Питӗрти чӑвашсем чуклеме иртерчӗҫ

Питӗрти чӑвашсем чуклеме иртерчӗҫ

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ленинград тӑрӑхӗнчи Всеволожск районӗнчи Энколово ялӗнче йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ халӑхсен хушшинче ирттерекен "Энколово туссене пуҫтарать" ятпа 6-мӗш хут фестиваль иртрӗ. "Паянхи кун Ленинград тӑрӑхӗнче пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнакан вун  виҫӗ халӑх хӑйне евӗрлӗ культурине кӑтартать, эпир ӑна 2016 ҫултанпа ирттертпӗр", - пӗлтерет Туслӑх Ҫурчӗн ертӳҫи Владимир Михайленко. Ҫапла, Энколово пӗрре мар тӑванла халӑхсене йыхравлать хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, мӗншӗн тесен хӑнасене яланах тарават вӑл, вӑй-хӑват парса пырать.

Уяв ячӗпе нумай салам сӑмахӗсем пулчӗҫ.

Чылай халӑхсемшӗн кӗркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ - авӑн уйӑхӗ - кӗрхи уявсене ирттересси. 

Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑваш ентешлӗхӗ ҫулталӑкра чи паллӑ пилӗк авалхи йӑла-йӗрке уявӗсене ирттерет, мӗншӗн тесен вӗсем тӑван чӗлхе пекех чӑваш культурине сыхласа хӑварма пулӑшаҫҫӗ Ленинград ҫӗрӗ ҫинче.

Ҫапла вара, Ленинград тӑрӑхӗнчи Чӑваш культура пӗрлешӗвӗ фестиваль программипе килӗшӳллӗн "Чӳклеме" уява ирттерчӗ.

Чӳклеме - тулӑх ҫимӗҫсемшӗн Турра, ҫутҫанталӑка тав туни, ҫамрӑксене туслӑ та килӗштерсе пурӑнма, ӗҫчен те пултаруллӑ пулма вӗрентет.

Уява тӗплӗ хатӗрленни куҫкӗрет: кӗр тухӑҫлӑ пулнине палӑртса чӑвашсен тӗпелӗ пахча-ҫимӗҫпе тулли пулчӗ.  Челнокова Алевтина Тимофеевна пӗҫернӗ чӳклеме хуплӑвӗ (ӑна вӑл кашни ҫулах хатӗрлет), Пиличева Валентина Ильинична хатӗрленӗ чӑваш апат- ҫимӗҫӗ, Павлов Евгений Сергеевич хӑйӗн рецепчӗпе икӗ хуранта пӗҫернӗ чӑваш хашламине хӑнасем пӗтӗм кӑмӑлтан тутанса пӑхрӗҫ. Пахча-ҫимӗҫсенчен  кулӑшла сӑнарсем ӑсталани те ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Ҫакӑн пек техӗмлӗ апат-ҫимӗҫе тепӗр ҫул чӑвашсемпе пӗрле тутар апат-ҫимӗҫне те хатӗрлеме "Файда" ятлӑ тутарсен культура пӗрлешӗвӗ эстафетӑна йышӑнчӗ.

2021-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Иакинф Атте 244 ҫул тултарчӗ. Шупашкар районӗнчи "Бичурин тата хальхи самана" музей куравӗ ҫулталӑк ытла тӗрлӗ вырӑнта пырать, паянхи уявра та пысӑк вырӑн йышӑнчӗ.

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн ентеш, Фин вӑрҫи паттӑрӗ, Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ пӗрремӗш чӑваш С.Н. Бутяков 105 ҫул тултарать. Ҫавна май "Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем" ушкӑн членӗ Андрей Семенов С.Н. Бутяков, В.И. Ерменеев паттӑрсен ячӗпе пӑшалпа персе, кире пуканӗ йӑтассипе ӑмӑртусем ирттерчӗ. 

Санкт-Петербургри М.Ю. Лермонтов ячӗпе хисепленсе тӑракан наци литературисен библиотекин ӗҫченӗсем Ленинград тӑрӑхӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен йӑла-йӗрки, юмах-халапӗ, вӑййи-кулли ҫинчен хывнӑ кӗнекесен куравне йӗркелени уявӑн тухӑҫлӑхне пуянлатрӗ.

Кӑҫал мастер-класс ӗлккенлӗхӗ тулли пуян, кӑтартуллӑ пулчӗ: марисен, украинсен, пушкӑртсен, чӑвашсен тӗрри-эрешӗсем чуна киллентерчӗҫ; Коми халӑхӗн,  вырӑнти вырӑс халӑхӗн ӑстисем йывӑҫран касса ӑсталанӑ япаласем, тӗртсе тунӑ кавирӗсем, чечексем тата ытти те илемлӗх тӗнчине ҫитерчӗҫ.

Чӑвашсен хӗрарӑм маҫтӑрӗсем Павлова Нина Алексеевнӑпа Челнокова Алевтина Тимофеевнӑн капӑр та хӳхӗм тӗррисем тыткӑнларӗҫ. 

Ҫавӑн пекех тӗрлӗ халӑх художникӗсен ӳкерчӗкӗсем пысӑк вырӑн йышӑнчӗҫ, вӗсем пленэр ирттерчӗҫ.

Уяв концерчӗ пурне те савӑнтарчӗ. Программӑра вырӑсла, тутарла, пушкӑртла, финла, украинӑлла, корейла, марилле, комилле, чӑвашла юрӑсем шӑранчӗҫ. Халӑхсен тӗрлӗ музыка инструменчӗсем: баян, купӑс, балалайка, гитара аккорчӗсем ылмашӑнса вылярӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, халӑх инструменчӗсен оркестрӗ пулса тӑчӗ.

Чӑвашсен "Юрату" фольклор ансамблӗн, унӑн солистки Марина Кириллова шӑрантарнӑ юрӑсене халӑх хапӑл туса йышӑнчӗ.

Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн элчи Гаврилов Валериан Анатольевич малтан Светлана Анатольевна Каликова, Чӑваш Респубдикин культура министрӗ саламласа янӑ ҫыруна вуласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн "Чӳклеме" уявӗ ячӗпе ҫӗнӗ тухӑҫшӑн тав туса пурне те саламларӗ, уявра хастар пулнисене Мухтав хучӗсемпе чысларӗ. 

Ленинград тӑрӑхӗнчи Туслӑх Ҫурчӗ тӑванла халӑхсене пӗтӗҫтерсе тӑни, тӗрлӗ халӑх туслӑ, килӗштерсе пурӑнни - паянхи уявӑн техӗмӗ  пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗ.

"Чӳклеме" уявӗ асра юлчӗ, йӗркелекенсене пысӑк тав! Ҫитес ҫул та уява ҫӳллӗ шайра ирттересчӗ. Тепре тӗл пуличчен, ТУССЕМ! Энколово туссене пуҫтарчӗ!



Чувашская национально-культурная автономия Санкт-Петербурга
27 сентября 2021
09:22
Поделиться