Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Йăхташсене чăмăртанма пулăшрĕ

Чăваш наци конгресĕн пуçаруçисенчен пĕри - Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Культура, чĕлхе тата наци хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ пулнă Атнер Хусанкай. Атнер Петрович - ЧНКан пĕрремĕш тата хисеплĕ президенчĕ. Вăл паян пирĕн хăна.

- Атнер Петрович, Конгресс йĕркеленнĕ тапхăрти ĕç-пуç пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Чăваш наци конгресĕнчен маларах - 1991 çулхи çуркунне - Чăваш аталану партийĕ йĕркеленнĕччĕ. Унăн хăйĕн тĕллевĕсем. Эпир шухăшланă тăрăх - урăхла тытăм, политикăсăрри те, кирлĕ. Çапла майпа 1992 çулхи çуркунне ЧНК йĕркелес шухăш çуралчĕ. Вăл пĕтĕм чăваш халăхĕн аслă органĕ пулмаллаччĕ. Чăвашлăх аталанăвне тĕпчесен акă мĕн паллă: çакăн пек пуху маларах та иртнĕ. Сăмахран, 1917 çулта Чĕмпĕрте халăхăн тĕрлĕ сийĕ - рабочисем, вĕрентÿçĕсем, çар, чиркÿ çыннисем - пуçтарăннă, йĕркелÿçĕсен ертÿçи - «Хыпар» никсĕлевçи Н.В.Никольский.

- Тата мĕн хистерĕ çак утăма тума?

- Чăваш халăхĕ тĕнче шайĕнче нихăш тытăмра та çукки. Йĕркелÿ ĕçĕсене пуçăнтăмăр, тĕрлĕ регионта пурăнакан йăхташсемпе çыхăнусем йĕркелерĕмĕр. Тăван халăха чĕнсе каланине хаçатсенче пичетлерĕмĕр.

- ЧНКан ун чухнехи тĕллевĕсем пирки чарăнса тăрар-ха.

- Чăваш наци конгресĕ пĕтĕм сийри çынсене пĕрлештерсе тăракан чи çÿлти орган евĕрлĕрех пулмаллаччĕ. Халĕ урăхларах вăл. Пирĕн вăхăтра политика тĕллевĕсене те лартнă. ЧНКпа влаç тытăмĕ хушшинче çивĕч калаçусем пулнă. Хальхи ЧНК пачах ĕçлемест тесе каласшăн мар. Çапах та культура, çут ĕç мероприятийĕсене ирттерме патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем пур.

- Конгресс Чăваш Енĕн тĕнче умĕнчи ятне çĕклес тĕлĕшпе тунă утăмсене мĕнле хаклатăр?

- Тĕнчене тухайман халăхсен организацине /ТТХО/ кĕме пултартăмăр. Чи малтанах унта чăваш халăх историйĕ, ЧНК çинчен кирлĕ документсем тăратрăмăр. Пире унта 1993 çул пуçламăшĕнче йышăнчĕç. Пилĕк континентри 100 ытла халăха пĕрлештерекен организаци съезчĕсене, ытти мероприятине темиçе те хутшăннă, вĕсенчен иккĕшне - «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕпе А.П.Леонтьевпа пĕрле. «Хыпарта» ТТХО докуменчĕсене те пичетленĕ. Алексей Петрович ТТХОна кĕрекен халăхсен паллă çыннисемпе 10 ытла интервью пичетлесе кăларчĕ.

- Халĕ ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Çыхăнусем çукпа пĕрех. ЧНК президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлама чарăнсан çак енĕпе ĕçлеме манах шаннăччĕ. Вунă çула яхăн тухса çÿрерĕм хамăн укçа-тенкĕпе Гаагăна /Голланди/, ытти хулапа çĕр-шыва. Çак çула çĕнĕрен якатмалла. Шел те, ют çĕр-шывсемпе çеç мар, кÿршĕсемпе те çыхăну тытмасть Конгресс. Ас тăватăп: эпĕ депутат пулнă тапхăрта депутатсен регионсен хушшинчи ушкăнĕ пурччĕ. Хăй вăхăтĕнче Атăлпа Урал хушшинчи халăхсен ассамблейине йĕркеленĕччĕ. Çак хутлăх - хăйне евĕрлĕ кĕтес. Кунта чăвашĕ, тутарĕ, çармăсĕ, пушкăрчĕ тата ытти те пĕр «варта» ÿссе çитĕннĕ пекех. Пирĕн пĕр пеклĕх нумай, çав шутра татса паманнисем те. Çавăнпа та вĕсене пĕтерме пĕр-пĕрин опычĕ, канашĕпе сĕнĕвĕ чылай пулăшнă пулĕччĕ.

- Эсир Конгреса пилĕк çул ертсе пытăр. 1997 çулта ЧНК ĕçĕнче иккĕмĕш «пилĕк çуллăх» пуçланчĕ. Çак тапхăр пирки мĕн каланă пулăттăр?

- 1997 çул хыççăн та малтан эпир палăртнă тĕллевсемпех ĕçленĕ. Кайран /лару-тăру улшăннă-и унта, тĕрлĕ сăлтав сиксе тухнă-и, влаç тытăмĕпе урăхла çыхăну пулнă-и?/ Конгресс çул юппине урăх еннелле пăрчĕ. Тĕп уйрăмлăх, манăн шухăшăмпа, çакăнта: ЧНК политикăран пăрăнса культура, çут ĕç çулĕ çине тăни. Вăл та кирлĕ, анчах политика пирĕн пурнăçра пурах. Эпир, паллах, алăка хупма пултаратпăр, вăл вара кантăкран кĕрет.

- Чăваш идейи çинчен Иван Яковлев ячĕллĕ общество тума пуçланăранпах калаçатпăр. Пур-и вăл пирĕн? Эсир ăна мĕнле куратăр?

- Наци идейи çукки пирки Раççей шайĕпех калаçаççĕ. Ăна ушкăнпа ларса, ăсчахсене пухса шухăшласа кăларма çук. Хăй, идея текенни, пур вăл чăвашăн, вăл таçта шалта, пирĕн чунра. Енчен те чăваш халăхĕ хăйĕн икĕ пин çулхи историйĕпе, кун-çулĕпе, шăпипе халĕ те пурăнать пулсан - унăн чĕрĕлĕх идейи пурах. Çапах та ăна кĕнеке, трактат çырса палăртма çук.

Халăхăн наци идеологийĕ вара пулмаллах. Унта пĕтĕмпех кĕрет: ăслăлăх та, ÿнер те, сăмахлăх та, шухăшлав та, авалхи тĕнре упраннă ăнлав та. Эпĕ хамăн юлташăм палăртнă шухăшпа - «Чăваш наци конгресĕ идеологи хĕç-пăшалĕ пулмалла» тенипе - килĕшетĕп.

- ЧНКан пĕрремĕш Аслă пухăвне ирттерме Чăваш Республикин Аслă Канашĕ нумай пулăшнăччĕ. Ыттисенче унашкал пулмарĕ. Мĕнле шухăшлатăр: ЧНК влаçпа пĕрле пулни лайăхрах-и е уйрăм пулни-и?

- Патшалăх наци идеологийĕпе ĕçлеме пултараймасть, наци аталанăвĕпе çыхăннă шухăшсене калаймасть. Лару-тăру урăхла. Унăн хăйĕн тĕллевĕсем пур. Пирĕн Чăваш Республикин кунта пурăнакан çынсемпе ĕçлемелле, экономикине тивĕçтермелле, ытти ыйтăва татса памалла. Анчах та пĕтĕм чăваш наци ыйтăвĕпе ĕçлеме унăн тивĕçлĕ орган çук. ЧНКан хăйне евĕрлĕ «Ют çĕр-шыв министерстви» - тулашри йăхташсемпе ĕçлекен тытăм - пулмалла. Вĕсене çыхăнтарма вара шăпах наци идеологийĕ кирлĕ. Çакна хутшăну енĕпе çеç йĕркелеме пулать.

Юлашки тапхăрта, ун пирки нумай çырнă тата калаçнă, ЧНК Культура министерствин пĕр пайĕ пек пулса кайрĕ. Вĕсене уйăрмалла. Влаç наци идеологине сарма пултараймасть, çапах та çакă вĕсем хирĕçсе пурăнмаллине пĕлтермест.

Конгресс патшалăха пулăшса çав ĕçех тăвать.

- Саккăрмĕш Аслă пуху уçăличчен шутлă вăхăт юлчĕ. Эсир пĕрремĕш съездра йышăннă, палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕрейнĕ-и?

- Пирĕн, чăвашсен, çитменлĕх пур. Хăй вăхăтĕнче Аслă пуху ырласа йышăннă резолюцисене тем вăхăт иртсен тиркеме пуçлаççĕ, çав ыйтусем тавра тавлашусем хĕрсе каяççĕ. Апла пулмалла мар. Математикăри «аксиома» ăнлава аса илер. Пĕрре йышăннă тăк урăх тавлашма кирлĕ мар. Эпир вара пуçламăшĕ патне пĕрре çеç мар, темиçе те таврăнатпăр. Халĕ самани, лару-тăрăвĕ урăхла пулсан та, чăваш аталанăвĕпе çыхăннă самантсем тĕпре юлмалла.

- Конгреса хăш енĕпе тимлĕрех пулма сĕнетĕр?

- Пĕртен пĕр чăвашлăх тавра çеç ĕçлемелле мар. Ытти халăх опычĕпе те паллашмалла. Пирĕн информацин хальхи йышши хатĕрĕсене алла илмелле. ЧНКан пуян, вăйлă сайт пулмалла. Конгресс ĕçĕ-хĕлĕ сулмаклă пултăр тесен ăс-хакăл çыннисене явăçтармалла, малашлăхпа çыхăннă программăсем хатĕрлемелле, чăваш идеологине тумалла, тĕнчепе, кÿршĕсемпе çывăхланмалла. Ытти витĕм пире лайăхлатать, чăтăмлăха тĕрĕслесе çирĕплетет. Аталану яланах хутшăнупа çыхăннă.

- Аслă пухусенче хускатнă чылай йышăну пурнăçа кĕреймен пулсан та Чăваш наци конгресĕ йăхташăмăрсене пĕр чăмăра пуçтарчĕ теме пултаратăр-и?

- Паллах. Конгресс чăвашсене чăмăртанма пулăшрех. Çавăншăн йĕркеленĕ те ăна. Маларах Самар е Тюмень, Питĕр е Сарă ту, Чĕмпĕр е Ĕпхÿ чăвашĕсем кашни хăйĕн «хуранĕнче вĕренĕ», халĕ ЧНКпа тачă çыхăну тытаççĕ. Çак самантра пирĕн ваттисен сăмахĕсем - «Пĕччен суран - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать» е «Пĕччен хулă шăпăр мар» - хăйсен пĕлтерĕшне туллин уçса параççĕ.

Çулсем иртнĕ май Конгресс йăвашланнине мар, ăслăланса, паркаланса, вăйланса пынине курас килет.



"Хыпар"
23 октября 2013
15:26
Поделиться