Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Тĕпчев ирттересшĕн

Чăваш Ене Раççей этнографи музейĕн Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи халăхсен этнографийĕн пайĕн ăслăлăх ĕçченĕ Наталья Кашпар килнĕ. Вăл республикăри ял-салара этнографи экспедицийĕ ирттерме тĕллевленнĕ.

Наталья Кашпар пирĕн республикăри районсенче "Чăвашсен йăлана кĕнĕ ĕненĕвĕ" темăпа тĕпчев хатĕрлесшĕн. Наталья Юрьевна Чăваш наци музейне Раççей этнографи музейĕ 100 çул тултарнине халалланă кĕнеке альбом тата "Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи халăхсен пуканисем" диск парнеленĕ.



"Хыпар"
23 июля 2015
16:38
Поделиться