет, энергетикӑра цифра технологийӗсене хастаррӑн алла илет.

Кӑҫал Республика кунне «Ентешлӗх – хӑват» девизпа уявлатпӑр. Ентешлӗхӗн пӗрлештерекен вӑйӗнчен хӑватлӑраххи урӑх нимӗн те ҫук, вӑл пире хӑв ҫуралса ӳснӗ ҫӗре юратмаллине, тӑван чӗлхене хисеплемеллине, атте-ан-непе асаттесен тата мӑн асаттесен ырӑ йӑли-йӗркине сума сумаллине ытар-лӑн ӑша хывтарать. Пӗр-пӗрне пулӑшассине тӗп вырӑна хуракан йӑла-йӗр­кемӗрпе ӗҫченлӗхӗмӗр пире тӑнӑҫ ӗҫлев анинчи кирек мӗнле тӗллеве те пур­нӑҫлама пулӑшса пыраҫҫӗ. Пирӗншӗн нимрен хаклӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑра – Чӑваш Республикипе аслӑ Раҫҫее – пӗтӗм чунтан юратнине малашне те хамӑр ӗҫсемпе ҫирӗплетсе парӑпӑр.

Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче эпир чӑваш халӑхне мухтава кӑларнӑ, хальхи тулӑх пурнӑҫпа малалашнехи аталану валли ҫирӗп никӗс хывнӑ ҫынсене чыслӑн асра тытатпӑр, тав туса сума сӑватпӑр. Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ҫи-тӗнӳсем вара пирӗнтен, тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗмӗртен килеҫҫӗ. Хамӑрӑн пуян аваллӑхӑмӑрпа хавхаланса, наци-культура йӑли-йӗркине типтерлӗн сых-ласа упраса тата малалла аталантарса эпир сирӗнпе пӗрле хамӑрӑн юратнӑ республикӑна пурнӑҫӑн пысӑк пахалӑхӗпе палӑрса тӑракан тата чечекленекен хутлӑха ҫавӑрма пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата Чӑваш Ен мухтавӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗ-нӳсем тума сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                         Олег Николаев

Уважаемые соотечественники, дорогие земляки!

Поздравляю вас с Днем Республики!

Этот день объединяет нас всех — всех, кто вносит вклад в экономическое и социальное развитие республики, всех, кто хочет видеть Чувашию современной и передовой республикой.

Талантом и трудом многих поколений славится наш любимый край ста тысяч песен, вышивок и узоров. Сегодня Чувашская Республика — это регион, который имеет ясно очерченные перспективы, ставит цели и их достигает. Это можно сказать о каждой сфере жизнедеятельности. Мы строим новые и модернизируем существующие образовательные организации, открываем социальные учреждения, создаем производства и новые рабочие места. По нескольким направлениям Чувашская Республика закономерно становится «пилотом» среди других субъектов Российской Федерации. Чувашия первой среди регионов страны запустила масштабную программу капитального ремонта школ и детских садов, ступила на путь освоения новых так называемых направлений ESG-технологий. Республика также готовится открыть первое в России производство биоразлагаемой упаковки, занимается внедрением импортозамещающих технологий, активно осваивает цифровые технологии в энергетике.

В этом году День Республики празднуется под девизом «Ентешлӗх Хăват / Земляки – это сила». Нет ничего мощнее объединяющей силы землячества, в основе которой лежат любовь к земле, на которой родился и вырос, уважение к родному языку, почитание обычаев родителей, дедов и прадедов. Традиции взаимопомощи и трудолюбие помогают нам достигать любых намеченных целей на ниве мирного созидания. Будем и впредь делами доказывать свою любовь к малой и большой Родине – Чувашской Республике и великой России.

В Год выдающихся земляков мы отдаем дань памяти, благодарности и огромного уважения людям, прославившим чувашский народ, заложившим прочный фундамент для нынешнего благополучия и движения вперед. Новые победы зависят от нас с вами, от нашего добросовестного труда. Уверен, вдохновляясь своей богатой историей, сохраняя и приумножая национально-культурные традиции, вместе мы сделаем нашу республику процветающей с высоким качеством жизни.

Желаю всем здоровья, благополучия и новых успехов во славу Чувашии!

Глава Чувашской Республики                                               Олег Николаев



Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики
24 июня 2022
08:58
Поделиться