Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Тĕрĕ те чăваш халăхĕ авалхи пулнине çирĕплетет

Тĕрĕ те чăваш халăхĕ авалхи пулнине çирĕплетет

Тĕрĕ те чăваш халăхĕ авалхи пулнине çирĕплетет

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ — Чăваш тĕррин кунĕ. Ăна иртнĕ çул кăна паллă тума пуçларăмăр пулин те унăн никĕсĕ çирĕп, тымарĕ тарăн.

Тĕрĕре чăваш пурнăçĕ, савăнăçĕ, ыратăвĕ сăнланать. Хăй мĕн калас тенине пирĕн несĕлсем пин-пин çул каяллах çĕвĕ чĕлхипе палăртнă. Эпир, паян пурăнакансем, çав чĕлхене ăнлансах та пĕтерейместпĕр, пачах чухламастпăр пулсан та эрешĕсем тыткăнлаççĕ.

Чи малтан пирĕн çак куна йĕркелеме пулăшнă çынсене — Евгения Жачева тĕрĕ ăстине тата Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева — тав тумалла, мĕншĕн тесен Евгения Николаевна республика ертӳлĕхĕ патне пуçарупа тухнăччĕ, Олег Алексеевич Чăваш тĕррин кунне çирĕплетсе ятарлă хушу кăларчĕ. Вара пуçланчĕ пысăк ĕç. Çак тапхăрта мĕнле кăна мероприяти иртмерĕ, мĕнле кăна ĕç пурнăçланмарĕ…

Республика пуçлăхĕ кăçалхи уява та хутшăнчĕ. Чăваш тĕррин уявĕ пурри пирĕн халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, халăхăн иксĕлми пуянлăхне упраса малалла аталантарса пыракан маçтăрсене тав сăмахĕ каларĕ. «Пĕлтĕр ал ăстисем кашни районăн сурпанне унти хăйне евĕрлĕхе кăтартса тĕрлерĕç, пĕр пысăк сурпана вырнаçтарчĕç. Кăçал Чăваш Республикин карттине ăсталарĕç. Тĕрĕ чăвашăн пурнăçне сăнлать. Вăл чăваш халăхĕ авалхи халăх пулнине çирĕплетет. Çак палла, ăсталăха çухатмалла мар пирĕн. Шăпах çавна шута илсе Чăваш тĕррин музейĕнче наци тĕррин шкулĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унта вĕренес текен йышлă. Республика тулашĕнчен те пур. Пирĕн ăстасем вĕсемпе те ĕçлеме пуçлĕç. Эпир çитес çул валли тепĕр ĕç — Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлес — тĕлĕшпе пуçару турăмăр. Федерацин национальноçсем енĕпе ĕçлекен агентстви пирĕн пуçарăва ырласа йышăнчĕ, ытти регионта пурăнакансене те унта хутшăнма чĕнсе каларĕ. Манăн шухăшпа, асăннă проект халăхсен хутшăнăвне çирĕплетме тата туризм енĕпе «Рунă çулĕ» проекта йĕркелесе аталантарма пулăшĕ», — терĕ регион ертӳçи.

Надежда СМИРНОВА.



Хыпар
30 ноября 2021
11:11
Поделиться