Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш Республикин Министерствисен Кабинечĕ чăвашла çырнă пьесăсен конкурсĕнчи çĕнтерӳçĕсене укçа-тенкĕпе хавхалантармалли Йышăнăва вăя кĕртнĕ

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021-мĕш çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче (02/01-7078) республикăри творчество Союзĕсен членĕсемпе тĕл пулнă хыççăнхи пĕтĕмлетĕве пурнăçа кĕртмелли   переченпе   килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Министерствисен Кабинечĕ «Регионсем хушшинче чăвашла çырнă пьесăсен конкурсĕнчи çĕнтерÿçĕсене укçа-тенкĕпе хавхалантарас» Йышăну проектне (малалла – Йышăну проекчĕ) хатĕрленĕ.

Йышăну проекчĕ регионсем хушшинче ирттернĕ пьесăсем конкурсĕнче çĕнтерекенсене укçа-тенкĕ хавхалантармалли йĕркене çирĕплетме сĕнет.

Конкурс тĕллевĕ - çĕнĕ çулта чăвашла çыракан çамрăк драматургскене палăртасси, театрсем валли çĕнĕ пьесăсем тупасси, Чăваш Республикинчи патшалăх театрĕсен репертуарне çĕнĕ хайлавсемпе пуянлатасси.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн икĕ номинаципе çĕнтерÿçĕсене хавхалантарма йышăннă. Пĕри – «Çитĕннисем валли чи лайăх пьесăшăн», тепри – «Çамрăксемпе ача-пăча валли» çырнă пьесăсем. Çĕнтерÿçĕсене 100-шер пин тенкĕ укçа парса хавхалантарĕç.

Çĕнтерÿçĕсен пьесисене Чăваш республикинчи патшалăх театрĕсенче лартма сĕнĕç.

Конкурс хăçан пуласси 2021-мĕш çулхи юпа уйĕхĕнче пĕлтерĕç.

Конкурса йышăнмалли документсене 2022 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕччен йышăнĕç.

Конкурса авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Конкурса чăвашла çырнă, Чăваш Республикинчи патшалăх театрĕсенче лартман пур пьесăна та йышăнаççĕ. Конкурса хутшăнакан кашни номинаципе пĕрер пьеса кăна тăратма пултарать. 

Театр илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ В.Н. Яковлев: «Чăваш драматургĕсен конкурсĕ кирлĕ тесе темиçе çул калаçни чӳна тухни савăнтарать. Тен чăвашла пьесăсемпе пĕрле çĕнĕ чăваш драматургĕсем çуралĕç. Ытарлă каласан - «Паян мар пулсан тен, ыран, пулĕç вĕсем». Чăваш театрĕ чăвашла пьесăсемсĕр аталанаймасть.

Сцена çинче паянхи пурнăç ыйтăвĕсем те, авлхи те, пуласлăх та кун курмалла. Чăваш чĕлхи, чăваш искусстви аталансан, упрансан çеç халăх пуласлăхĕ палăрать.

Патшалăх шайĕнче конкурс йĕркелени тавлă ĕç, ырă ĕç. Конкурс-ăмăрту çыравçăсен пултаруллăхне çÿллĕ шая çĕклессине шанас килет. Ăнăçу сунатпăр».

«Ку çав тери питĕ кăмăллă, лайăх хыпар. Республика ертӳҫине питӗ пысӑк Тав сӑмахӗ калас килет, пире, театрсене пулӑшу панишӗн. Республика ертӳлӗхӗ театра час-часах килни унӑн культура шайӗ ҫӳллӗ пулнине кӑтартать. Эпир ӗҫлени сая кайманнине пӗлтерет. Мĕншĕн тесессĕн, кашни театр ку йывӑрлӑхпа, ҫӗнӗ пьесӑсем ҫитменнипе аптӑрать паянхи кун. Эпир чӑваш пьесине кӑларас тесе авторӗсене хамӑр шыратпӑр, ҫырма саккас паратпӑр. Кӑҫал акӑ, Сӑрпа Хусан чиккине хӳтӗлекен ҫынсем пирки пьеса шырарӑмӑр. Никам та ҫырманнипе, Владислав Николаев ҫыравҫӑран пулӑшу ыйтрӑмӑр, вӑл пире хӑвӑрт кӑна пьеса хайласа пачӗ.   Ҫавӑн пекех кӑҫал Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ пьеса ыйтса ятӑмӑр. Ӑна Марина Карягина ҫыравҫӑ хатӗрлет.

Темисем пур пулсан та драматургсем пьесисене ҫырмаҫҫӗ. Ку грант вара ҫамрӑк ҫыравҫӑсене пуҫламӑш пулӑшу, лайӑх ҫырма тӗллев пултӑр. Эпир, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ, кашни пьесӑна илме хатӗр. Театрпа драматургсен туссем пулмалла. Ҫакӑн пек тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен кӑна пысӑк япала пулать» - тесе палӑртрӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн ертӳҫи Елена Николаева.



22 сентября 2021
17:36
Поделиться