Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Сас паллисен уявӗ «Ӑс. Ӗҫченлӗх. Ҫитӗнӳ. Ӳсӗм»

Сас паллисен уявӗ «Ӑс. Ӗҫченлӗх. Ҫитӗнӳ. Ӳсӗм»

Пирӗншӗн чи хаклӑ, чи юратнӑ, чи ҫывӑх чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Эпир Чӑваш Енре чӑвашла калаҫса пурӑнатпӑр. Тӑван ҫӗршыв анне пекех пӗрре. Ӑна суйлама та, сутӑн илме те ҫук. Кашни ҫыншӑнах ашшӗ-амӑш чӗлхи, тӑван халӑх историйӗ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши, юмах-халапӗ хаклӑ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 174 ҫул каялла чӑваш ҫутлӑхне ҫул уҫнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ Президиумӗ йышӑну кӑларнӑ. Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун вара Чӑваш чӗлхи кунӗ пулса тӑнӑ.

Ҫак паллӑ куна чысласа Канаш районӗнчи Шӑхасан салин «Ҫеҫпӗл» ӑс-хакӑлпа пултарулӑх центрӗнче Сас паллисен уявӗ «Ӑс. Ӗҫченлӗх. Ҫитӗнӳ. Ӳсӗм» ятпа иртрӗ. Ӑна Чӑваш Наци вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.

Чаплӑ уява паллӑ тума Шупашкар хулинчен сумлӑ делегаци килсе ҫитрӗ. Вӗсен хушшинче Татьяна Васильевна Казакова, культура министрӗн ҫумӗ, Олег Ростиславович Студенцов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, чӑваш литературин чӗлхине тишкерекенӗ, Владислав Дмитриевич Николаев, «Республика» хаҫат корреспонденчӗ, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, Ольга Николаевна Туркай, «Радио России. Чувашия» шеф-редакторӗ, журналист, ҫыравҫӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Наци вулавӑш ӗҫченӗсем Надежда Тимофеевна Егорова, Ольга Николаевна Тимофеева, Дарья Александровна Китаева.

Уява уҫса Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумӗ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхӗ Лариса Николаевна Сергеева салам сӑмахӗ каларӗ, чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, ҫепӗҫлӗхне, пуянлӑхне палӑртрӗ.

Ҫак уява малалла тӑсса, культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Васильевна Казакова чӑваш чӗлхи ҫинчен калакан саккуна пӑхӑнса ӗҫлес пирки, пирӗн библиотекӑсенче чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен шучӗ нумайрах пулмалли тата кашни вулакан патне ҫитерме май тупмалли ҫинчен каларӗ. Чӑваш наци телевиденийӗпе радиовӗн хальхи вӑхӑтри пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

Чӑваш литературин чӗлхине тишкерекенӗ Олег Ростиславович Студенцов чӑваш чӗлхине хисеплесси ҫемьерен пуҫланни ҫинчен сӑмах хускатрӗ. Аслисен ҫитӗнекен ӑрӑва мӑн асаттесен чӗлхине, унӑн илемлӗхне малалла тӑсма пулӑшмаллине каларӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Шӑхасан вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен Надежда Константиновна Максимова ачасемпе ӗҫленӗ ҫӗрте хальхи ҫӗнӗ меслетсемпе: буктрейлерсем тӑвассипе, интерактивлӑ квест-вӑйӑсем хатӗрлессипе активлӑрах усӑ курмалли ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Хӑйӗн ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ май, шкул ачисемпе Иван Яковлев калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Лаша шырани» инсценировкӑн тата Аслӑ вӗрентекенӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан видеоматериалсемпе паллаштарчӗ. Чӑваш чӗлхипе пурте пӗр пулмалли пирки аса илтерчӗ.

Чӑваш Республики паллӑ та талантлӑ  ҫыравҫӑсемпе пуян. Вӗсенчен пӗри, пирӗн уявӑн хӑни  Владислав Дмитриевич Николаев. Час-часах унӑн хайлавӗсем эпир пурте юратакан «Тӑван Атӑл» журналта пичетленеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче пин-пин тӗрлӗ чӗлхе хушшинче чӑваш чӗлхи нимрен те кая маррине тата унпа калаҫма вӑтанмалла маррине палӑртрӗ.

Ольга Николаевна Туркай ҫыравҫӑ - журналист чӑваш чӗлхипе литературине аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫсем тӑвать. Мӗн пӗчӗкрен хамӑран тӑван чӗлхепе калаҫма, ҫырма тата вулама, ӑна хисеплеме вӗренни малашнехи пурнӑҫра та ӑна аталанма, ҫӳле ҫӗкленме чи пӗрремӗш утӑм пулни ҫинчен каларӗ.

Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ентешсем» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе уява илем кӳме пулӑшрӗ.

Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Николаевна Тимофеева «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ» арт-холра кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. Куравра шкул ачисем чӑваш алфавичӗн сас паллийӗсем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вуларӗҫ.

Уяв вӑйӑсемпе, мастер-классемпе пуян пулчӗ. «Илемлӗ те тӗрӗс ҫыратпӑр» «Пишем правильно»- текстсем ҫырас ӑсталӑх класӗ. Ӑна Владислав Дмитриевич Николаев ертсе пычӗ. Ку мастер класс  креатив –центрта иртрӗ. Унта хутшӑнакансем районти библиотека ӗсченӗсем пулчӗҫ. Ертсе пыракан сайтсене, хаҫатсене заметкӑсем  ҫырма вӗрентрӗ. Статьян ятне, шрифтне, темине тӗрӗс палӑртмаллине каларӗ, вулакансен статьяна вулама шухӑш ҫуралтӑр тесе тата ытти вӑрттӑнлӑхсене те вӗрентрӗ. Владислав Дмитриевича библиотека ӗсченесем унӑн пултарулӑхӗ пирки нумай ыйтусем пачӗҫ. «Ҫӑварна уҫ» «Открой рот» - саспа вуламалли чемпионат Ҫеҫпӗл Мишшин литература тӗпелӗнче иртрӗ. Ертсе пыраканӗ - Ольга Николаевна Тимофеева, Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ. «Чӑваш алфавичӗн историйӗ» «История чувашского алфавита» хӑвӑрт вӑйӑ (квиз).- Ку вӑйӑ конференц-залра иртрӗ. Надежда Тимофеевна Егорова, Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ ертсе пычӗ. Чӑваш саспаллийӗсене ӳкерес ӑсталӑх класӗ (мастер-класс по рисованию чувашских букв) «Трафарет росписӗ» «Трафаретная роспись» ача-пӑча пайӗнче иртрӗ. Ӑна районти ача-пӑча вулавӑшӗн ӗҫченӗ Алевтина Ивановна Андреева йӗркелесе пычӗ.  Кунта Шӑхасан вӑтам шкулӗн 2 класра вӗренекенӗсем хӑйсен вӗрентекенӗпе Любовь Макаровна Григорьевӑпа чӑваш саспаллийӗсене ӳкерес ӑсталӑха кӑтартрӗҫ.

Сас паллисен уявӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ,  хутшӑнакансемшӗн усӑллӑ та тухӑҫлӑ пулчӗ.



Администрация Канашского района Чувашской Республики