Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Пирĕн вăй - пĕрлĕхре

image #4144image #4145Пытармастăп: Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă пухăвĕ çакăн пек лăпкăн иртсе каясса шухăшламанччĕ. Вăл хĕрÿллĕ, тавлашуллă пуласса систерекен самант чылайччĕ. «Хыпарта» та тĕрлĕ шухăша палăртакан статья сахал мар пичетленчĕ, Интернетра та ЧНКан пулас президенчĕн кандидачĕсене «шĕкĕлчерĕç». Тĕлĕнмелле те, ытла та нумайăнччĕ çав списокра элтепер тилхепине алла илес текенсем.

Акă кĕтнĕ кун та çитрĕ. Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче тĕп хулари К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă пухăвĕ ĕçлерĕ. Раççейĕн 26 субъектĕнчен тата чикĕ леш енчи пилĕк çĕр-шывран 282 делегат килнĕ.

Президиумра - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов, ЧНК Ваттисен Канашĕн ертÿçи Петр Ивантаев, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев, ЧНК вице-президенчĕ Николай Угаслов, Пенза облаçĕн делегачĕ Анатолий Архипкин тата Пушкăрт Республикин делегачĕ Людмила Мурманская.

Халăхăн лайăх, пархатарлă йăла пулнă: аслă ăрурисем çамрăксене пил панă. Çав сăмахсенче вĕсем чăвашра чĕрĕлĕх, пысăк йыш, çамрăксене хастар пулма, йăла-йĕркене малалла тытса пыма суннă.

Хальхинче те авалран килекен йăла пирки манмарĕç, ЧНК Ваттисен Канашĕн мухтавлă çыннисем Никифор Наумов, Вера Кузьмина, Анатолий Кибеч Аслă пухăва килнисене пил пачĕç. Делегатсен пĕр ушкăнĕ тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа тăракан культурăпа кану паркĕнчи Юпана пуç тайма тухса кайрĕ. Чăваш наци конгресĕн гимнне - «Асран кайми» юрра - ура çине тăрса юрларĕç. Залри халăха сцена çинчен Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн хорĕ пулăшса пычĕ.

Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç: ЧНК президенчĕн Геннадий Архиповăн сăмахĕ тата Николай Угасловăн доклачĕ* ЧНК ревизи комиссийĕн отчечĕ* суйлав ыйтăвĕсем.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тытса пыракан патшалăх политикинчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулнине палăртрĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каларĕ. «...Культура ыйтăвĕсене çĕклес, литературăна аталантарас енĕпе патшалăх нумай пулăшать. Тăватă томлă чăваш энциклопедийĕ, 32 пин сăмахран тăракан икĕ томлă «Вырăсла-чăвашла» словарь кун çути курчĕç. 2011 çултан пуçласа Чăваш Республикин официаллă сайтĕнче республикăн тĕп хыпарĕсене чăвашлатма пуçларăмăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Юлашки çулсенче тулашри чăвашсемпе çыхăнăва упрас тата аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă.

Çапах та ку çителĕксĕр... ЧНК VIII съезчĕ чăваш наци аталанăвне çеç мар, пирĕн халăхăн туслăхне çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывса хăварасса шанатăп».

Михаил Игнатьев çавăн пекех патшалăх наградисем те пачĕ. Тĕп хулари 20-мĕш шкулта тăван чĕлхене вĕрентекен Валентина Лисицына «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçрĕ. Чăвашлăх ĕçĕнчи хастарсенчен пĕр ушкăнне Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та çак кун чăваш халăх кун-çулĕнче йĕр хăварасса шаннине палăртрĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕ чăмăртаннă тапхăра аса илчĕ, ЮНЕСКО 2010 çулта хатĕрленĕ Атлас пирки чарăнса тăчĕ /сăмах унта çĕр çинчен пачах çухалма пултаракан халăхсем пирки пырать. Шел те, çав йышра чăвашсем те пур/. Çапла ан пултăр тесен мĕн тумалла? Республикăра кăна тăван чĕлхене 130 пин чăваш ăнланмасть. Тулайри йăхташсем тата вун-вун пин... Эдуард Бахмисов, Анисия Игнатьева, Юрий Михайлов, Надежда Иванова пек делегатсен хастарлăхне, ăнтăлăвне пула /Юрий Попов çаксене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ/ чăваш ĕçĕ йывăрпа пулсан та малалла пырать.

ЧНК президенчĕн Геннадий Архиповăн сăмахĕ хальхинче кĕске пулчĕ. Тĕп доклада Николай Угаслов вице-президент хăй çине илнĕ. Геннадий Николаевич вара 15 çул пĕрле ĕçленĕ, чăвашлăхшăн вăйне-халне шеллемен хастарсене тав турĕ. «Тен, кÿрентернĕ те пулĕ хăшне-пĕрне, çакăн пек ĕçре тавлашусăр тĕрĕслĕх çуралмасть», - терĕ.

Николай Угаслов та мĕн туни пирки тĕплĕн чарăнса тăрас темерĕ /вăл куç умĕнчех-çке/, çĕнĕ тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Çавсене «ЧНКан чăваш халăхĕн этника хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварас енĕпе ĕçлемелли программăна» кĕртнĕ. Пысăк вăл, социаллă пурнăçпа политикăра, социаллă пурнăçпа экономикăра, ăслăлăхра, вĕрентÿ ĕçĕнче, этнокультурăра пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене палăртнă.

Программа, ман шухăшăмпа, ЧНКан хальхи тилхепине тытса тăракансен оппоненчĕсене те кăсăклантарчĕ. Тухса калаçакансем вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ, пуласлăхра тĕпе хурса ĕçлемелли тĕллевсем пулнине палăртрĕç.

Наци вăйĕ - халăх пĕрлĕхĕнче. Вăл çук пулсан, пĕр-пĕрне кĕвĕçетпĕр, кураймастпăр, ура хуратпăр пулсан нимĕнле программа та, тĕллев те пире пулăшас, çăлас çук.

Доклада сÿтсе явма республикăра пурăнакан, тулайран килнĕ делегатсем те хутшăнчĕç.

Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев хăйсен опычĕпе вырăнти наци ушкăнĕсем влаçпа килĕштерсе ĕçлени пирки чăранса тăчĕ. Унăн сĕнĕвĕсем: ЧНК президиумĕн регионсенчи чăваш автономийĕсемпе, пĕрлĕхĕсемпе, обществисемпе пĕр планпа ĕçлемелле* мухтавлă ентешсен юбилейĕсене вырăна тухса пĕрле паллă тумалла* Çутта кăларуçăн Иван Яковлевăн тăван ялĕ Кăнна Кушки пĕтĕм чăвашăн «Мекки» пулса тăмалла.

Кăнна Кушки пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ Константин Яковлев. Унăн шухăшĕпе - унта кирек кама илсе пырсан та намăс пулмĕ. Ялти усламçăсен вăйĕпе Кăнна Кушкинче кун çути курнă паллă çынсене пуç тайса Асăну комплексĕ туса лартнă, çак кунсенче Иван Яковлев пурăннă çурт тĕлĕнче часавай уçнă.

Екатерина Попова /Челябинск/ çамрăксен, тăван чĕлхене пĕлмен, хутăш çемье çавăрнă чăвашсен ячĕпе калаçрĕ тенĕ пулăттăм. Чăвашла пĕлменни вĕсен айăпĕ мар, инкекĕ. Кунашкал форумсенче куçару майĕсемпе - «наушниксемпе» - тивĕçтерни çамрăксене хавхалантарнă пулĕччĕ терĕ. Екатеринăна илес пулсан, вăл çине тăнипе Челябинскра чăваш шкулĕ йĕркеленĕ, ывăлне, çурма нимĕçе, чăваш юррисене вĕрентет.

Виталий Станьял хускатнă çивĕч ыйтусенчен хăшĕ-пĕри çакă: чăваш наци энциклопедине 50 томпа кăларасси* чăваш этнокультура керменне тăвас ыйту татăлманни* ЧНК Уставĕ паянхи куна тивĕçтерменни* наци кадрĕсене хатĕрлесси.

Лидия Григорьева делегат Эстонири Нарвăран килнĕ. Унта пурĕ те 102 чăваш çеç пурăнать. 64 пинлĕ хулара çак кăтарту пысăках та мар, çапах та йăхташсем хăйсем пирки ырă енĕпе калаçтараççĕ. «Нарспи» обществăна йĕркеленĕренпе кăçал 10 çул çитнĕ. Çавна май Акатуй та йĕркеленĕ. «Нарспи» фольклор ушкăнне вара Нарвăра çеç мар, Таллинра та, Эстонири ытти хулара та лайăх пĕлеççĕ. Финляндие те çитсе килнĕ ентешсем. Ансамбльте юрлакансен тумĕ - паян çĕлетнĕ çи-пуç мар, асламăшĕсемпе кукамăшĕсен арчисенче упранакан капăр кĕпесем. Çавăнпа тата та кăсăклă вĕсем куравçăсемшĕн.

Геннадий Храмов делегат /Красноярск/ Николай Угаслов вице-президент паллаштарнă Программăна ырларĕ. Палăртнă ĕç тухăçлă пуласси ЧНК влаçпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленинче те терĕ.

Владимир Сваев /Чĕмпĕр/, Анатолий Иголкин /Удмурт Республики/, Николай Дмитриев /Екатеринбург/, Анатолий Ефимов /Чул хула/, Юрий Михайлов /Пушкăртстан/, Владислав Волков /Чăваш Ен/, ыттисем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Культура экономикăпа тÿрремĕнех çыхăннине, тĕнчене çĕнĕлле курмалли пирки, чылай ĕçе ăслăлăх, наука шайĕнче пурнăçламаллине аса илтерчĕç.

Аслă пуху делегачĕсем, пĕлтерĕшлĕ мĕн пур сĕнĕве кĕртсе, резолюцисем йышăнчĕç.

Юлашки ыйту - ЧНК президентне суйласси. Сасăлавра темиçе кандидат пуласса кĕтнĕччĕ. Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев Николай Угаслова сĕнчĕ, ЧНК Ваттисен Канашĕн членĕ Анатолий Кибеч - Николай Лукианова. Тепĕр кандидат та пулчĕ: Валерий Клементьев. Ăна Сарă ту облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Сергей Васильев сĕнчĕ, анчах та Валерий Леонидович хăйĕн кандидатурине каялла илчĕ, Николай Угасловшăн сасăлама ыйтрĕ. Çапла майпа сасăлава Николай Угасловпа Николай Лукианов хутшăнчĕç. Ĕлĕкхи пухусенчи пек шăв-шав çĕкленĕ тенĕччĕ, апла пулмарĕ. Делегатсем кашниншĕнех сасăларĕç. Нумайрах сасă пухса /168/ Николай Угаслов суйланчĕ. Тавах Николай Лукианова, хăйĕн оппонентне саламлама, ăна чăвашлăх ĕçĕнче пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Çапла туса вăл наци вăйĕ пĕрлĕхре пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Çав кунах ЧНК VIII Аслă пухăвĕ çĕнĕрен суйланă Мăн Канаш ЧНК тытăмĕсене çирĕплетрĕ. Президент сĕннипе пĕрремĕш вице-президентпа вице-президентсене суйларĕ: пĕрремĕшĕ - Валерий Клементьев /юлашки тапхăрта ЧНК президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçланă/, вице-президентсем - Петр Ивантаев /Ваттисен Канашĕн ертÿçи пулнă/, Алексей Леонтьев /«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, халĕччен те вице-президент пулнă/, Олег Мешков /Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ/, Константин Яковлев /Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи/.

Мăн Канаш президиумĕн çĕнĕ йышне тĕрлĕ сферăра ĕçлекен комитетсен шутне тата йышне çирĕплетме хушса хăварчĕç. Президиумăн çавăн пекех ЧНК Уставне улшăнусем кĕртмелле. Ăна ЧНКан черетлĕ Аслă пухăвĕнче çитес çул сÿтсе явса йышăнмалла.

 



"Хыпар"
29 октября 2013
10:36
Поделиться