Кивĕ Шăмăршăсем Улах сăрине пухăннă
Праçнике ялти хастар хĕрарăмсем тăрăшсах хатĕрленнĕ: асламăшĕсен арчисенчен чăваш наци кĕписемпе капăрлăхне кăларнă, сăра вĕретнĕ, кукăль-пÿремеч, капăртма пĕçернĕ. "Улах сăрине" Кивĕ Шăмăршă клубĕ çумĕнче тинтерех кăна йĕркеленнĕ "Тевет" фольклор ансамблĕ "Кĕркуннехи çĕрсем, тĕттĕм çĕрсем" йăла юррипе уçнă. Унтан пухăннисене Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин уяв ячĕпе саламланă. "Янтал" ансамбль Патăрьел районĕнчи Алманчăра çырса илнĕ хĕрсен "Улах сăри" уявне кăтартнă. Çавăн пекех Чăваш Енри тури тата анат енчи, Пушкăртри чăвашсенчен çырса илнĕ йăла юррисене шăрантарнă, ташшисене ташланă. Республикăри çак халăх пултарулăхĕн çурчĕн пай ертÿçи, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Лаврентьева çак чаплă мероприятие йĕркелекенсене тав тунă. "Герман Ларшников пек энтузиастсем пур чухне чăваш культури аталанать, йăли-йĕрки нумайлăха упранса юлать", - пĕтĕмлетнĕ вăл.