Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш туйăмлах пултăрччĕ

95 çул каялла Владимир Ленин «Кино- тата фотопромышленноçа национализацилесси çинчен» калакан Декрета алă пуснă. Паллă çак куна, çурла уйăхĕн 27-мĕшне, Раççейре Кино кунĕ пек уявлама йышăннă.

Чăваш Республикинче наци кинопроизводстви иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсен чиккинче аталанма пуçланă. Кино чăваш халăх культурин тата çутлăхĕн çĕкленĕвĕнче çĕнĕ пусăм пулса тăнă. Унăн историйĕн пуçламăшĕ Иоаким Максимов-Кошкинский тата Тани Юн ячĕсемпе тачă çыхăннă. Вĕсем çĕр-шыв çĕнĕ самана йывăррăн ураланнă вăхăтра театр, кино ĕçне йĕркелеме, паян та калаçтаракан ĕçсем хатĕрлесе хăварма пултарнă.

XXI ĕмĕре çитрĕмĕр пулин те чăваш киновĕ çÿллĕ шая çĕкленнĕ теме иртерех-ха. Республикăра ку енĕпе ĕçлекен, халăха килĕшекен фильмсем ÿкерекен çук мар. Çав вăхăтрах аталанăва ура хуракан чăрмавĕ те йышлă. «Пĕччен хулă авăнать» тесе ахальтен каламан ватăсем. Çак сăмах чăваш кинематографисчĕсене тÿрремĕн пырса тивнĕн туйăнать. Пултаруллисем йышлă, анчах пĕчченшерĕн ĕçленĕрен пысăк ÿсĕмсемех тăваймаççĕ. Çак шухăша вĕсем хăйсем те пĕр пухура палăртнăччĕ.

2014 çул чăваш кино ăстисемшĕн пĕлтерĕшлĕ темиçе пулăмпа асра юлĕ. Кăçал пултарулăх ушкăнĕ - Чăваш кинематографисчĕсен союзĕ - йĕркеленчĕ. Çак пуçарăва Культура министерстви те ырласа йышăнчĕ. Документлă, вăйă тата ытти фильм ÿкерекенсем пĕрле ĕçлесшĕн. Союз ертÿçи О.Цыпленков каланă тăрăх - пĕрлешÿ пысăк тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлесшĕн. Уйрăмах пĕлтерĕшлисенчен пĕри вăл, ахăртнех, федераци программисене хутшăнса наци фильмĕсене ÿкерме грантсем çĕнсе илесси. Çакăн валли интереслĕ проектсем кирлĕ. Ун йышшисем хальхи вăхтра та çук мар. Малашне тата та ытларах пулĕç.

Хальлĕхе союза республика шайĕнчи общество организацийĕ пек йĕркеленĕ. Ÿлĕмрен, тен, Раççей союзĕн регион уйрăмĕ те пулса тăрĕ. Чи пахи - пуçламăшĕ пур. Çакă та хамăр тăрăхри режиссерсем, продюсерсемпе операторсем вăл е ку пулăшăва тивĕçессе шанма май парать.

Тепĕр пысăк инкек вăл, манăн шухăшăмпа, хальхи вăхăтра чăваш режиссерĕсен ĕçĕсем пысăк экран çине тухайманни. Телекурав эфирĕсенче те вĕсене валли вăхăт сахал уйăраççĕ. Чăвашла ÿкернĕ фильмсене вара çынсем курасшăн. «Чăваш киновĕ хăйĕн кураканне тупнă. Халăх патне вĕсем дисксем урлă çитеççĕ. Пахалăхĕ Мускав, Голливуд шайĕнче пулмасан та вĕсене çынсем юратса пăхаççĕ», - тенĕччĕ В.Цыпленков «Хыпар» хаçат йĕркеленĕ «çавра сĕтелте». Пахалăха çĕклеме вара паха оборудовани кирлĕ. Кунпа та, шел, чăваш кинематографисчĕсем мухтанаймаççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕсĕр инçе каямăн. Акă, сăмахран, И.Максимов-Кошкинский ĕçленĕ çулсенче самана йывăр пулнă. Апла пулин те чăваш правительстви бюджетран укçа уйăрма майсем тупнă. Паян аталаннă çĕр-шывра пурăнатпăр. Кино ăстисем валли вара темшĕн-çке тимлĕх çитсех каймасть. Искусствăн тĕрлĕ тытăмĕнче пысăк çитĕнÿ тăвакансене тĕрлĕ майпа хавхалантараççĕ. Кинематографистсем валли мĕншĕн уйрăм грант туса хурас мар? Çав укçа-тенкĕ чăваш киноискусствин аталанăвне чылай хăвăртлатнă пулĕччĕ. Тепĕр шанчăк та чун тĕпĕнче мĕлтлетет-ха: тен, пуласлăхра чăваш фильмĕсене уйрăм кинотеатрсенче пăхма пуçлăпăр?

Чăваш Енре 2008 çултанпа сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Шупашкар кинофестивалĕ иртет. Кăçалхи, çиччĕмĕшĕ, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Мĕншĕн тесен унта хамăр тăрăхри ăстасен ĕçĕсем хутшăнчĕç. Пĕрремĕш хут. Чăваш çĕрĕнче йĕркелекен мероприятие чăвашсене хутшăнтарманни чылай калаçтарчĕ паллах. Тавах, пуш сăмах шайĕнче пăчланмарĕ çав калаçу - çимĕçне пачĕ. Пирĕншĕн, чăваш киноне юратакансемшĕн тата, уйрăмах ăна кун çути кăтартассишĕн тăрăшакансемшĕн, питĕ пысăк çитĕнÿ çакă. Шупашкар кинофестивалĕнче кăçал чăвашла сакăр фильм кăтартрĕç. «Нарспи» мюзикл конкурса хутшăнчĕ.

Чăваш киноискусствишĕн пĕлтерĕшлĕ çак пулăм çĕнĕ ĕçе пуçăнма та хавхалантарчĕ. Чăваш Республикин Культура министерстви, Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ, Чăваш кинематографисчĕсен союзĕ пĕрле чăваш режиссерĕсен ĕçĕсен фестивальне йĕркелеме палăртаççĕ. Унта çĕнтернисене вара саккăрмĕш Шупашкар кинофестивальне хутшăнтарасшăн. Манăн шухăшăмпа - питĕ ырă, вырăнлă пуçару.

Хамăр тăрăхри режиссерсемпе операторсем чăваш халăхĕшĕн пысăк ĕç тунине палăртассăм килет. «Пирĕн хамăрăн историе упраса хăварма тăрăшмалла. Унсăрăн пуласлăх çук. Чăвашсене мăнаçланмалăх никĕс - Аттила, Бичурин пек çынсем - кирлĕ. Çавсем пирки ытларах ÿкермелле. Чăваш çĕр-шывĕ çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ теççĕ. Кинона та çав тĕрĕ шайне çитересчĕ», - тенĕччĕ пĕррехинче «Аксар» студи ертÿçи Алексей Иванов. Кинематографистсем наци темине тĕпе хурса ĕçлени уйрăмах килĕшет. Çавăн пекех вĕсем пирĕн хушăра пурăнакан талантлă çынсене, республикăра пулса иртекен паллă пулăмсене, районсенчи халăх коллективĕсен пултарулăхне, ĕçĕ-хĕлне, кун-çулне кинолента çинче упраса хăварасшăн.

«Кино туйăмне пур халăха та паман: пĕрисен вăл пур, теприсен пач çук», - тенĕ Андрей Плахов кино тĕпчевçи. Чăваш халăхĕн «çав туйăмсăррисен шутне» лекес марччĕ. Телее, пирĕн пултаруллă режиссерсемпе операторсем, ытти ăста сахал мар. Вĕсем чăваша «кино туйăмĕллĕ» тăвасса шанас килет.



"Хыпар"
27 августа 2014
10:06
Поделиться