Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

"Моабит тетрачĕсем"

"Моабит тетрачĕсем"

Аллăмра - тутарсен аслă поэчĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Муса Джалилĕн фашистсен тыткăнĕнче çырнă сăвăсен "Моабит тетрачĕсем" ятлă пуххи. Кĕнеке чăвашла кун çути курнă. Ăна тăван чĕлхепе тăван халăх патне çитерекенĕ - Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш тата Тутар республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валери Туркай.

Çак кĕнекен хăçан та пулин кун çути курмаллахчĕ. Ку тĕлĕшпе иккĕленÿ пулман, мĕншĕн тесен Валери Туркай "шкул ачи чухне те, филолог-студент чухне те Муса Джалилĕн сăввисене юратса та хавхаланса вуланă, тăванла тутар халăхĕн пĕтĕм тĕнче пĕлекен çакăн пек паттăр сăвăç пурришĕн савăннă". Телее, çак хавхалану-савăнăç харама каймарĕ: чăваш поэчĕ тутар поэчĕн сăввисене куçарма пуçларĕ. Ку çеç-и? Валерий Владимирович Кавказ тăрăхĕнче пурăнакан вунă халăхăн сăвăçисен, Пушкăртстанăн тĕнчипе паллă поэчĕн Мустай Каримăн тата ыттисен тĕрлĕ çулта çырнă хайлавĕсене чăвашла кун çути кăтартрĕ.

Чăваш литературин "хăйĕн хуранĕнче" çеç пиçмелле мар! Совет саманинче пирĕн çыравçăсем ытти халăх çыравçисемпе питĕ туслă пулнă. Аякри-çывăхри тусăмăрсен хайлавĕсене чăвашла куçарса пичетленĕ, вĕсем пирĕнне хавхаланса куçарса кун çути панă. Ку тĕлĕшпе, паллах, нихăçан манăçми Петĕр Хусанкайпа асран кайми Геннадий Айхи уйрăмах нумай ĕçленĕ. "Эпĕ вăйăм-халăма çитерсе асăннă икĕ Улăпăн пархатарлă ĕçне малалла тăсатăп çеç", - тенĕччĕ пĕр интервьюра В.Туркай хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕн тĕллевне уçăмлатса. Чăнах та, пуш сăмахсем мар вĕсем. Чăваш поэчĕ хăй каланине пурнăçа кĕртсех пырать. "Моабит тетрачĕсем" чăвашла кун çути курни те çакна тепĕр хут çирĕплетниех пулчĕ.

Тутар халăхĕн аслă поэчĕн сăввисене пĕрин хыççăн теприне вулатăп. Вĕсене тăван чĕлхепе ăса хывма май пурришĕн савăнатăп. Куçаруçăн ĕçĕн пархатарне чунпа туйса илетĕп. Тăван чĕлхе - тăван чĕлхех çав! Тутар поэчĕн сăввисене чăвашла сĕтеклĕ куçарма В.Туркая хăй тутарла аван пĕлни те пулăшнах ĕнтĕ. Çакна поэт хăй те пытармасть: "Ачаллах тутар чĕлхине илтсе те юратса ÿсни, тутарла чухлани Муса Джалиль сăввисене лайăхрах та тарăнрах ăнланма, çак сăвăсен вырăсла варианчĕсенче çук хăйне евĕрлĕхсене уйăрса илме тата палăртма пулăшрĕ. Аллăма чĕрем çине хурса çирĕплететĕп: Муса Джалилĕн "Моабит тетрачĕсенчи" сăвăсен кашни йĕркине эп тутарла та, вырăсла та питĕ тĕплĕ вуласа куçартăм".

Хаклă вулаканăм! Санăн умăнта - çĕнĕ кĕнеке. "Моабит тетрачĕсен" тулли варианчĕ. Эсĕ ăна халĕ тăван чĕлхепе, чăвашла, вулама пултаратăн. Иккĕленместĕп: тутар поэчĕн шухăш-кăмăлне, ĕмĕт-тĕллевне, хуйхи-суйхине чăваш чĕлхи урлă туйса илме май пурри кĕнекене алла тытма хистетех.



"Хыпар"
16 сентября 2014
11:06
Поделиться