Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Лайăхлатнă тепĕр культура учрежденийĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн 2007 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн республикăри культурăпа кану центрĕсем çĕнелсех пыраççĕ. Вĕсен йышне кăçал кăна 18 культура учрежденийĕ хушăннă. Вĕсенчен пĕри – Йăнтăрчăри культурăпа кану центрĕ (ИКЦ).
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке тата Чăваш наци музейĕн директорĕ И.Меньшикова йăнтăрчăсене республика бюджетĕнчен видеопроектор, компьютер оборудованийĕ, çутатмалли тата нумай функциллĕ хатĕрсем, сцена çине тухмалли тумсем илмелли свидетельство панă.
Иртнĕ çул ял тăрăхĕн администрацийĕ комплекслă компактлă строительство проекта хутшăнса информаципе культура центрĕнче юсав ĕçĕсем йĕркелерĕ. Унти спорт залне йĕркене кĕртнĕ, хывăнмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем, фойере хушма сцена тунă, пластик чÿречесем ларттарнă. Çавăн хыççăн фойепе çурт сăн-сăпачĕ палăрмалла илемленнĕ. Курмалли залра халĕ лармалли 160 вырăн. Тĕрлĕ кружоксемпе клуб ĕçне йĕркелеме, культура мероприятийĕсем ирттерме пÿлĕмсем çителĕклĕ. Çурта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Пÿлĕмсене пушартан сыхланмалли сигнализаципе тивĕçтернĕ. ИКЦра хорпа ташă, фольклор тата драма кружокĕсем, интереса кура йĕркеленĕ клубсем ĕçлеççĕ. Уйрăмах çыхакансен, тĕрлекенсен, вĕтĕ шăрçапа ĕçлекенсен “Ăста алă” кружокне палăртмалла.


"Ял ĕçченĕ"
27 декабря 2013
09:17
Поделиться