Чăваш чĕлхин кунне уявларăмăр ("Хыпар")
Чăваш чĕлхин кунне кăçалхипе 27-мĕш хут уявларăмăр. Кашни çулăн хăйĕн евĕрлĕхĕ пур. Иртнĕ çул çавра датăпа, Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнипе, палăрса юлчĕ. Çавăнпа ăна сумлăрах паллă тунăн туйăнчĕ. Кăçал та шкулсемпе культура учрежденийĕсенче вун-вун мероприяти, савăнăçлă уявсем, тĕлпулусем йĕркеленĕ. Йăлана кĕнĕ «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» митинг-уяв яланхи пекех Аслă вĕрентекенĕн тĕп хулари палăкĕ умĕнче иртрĕ.
Хăш-пĕр çул унта халăх ытларах пуçтарăнни те, тăван чĕлхене упрама, сыхлама чĕнекен плакатсем çĕклесе тухни те пулнă. Кăçалхи вара ырă, ăшă çанталăкпа асра юлĕ.
Çак шухăша ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ваттисен сăмахĕпе палăртрĕ: «Ырă çынна — ырă çанталăк теççĕ, — терĕ. — Иван Яковлев пирки вара çакна каланă пулăттăм: вăл — вилĕмсĕр, мĕншĕн тесен çынна мĕн чухлĕ асăнаççĕ, вăл çавăн чухлĕ пурăнать. Тлĕнмелле пурнăç пурăнса ирттернĕ вăл. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, ура хуракансене сире-сире малалла талпăннă. Халăха ырă тăвасси унăн тĕп тĕллевĕ пулнă».
ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова хăйĕн салам сăмахĕн пысăк пайне вырăсла калаçма тивнишĕн митинга пынисенчен каçару ыйтрĕ, чăвашла вĕренме сăмах пачĕ.
Тĕрĕссипе, çак тапхăрта митинг умĕнче Иван Яковлевăн, Андриян Николаевăн, Петĕр Хусанкайăн тата пирĕн, ахаль çынсен, ашшĕ-амăшĕн тăван чĕлхине вĕренме тупа тунисем татах пулнă-ха… анчах эпир Елена Геннадьевнăна шанатпăр, çак ĕçре ăнăçу сунатпăр.
ЧР Вĕрентÿ институчĕн этнокультура кафедрин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Анна Егорова унта вăй хуракансем тăван чĕлхене вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстернисĕр пуçне чĕлхене малалла аталантарас тĕлĕшпе çине тăрсе ĕçленине палăртрĕ: программăсем, учебниксем тата ыттине те хатĕрленине палăртрĕ.
Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Светлана Асамат поэтсем тăван чĕлхе мăнаçлăхĕ, упрамаллине, унăн пуласлăхĕ пирĕнтен питĕ нумай килнине палăртрĕç, хăйсен сăввисене вуларĕç.
Тĕп хулари 22-мĕш шкулти 6-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Батраков Петĕр Хусанкайăн «Эп — чăваш ачи» сăввине каларĕ, çав сăвăри йĕркесемпе вăл питĕ авалхи, çав вăхăтрах нихăçан ватăлман чĕлхене чунран хисепленине, тăван халăх, Иван Яковлев умĕнче пуç тайнăн туйăнчĕ.
Ман шухăшăмпа, митинг-уява килнĕ влаç, патшалăх, общественноç представителĕсем, шкул ачисем Тăван чĕлхе кунĕ чăннипех илемлĕ, уяв пек пултăр тесе тăрăшрĕç, пултарулăх ушкăнĕсем — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчи «Илем» вокал ансамблĕ, тĕп хулари «Тантăш» ташă, Çĕнĕ Шупашкарти «Теветкел» халăх фольклор ушкăнĕсем, хăйсен уçă та янравлă сассипе, хÿхĕм те хитре ташшипе, çыпăçуллă сăвви-куллипе савăнтарчĕç.