Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Тимлĕх кирлĕ

Районти культура çуртĕнче сусăр çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне анлăн паллă турĕç. «Эпир тĕнчене, тавралăха ырă тата илем кÿрессишĕн пурăнатпăр», – пулчĕ мероприятин тĕп шухăшĕ.

Районта 2, 5 пин инвалид пурăнать: 1-мĕш ушкăнрисем – 472, 2-мĕш ушкăнрисем – 810, 3-мĕш ушкăнрисем 1041 çын, инвалид ачасем 146-ăн. Залра пухăннисенчен те акă нумайăшĕ тĕрлĕ чир-чĕрпе аптăрать пултăр, анчах пурпĕрех алă усмаççĕ, пурнăçа пĕтĕм чун хавалĕпе юратаççĕ. Вĕсем хушшинче пултаруллă та талантлă çынсем, спортра ÿсĕмсем тăвакансем, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансем нумай. Анчах вĕсене пуринчен ытла тимлĕх кирлĕ, хăйсен пултарулăхне аталантарма майсем туса памалла. Шăпах çак тĕллевпе – обществăна инвалидсен ыйтăвĕсемпе кăсăклантарма – çирĕплетнĕ те сусăр çынсен кунне.

Çак куна халалласа ирттернĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уçрĕ. Инвалидсен районти обществи хут çинче кăна тăракан организаци мар, пысăк хастарлăхпа ĕçлекен пĕрлĕх пулнине палăртса Елена Сергеева председателе çакăншăн уйрăммăн тав турĕ. Ÿсĕмĕсем чăнах та курăмлă: чир-чĕре пăхмасăрах вĕсем республикăри пултарулăх конкурсĕсенче тата спорт тупăшăвĕсенче çĕнтереççĕ, усăллă канма пĕлеççĕ, экскурсисене тухса çÿреççĕ тата ытти те. Нумаях пулмасть-ха район команди республикăри спорт фестивалĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа Елена Сергеева председатель инвалидсен Вăрнарти организацийĕн хастарĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина сусăр çынсене соцпакетăн сиплевпе кану путевкисемпе çыхăннă пайне укçан илмесĕр хăварма сĕнчĕ. Кăçал акă санаторисенче 26 инвалид сывлăхне çирĕплетнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ертÿçи Римма Евсеева инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе, професси илме пулăшассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул саккуна кĕрекен улшăнусемпе килĕшÿллĕн организацисенче инвалидсем валли ятарлă ĕç вырăнсен шучĕ ÿсмелле, – çав шутра районта та 30 енне. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков та тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕ, инвалидсене эмелсемпе тивĕçтерес программа мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.

Уяв программи çав тери пуян пулчĕ. Районти культура çурчĕн артисчĕсемпе пĕрле сцена çине Калининăри шкул-интернат вĕренекенĕсем тата психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекенсем тухрĕç. Сăмах май, çак икĕ интернат артисчĕсем те – республикăри пултарулăх конкурсĕсен тата фестивалĕсен çĕнтерÿçисем.

Сусăр çынсен ал ĕçĕсенчен, сăн ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ курав пуянлăхĕпе, илемĕпе тĕлĕнтерчĕ. В.Платоновăн тăван тавралăха сăнлакан ÿкерчĕкĕсем, Л.Соловьеван йывăçран касса ăсталанă ĕçĕсем, А.Песковапа Т.Шакирован хÿхĕм тĕррисем, шкул-интернат вĕренекенĕсен ал ĕçĕсем, психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекенсен аллисемпе çыхнă теттесем... – пурне те каласа пĕтереймĕн. Анчах кашни ĕçре – ырăлăх, черченлĕх, ниме пăхмасăр пурнăçа юратни.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2013
09:42
Поделиться