Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

«Хусанкай арăмĕнчен» - «Вера Кузьмина» таран

СССР халăх артисткине Вера Кузьминана чечек тыттарни те чыс пирĕншĕн, унăн пултарулăхне сума сăвакансемшĕн. Пин-пин куракан чунран килĕштерекен артистка паян 90 çул тултарать. «Эпĕ çакна туймастăп та», - тет театрта 65 çул вăй хуракан Вера Кузьминична. Унăн вăр-варлăхĕпе çаврăнăçулăхĕ çаплипех тĕлĕнтерет.

Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ вăхăтрах кинора ÿкерĕннĕ, паллă совет фильмĕсенчи 100 ытла сăнара чăвашла калаçтарнă, сăвăçсемпе çыравçăсен ĕçĕсене радиопа вуланă вăл.

«Тĕрлĕ жанр юрататăп: паян - трагедире, ыран комедире эпĕ. Хĕр ача, арçын ача сăнарĕсене калăпланă. Халĕ амăшне выляма лекет. Ачасемшĕн, мăнуксемшĕн пăшăрханни маншăн çывăх», - çырать вăл «Вера Кузьмина: спектакльсем тата сăнарсем» кĕнекере. Вулакансене тата çакăнти хăш-пĕр сыпăкпа паллаштарас килет: «Манăн хисеплĕ ят нумай - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткинчен /1958/ пуçласа СССР халăх артистки /1980/ таранах. Республика Хисеп хучĕпе /1953/, ята Ĕç мухтавĕпе паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртсе /1973/, К.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕпе /1991/, «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ятпа /2003/, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа /2008/ палăртрĕ манăн ĕçе. Çавнашкалах эпĕ - Халăхсен туслăхĕн орденĕн /1983/ тата IV степень «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн /1999/ кавалерĕ. Çак ятсемпе наградăсем хаклă, çапах куракансен чун ăшши, кулли, куççулĕ маншăн тата хаклăрах. Эпĕ вĕсемшĕн вылятăп, ĕçлетĕп, пурăнатăп...»

- Эсир çĕр-çĕр роле чун витĕр кăларнă. Чăваш хĕрарăмĕн сăнарне мĕнле куратăр?

- Чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕсене Николай Терентьевăн пьесисенче выляса савăннă. Сăпайлă, çепĕç, çав вăхăтрах хăватлă хĕрарăм нумай унăн ĕçĕсенче. Çакă чунра юлнă. Ыттисен те, тĕслĕхрен, Борис Чиндыковăн вăйлă сăнарсем пур.

Кулленхи пурнăçра чăваш хĕрарăмĕ ачи-пăчине тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшать. Ĕçчен вăл. Кун-çулĕ çăмăл мар, паллах, унăн. Ялсенче тĕл пулу йĕркелесен куç умне çакнашкал ÿкерчĕк тухса тăрать: залра чăваш хĕрарăмĕсем лараççĕ, арçын сахал. Мĕнрен килет-ши çакă? Кил хуçи арăмĕсем искусствăпа интересленеççĕ, çав вăхăтрах килти ĕçе те тăваççĕ ĕнтĕ вĕсем. Тен, арçынсем ялта ĕç çуккине пула аякка тухса кайнă пуль...

- Борис Чиндыков «Хура чĕкеç» монолога ятарласа сире валли çырнă. Çак ĕçе сцена çине кăларма мĕнле хатĕрленине пĕлес килет.

- Манпа Иван Иванов режиссер нумай ĕçлерĕ. Сăнара тарăнрах, тĕплĕнрех кăтартма тăрăшнă - ку артист ĕçĕ-ха та. Халĕ те тĕл пулусенче «Хура чĕкеç» композицие вылятăп. Чăтăмлă хĕрарăм сăнарĕ, паллах, чуна пырса тивет.

- Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ял музейне сирĕн скульптурăпа пуянлатнă. Çак ĕçе мĕнле хаклатăр?

- Тăван тăрăхра тĕлĕнмелле лайăх музей пур. Унта, чăн та, манăн скульптурăна та вырнаçтарнă. Алексей Майраслов скульптор ăсталанă ăна. Шел те, çамрăклах çĕре кĕчĕ вăл.

Алексей Майраслов «Юнлă туй» спектакле Мускавра курнă та юратса пăрахнă. Çакăн хыççăн мана ÿкерĕнме чĕнчĕ. «Ун валли тум та çук», - терĕм. Çапах вăрăм кĕпе тăхăнса ун патне темиçе кун мастерскойне кайрăм. Питĕ хавхалантарчĕ, тимлĕ ĕçлерĕ. Кайран мансăрах çав скульптурăна туса пĕтернĕ. Анчах кунта ăна шурăпа сăрланă. Музей ĕçченĕсем пĕлмен ĕнтĕ. «Тĕрĕс мар ку, ăна хурапа сăрлас пулать», - чунне уçнăччĕ вăл. Çакна тÿрлетесшĕнччĕ - ĕлкĕреймерĕ.

- Эсир ĕмĕр тăршшĕпех общество ĕçне хастар хутшăннă. Халĕ те мероприятисене тухса çÿретĕр. Гастроле те каятăр.

- Эпĕ курса çÿреме юрататăп. Çынсем мĕнле сăнарсем тунине питĕ пĕлес килет. Хусанта, Турцире, Екатеринбургра... тĕлĕнмелле спектакльсем курса килентĕмĕр. Хамăр ĕçпе кăна çырлахни çителĕксĕр. Ыттисене сăнани çынна пуянлатать.

- Кăçал Шупашкарти кинофестивальте курнăччĕ сире...

- Эпир кино кураймастпăр вĕт-ха. Унта вара çĕнĕ фильмсемпе паллашма пулать. Эпир Анна Кутузовăпа пĕрле яланах çав фестивальсене çÿренĕ. Пĕрре «Çеçпĕл» кинотеатрта ир пуçласа каçчен кино куртăмăр, ывăнсах çитрĕмĕр.

- Кирек ăçта кайсан та халăх палласа илни хавхалантарать-и е хăвăра ирĕклĕ туйма чăрмантарать-и?

- Савăнтарать кăна. Пĕррехинче Турцире саунăра ларатпăр, бассейнра ишетпĕр. Сасартăк туркмен артисткисем палласа илчĕç. «Эсир Бернардăна мĕнле лайăх вылярăр», - теççĕ. Çав спектакле вĕсем Хусанти фестивальте курнă.

- Пулас мăшăрпа паллашнă вăхăтра Петĕр Хусанкайăн ячĕ кĕрлесе тăнă, эсир студент пулнă. «Хусанкай арăмĕ» тесен упăшкан мĕлки сирĕн çине ÿкнĕ пек туйăнать. Халĕ эсир - чăваш тÿпинчи икĕ çăлтăр. Çапах ят-сум çĕнсе илме çăмăл пулман паллах.

- Малтан, чăн та, Кузьмина мар, Хусанкай арăмĕ тетчĕç. Çакă пит килĕшсе кайман. Эпĕ никам та мар пулса тухать-çке капла. Кайран тин, хам ура çине тăма пуçласан, Вера Кузьмина теме пуçларĕç.

- Пурнăçра тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухма пултарать. Чун ыратăвне кампа пайлатăр?

- Никампа та. Ăна пĕччен тÿссе ирттермелле. Çын те ăнланать, те çук?

- Театрта темиçе ăрупа пĕрле ĕçленĕ. Хальхи çамрăксем пулăшу ыйтаççĕ-и?

- Вĕсем хăйсемех пултаруллă. Çапах пирĕн ăру - урăх çынсем. Хальхи çамрăксене «çавăн пек тăвăр» темелле те мар, хăйсенех тавра курăмĕ анлă. Анчах театра чунран парăннă ĕлĕкхи артистсем кайса пыраççĕ. Шел те, паян пĕтĕм туйăмпа, пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таран театра юратакан, уншăн пĕтĕмпех пама хатĕр çын сахал.

- «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат вулаканĕсене, театра юратакансене мĕн сунатăр?

- Чăваш хĕрарăмне чăтăмлăх сунатăп. Темле йывăр пулсан та пурнăçа, çынсене, ача-пăчана, тăван чĕлхене юратма чĕнсе калас килет.



"Чăваш хĕрарăмĕ"
16 ноября 2013
11:47
Поделиться