Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Константин Иванов пире пулăшĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула Литература çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăваш Енре ырласа йышăнчĕç ăна. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче 110-мĕш Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн - 2015 çулта Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ. Асăннă Указа республика ертÿçи чăваш литературин классикĕ Константин Иванов, тăван çĕр-шыв тата тĕнче культурине питĕ пысăк тÿпе хывнăскер, çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа, унăн пултарулăх еткерне ĕмĕр-ĕмĕр асра тата ăна малалла тăсма тĕв тытса йышăннă.

Литература çулталăкĕ те, К.Иванов çулталăкĕ те питĕ кирлĕ. Акă мĕншĕн. Çапла шухăшлатăп: юлашки вăхăтра çĕр-шывра, Чăваш Енре те çавăн пекех, илемлĕ литература хăйĕн витĕмне хавшатрĕ. Мĕнрен килет çакă? Сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулĕ. Унччен кĕнекепе "çывăрма" выртакан халăх компьютер умĕнче çĕр ирттерет. Мĕншĕн? Çĕнĕ япала яланах кăсăклă. Унпа киленесшĕн. Халĕ компьютер çĕнĕлĕх те мар ĕнтĕ, анчах вулакан çав-çавах малтанхи пек кĕнеке патне туртăнмасть.

Кам-ха вăл писатель? Ăна чун инженерĕпе танлаштараççĕ. Тĕрĕсех. Тĕнче е вырăс классикинче мар, хамăрăн тăван литературăрах унашкалли вун-вун тĕслĕх илсе пама пулать. Константин Ивановăн "Нарспине" е Петĕр Хусанкайăн "Тилли юррисене", Çемен Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" поэмине е Илпек Микулайĕн "Хура çăкăрне", Александр Артемьевăн "Салампине" е Юрий Скворцовăн "Уках хурăнне"... илер - вĕсенче чăваш пурнăçĕпе йăли-йĕрки çеç мар, чун уççийĕ те. Паянхи çыравçăсем çакна шута илмеççĕ тесе калмашкăн чĕлхе çаврăнмасть, çапах та вĕсен ячĕпе ÿпкев те çук мар. Вулакана хăвăн хайлавупа кăсăклантарас тесен унран ăслăрах пулмалла, пурнăçран маларах утмалла теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Пирĕн писательсем вара хăйсен ыйтăвĕсем тавра ытларах çаврăннăн туйăнать. Тем çитмест вĕсене, тем пайлаççĕ. Пысăках мар республикăра Писательсен союзĕ виççĕ таран. Иртнĕ çул Чăваш Енре Пушкăртстан Культура кунĕ иртрĕ. Унта çыравçăсем те хутшăнчĕç, вĕсене пĕтĕçтерекен союз унта пĕрре çеç-мĕн. Тутарстанра та, калăпăшĕпе пысăк республикăра, пĕр пĕрлĕх çеç. Кунта вара кашнийĕ "утияла" хăй енне туртасшăн: вĕсен союзĕ çеç чи лайăххи-мĕн.

Унсăр пуçне акă мĕн канăçсăрлантарать мана: чун инженерĕсем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе кăсăкланманни. Юлашки икĕ уйăхра кăна Шупашкара Мускав писателĕсем икĕ хут килсе кайрĕç. Иккĕшĕнче те Наци библиотекинче вулакансемпе пултарулăх ĕçченĕсем валли тĕл пулусем йĕркелерĕç. Тĕлĕнмелли акă мĕн: унта чăваш писателĕсем, пĕр-ик çынсăр пуçне, пымарĕç те. Ытти ĕçтешĕн шухăшĕпе паллашни кăсăклă мар-ши? Юлашки çавăн пек тĕл пулу тĕп хулара эрне каялла кăна иртрĕ-ха. Унта Интернационал писательсен союзĕн членĕсем хутшăнчĕç. Чикĕ леш енче ĕçлесе пурăнакансем те пулчĕç. Вĕсемпе курнăçма та кăмăл тумарĕç пирĕн çыравçăсем. Ку çеç-и? Вăл е ку пултарулăх çыннин каçĕнче те, юбилей мероприятийĕнче те сайра тĕл пулатăн çыравçăсене. Виçĕ союзра 300 ытла писатель вĕт. Пурте пĕр харăс ларса роман е поэма çыраççĕ-и?

Раççейри - Литература, Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкĕ патне тарăнар-ха. Мĕн парĕ вăл пире? Чи малтанах çакна кĕтетпĕр: писательсене чăннипех "вăратасса". Кун пек пурăнса çитет. Литератор сумне çĕклемелле. Çакна никам та мар, хăйсенех пурнăçламалла. Çĕр-шывра вулав культурине çĕнĕ вăй памалла. Унччен Раççей тĕнчере чи нумай вулакансен шутĕнче пулнă, халĕ вара чăннипех чан çапмалли тапхăр çитнĕ. Писатель пур ыйтăва та хăй пĕччен татса параймĕ, чылай чухне патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ. Çакна шута илсех пулĕ çĕр-шыв ертÿçисем асăннă утăма тунă.

Чăваш Енре те ку енĕпе ĕçлемелли пайтах. Константин Иванов çулталăкĕ пĕтĕм çыравçа пырса тивĕ. Ун ячĕпе кар! тăрса темиçе утăм малалла утар, чăваш вулаканĕсем валли ырă ĕçсем тăвар. Указ хыççăнах редакцие шăнкăравсем пулчĕç, тахçантанпах кĕтнĕ самант çитнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕç. Акă Геннадий Юмарт поэт, тĕпчевçĕ хăйĕн савăнăçне пытармарĕ: "Хам та хутшăнас тетĕп Иванов пирки хатĕрлекен ĕçсене. Çĕнни, халĕччен каламан япаласем пур. Тĕпчемеллисем вара - тата та ытларах".

Виталий Станьял ăсчах поэт юбилейĕ тĕлне К.В.Ивановăн энциклопедине хатĕрлеме, ку ĕçе Республикăн юбилей программинех кĕртме сĕнет.

Иванов çулталăкĕнче, ман шухăшăмпа, пĕр япалана пурнăçламаллах. Сăмах - К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕ пирки. 1967 çулта ăна пуçласа Чăваш халăх поэтне Петĕр Хусанкая /"Аслă чĕре" поэмăшăн, "Инçе вĕçев" сăвăсен ярăмĕшĕн, "Туслăх кĕнекине" кĕнĕ тĕрленчĕксемпе литературăпа критика статйисемшĕн/ панă. Тепĕр икĕ çултан çак чыса "Нарспи" опера тивĕçнĕ /Г.Я.Хирбю композитор, Т.И.Чумакова, Л.С.Сорокина, М.И.Денисов тата А.В.Ковалев солистсем/. Ун хыççăн - ыттисем. Кĕтмен-туман çĕртен ăна пăрахăçланă. Çак йăнăша тÿрлетмеллех.

Юбилей çулталăкĕнчи программăра вун-вун мероприяти - фестивальсемпе конкурссем, викторинăсемпе тĕл пулусем - пулĕ. Вĕсем пурте чăваша пĕр произведенипе - "Нарспи" поэмăпа - чăваш ятне тĕнчене кăларнă çын ячĕпе иртĕç. Çук, Иванова кирлĕ мар çакă, вăл ахаль те вилĕмсĕр. Ку пире кирлĕ, çавăн пекех паянхи писательсене те. Ун хÿттипе çĕнĕрен вăй илĕç, малалла талпăнĕç.

 



"Хыпар"
06 августа 2014
18:04
Поделиться