Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

"Ҫӗрҫуллӑх кӗнекине пӗрле палӑртар"

Килтен тухмасăр пурӑннӑ вӑхӑтра тата мӗн тӑвас тесе шухӑшлатӑр-и? Чӑваш Республикин наци библиотеки Республикӑри «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» = «Литературная Чувашия: самая читаемая книга столетия» вулав референдумне хутшӑнма чӗнет.

"Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения" сайтра эсир килӗшекен кӗнекешӗн е произведенишӗн вӑл "Ҫӗрҫуллӑх кӗнеки" ята тивӗҫлине палӑртса сасӑлама пултаратӑр.   «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения» электрон пухмача чӑваш халӑхӗн 100 литераторӗн (К. Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, П. Хусанкай, Г. Айхи, Ҫ. Элкер, Ю. Сементер, Хв. Уяр, Р. Сарпи тата ыттисем)  чи лайӑх хайлавӗсем кӗнӗ. Кӗнекесем чӑвашла та, вырӑсла та пур. "Ҫӗрҫуллӑх кӗнеки" ята чи нумай сасӑ пухакан кӑларӑм ҫӗнсе илӗ.



Издательский дом "Хыпар"
14 апреля 2020
09:06
Поделиться