Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Авалхи шкула - экскурсие

Авалхи шкула - экскурсие

Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрĕнче иртнĕ «Ырă кун, шкул! Ырă кун, музей!» уява 150 ытла çын хутшăнчĕ.

Шкул ачисем вырăс художникĕсен Борис Кустодиевпа Николай Богданов-Бельский картинисем тăрăх авалхи шкулти урокра çул çÿревре пулчĕç. Вырăс музейĕн виртуаллă филиалĕнче вĕсем «Тантăшсем» интерактивлă вăййа хутшăнчĕç, тупмалли юмахсен хуравĕсене, картинăсен пайĕсене шырарĕç, «азран» пуçласа «ижица» таран вулама хăнăхрĕç. Хăйсен ячĕсен пĕрремĕш сас паллине илемлетсе çырчĕç. Таса çыру урокĕ уйрăмах кăсăклă иртрĕ. Ачасем дневнике хур тĕкĕпе тата чернилпа çырса тултарчĕç. Пултарулăх мастерскойĕнче вуланă тĕле тупма кĕнеке ăшне хумалли хатĕре, илемлĕ кăранташа - пĕлÿ паллине - ăсталарĕç. Ĕлĕк урокра йĕркене пăхăнман ачасене пăрçа çине чĕр куçлентерсе тăратнă. Авалхи çак йăлана та аса илчĕç: кăмăл пуррисем пăрçа çине тăрса пăхрĕç.

Уяв пурне те килĕшрĕ. «Хур тĕкĕпе çырма питĕ интереслĕ, анчах йывăр», пĕр-пĕрне пÿлсех хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç ачасем.



"Хыпар"
10 сентября 2014
15:44
Поделиться