Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Республика кунĕ – Комсомольски районĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2013 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнчи 106 " Указĕпе 2014 çулта Республика кунне уявламалли тĕп мероприятисене Шупашкар хулинче тата Комсомольски районĕнче хатĕрлесе ирттерме йышăннă.

Комсомольски районĕ Чăваш Республикин муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен Республика кунĕн уяв мероприятийĕсене хăйсен территорийĕнче ирттермелли ирĕке çĕнсе илмелли конкурсра çĕнтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне Комсомольски районне халăх пурăнакан вырăнсен обществăлла инфратытăмне аталантармашкăн пама хушнă.

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене 2014 çулта йăлана кĕнĕ Акатуй уявĕсене, Республика кунне халалласа культурăпа массăллă тата спорт мероприятийĕсене йĕркелеме сĕннĕ.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
30 октября 2013
10:28
Поделиться