Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кокорева халалласа - курав

Кокорева халалласа - курав

Комсомольски салинчи "Çĕр тата çынсем" музейра тавра пĕлÿçĕ, вĕрентекен, асăннă аваллăх управçине пуçарса яраканĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Б.Г.Кокорев çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа курав уçнă.

Борис Григорьевич 1919 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçалта çуралнă. Каçал тăрăхĕнчи тĕрлĕ шкулта учительте, завучра, директорта, РОНО инспекторĕнче ĕçленĕ. 1942-1945 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă. 1980 çулта ăна "ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Борис Кокорев шыравпа тавра пĕлÿ ĕçне хастар хутшăннă. "Сокол", "Юные соколята" клубсене ертсе пынă, ачасене историллĕ вырăнсене экскурсие илсе çÿренĕ. "Çĕр тата çынсем" музейăн экспозицийĕсенче Борис Кокорев пуçтарнă нумай документпа тата сăн ÿкерчĕксемпе усă курнă. Курав çурла уйăхĕн 22-мĕшĕччен ĕçлет.



"Хыпар"
24 июля 2014
10:57
Поделиться