Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш Ене Мария Владимировна Аслă Княгиня килет



Чÿк уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ Унăн Император Высочестви Аслă Княгиня Мария Владимировна Государыня ĕçлĕ визитпа пулать.

Çак кунсенче вăл Мария Шестовăн вил тăприйĕ шутланакан вырăнта /унта кăçал икĕ уйăха яхăн шырав ĕçĕсем ирттернĕ/, Введени кафедра соборĕнче, «Булгар» мечĕтре пулса курать. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулать. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа, ЧР мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕпе Альбир Кргановпа курнăçать. «Çĕнтерÿ» асăну паркĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ умне чечексем хурать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн Асăну комплексне çитсе килет. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци йĕркелет.

Аса илтеретпĕр: Романовсен династийĕнчи пĕрремĕш патшан Михаил Федоровичăн кукамăшĕн Мария Шестовăн вил тăприне тупас тĕллевпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче археологи шырав ĕçĕсем пуçланă. Тупнă вил тăприсенчи шăмăсене Шупашкарти арçынсен çветтуй Троица мăнастирне упрама панă, каярахпа вĕсене антропологсем тĕпчĕç. Хальхи вăхăтра çак ыйтупа Археологи институчĕпе тата Раççей наукăсен академийĕн Этнологипе антропологи институчĕпе калаçса татăлас ĕç пырать.

 



"Хыпар"
08 ноября 2013
14:58
Поделиться