Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Юля Иванова – тĕнчери фестиваль лауреачĕ

Ачасен Тăвайри искусство шкулĕнчи эстрада вокалĕн уйрăмĕнче вĕренекен Юлия Иванова (ертÿçи Г.Никонова) ача-пăча пултарулăхĕпе искусствин тĕнчери “Чунга-Чанга” фестивалĕн финалĕнчен лауреат пулса таврăннă. Фестивалĕн Мускав çывăхĕнчи “Янăравлă сасăсем” сывлăха çирĕплетекен комплексра иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен çамрăк талантсем пухăннă. Тĕп гала-концерт валли П.И.Чайковский çурт-музейĕн легендарлă концерт залне уйăрса панă. Тăвай хĕр ачи унта фестиваль Президенчĕн Юрий Энтинăн юррисене пурнăçланă, лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Çитес çулхи январьте Юльăна каллех Мускава чĕнеççĕ, çĕнĕ юрăсем суйласа илме пулăшаççĕ.
Январĕн 4–10-мĕшĕсенче гала-концертра юрланă номерсене тăватă каналпа кăтартаççĕ, çав шутра – Чăваш телевиденийĕ те.


"Ял ĕçченĕ"
09 января 2014
08:32
Поделиться