Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Тилхепине тытма пĕлмелле

Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ В.А.Иванов юпан 12-мĕшĕнче «Хыпар» хаçат корреспондентне панă интервьюна вуланă хыççăн тунсăх шухăшăмсем пушшех вăйланса кайрĕç. Çав хушăрах Конгресс мĕншĕн хавшаса пынин сăлтавне аванах сисрĕм. В.Иванов хăйĕн шухăшне «Тур лашине кÿлме пĕлтĕмĕр...» - тесе çирĕплетет. Анчах тилхепине камсем тата мĕнлерех тытса пыни пирки шарламасть, виçĕ пăнчă кăна лартса парать. «Пĕр чĕлхеллĕ пуласси, пĕрле юрласси, культурăна упрасси - пĕрремĕш вырăнта тăрать», - тесе çирĕплетет вице-президент. Ытла та пĕр енлĕ шухăшлав мар-и ку? Патриотсем те «аваллăха упрама тăрăшакансем» çеç. Конгресс çурчĕ вара калаçмалли вырăн пек кăна курăнать. «Унта кĕме чăваш чĕлхи кăна кирлĕ, вăл - чи кирлĕ документ /?/, алăксем яланах уçă, кашни чăваш чун ыратăвне калаçса çăмăллатма пултарать», - пĕлтерет В.Иванов. Президенчĕ те, вице-президенчĕ те сайра хутра кăна пырса кайнă чухне кампа калаçĕ-ха унта кĕнĕ чăваш?

Конгресс республика пурнăçĕнче мĕнлерех вырăн йышăнни пирки тулай чăвашĕсем пĕлсех каймаççĕ. Унăн хисепне çĕклес тесен урăхларах тĕллевсемпе ĕçлени кирлĕ. Манăн шухăшăмпа - тĕп вырăнта халăха упранса юлма, ăна хальхи виçепе аталанма, республикăна вăйланма пулăшасси пулмалла. Конгресăн правительство лартнă тĕллевсенчен айккинче тăмалла мар. Хутшăнса ĕçлемелле, министрсен, депутатсен йăнăшĕсене асăрхаттарма та хăрамалла мар. Республика Раççейри кашни чăвашăн мăнаçлăхĕ пултăр тесе ĕçлемелле. Конгресс кĕрсе тухмалли вырăн çеç мар, ăслă, мал курăмлă, тăрăшуллă, укçашăн мар, халăхшăн, республикăшăн ĕçлекен çынсен пĕрлешĕвĕ пултăр. Чăвашла калаçакан кашниех Конгресс членĕ пулма пултараймасть. Чи вăйлă политологсене, социологсене, экономистсене, философсене явăçтармасăр усăллă Конгресс тума çук. Халăх шутĕнчен ытларах ăс хăвачĕ кирлĕ!

Пире тепĕр чух пурнăçăн тĕп саккунне тĕрĕс ăнланманни те айккинелле пăрса ярать. Лаши вăл, паллах, - пурлăх никĕсĕ, экономика. Урапи çине вара темĕн те тиенет: шкулсем, культура çурчĕсем, больницăсем, театрсем, стадионсем, хаçат-журнал, кĕнекесем тата ытти те.

Чылай çул каялла эпĕ «чăваш сăпки - ялта» тесе çырнăччĕ. Ачи тухса ан ÿктĕр тесен сăпка тĕпĕ шанчăклă пулмалла. Çав шанчăка пире ĕç кăна парнелет. Ял пурнăçне ĕç кăна чун кĕртет. Çакă пулать те ĕнтĕ авалтан пыракан тĕрĕс йăла. Ĕçсĕр ялта юрă илемĕ те çук, тăван чĕлхепе калаçнин те усси сахал.

Хамăр республикăра ĕç вырăнĕсем туни тухса кайнă вăй питти çынсене килне таврăнма пулăшĕ. Хальлĕхе эпир çавăн пек çынсен шутне те пĕлместпĕр вĕт-ха. Вĕсем пĕри те В.Иванов е А.Кибеч çырнине вуламаççĕ, каланине те илтмеççĕ. Эпир тăрăшни çерçисене тупăран пенĕ евĕр кăна пулса тухать. Пĕчĕккисемпе ваттисем нимех те тăваяс çук. Пĕрисем - айван, теприсем - ывăннă.

Халăха упраса хăварас тесен чăваш килне, ялне çирĕплĕх кĕртмелле. Паллах, ял экономики урлă. Çавă пулать те хальхи политикăн чи уçăмлă кăтартăвĕ. Глобализаци туртăмĕ хуçаланнă вăхăтра чăваш ялне çăлса хăварма пулĕ-ши? Конгрессменсен пуçне пуринчен ытла çак ыйту ыраттармалла. Юрласси, ташласси çухалмĕ.

Чĕлхе ыйтăвĕсенче те ăнланманлăх çук мар. Чăвашла калаç, чăвашла вĕрен тенипех ĕç тухмасть. Тăван чĕлхе статусне ÿстерес ĕçе патшалăх шайĕпе туса пымасан учительсемпе çыравçăсен тăрăшăвĕ пысăк витĕм кÿреймĕ.

Учительсене пухса калаçасси - пĕр шайри ĕç, «çывăрса» ларакан чиновниксене, депутатсене вăратасси конгресăн çÿлерех шайри ĕçĕ пулмалла. Юрлаччăр, савăнччăр, анчах политикăпа экономика ыйтăвĕсене ан хускатчăр текенсем те çук мар вĕт.

Вăйлă, авторитетлă Конгресс чи малтан хамăр республикăна кирлĕ. Ыйтăва çакăн пек лартнăшăн ытти регионти чăвашсем пĕртте хирĕç пулас çук. Республика ертÿçисем те ăнланаççĕ пулĕ тетĕп. Вăйлă Конгреспа вăйлă республика халăхăн икĕ çуначĕ пулччăр.

Кĕçех Конгресăн VIII съездне ирттермелли кун та çитĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕ мĕнле пыни пирки каламăп. Мĕнле йышăнусем пулаççĕ-ши? ЧНК Уставне мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ-ши? Ĕçпе экономика ыйтăвĕсене малти вырăна лартас тĕллев пур-ши? Е каллех юрлас, ташлас, концертсем, уявсем ирттерес шайра кăна юлĕ-ши? Тĕрлĕ йышăнăвăн проекчĕсем пичетре пулĕç-ши? Мана темшĕн паян Конгресра кама чĕнмелле е чĕнмелле мар, кама кĕртмелле е кĕртмелле мар, кама сăмах памалла е памалла мар ыйтусемпе ытларах ĕçленĕ пек туйăнать. Çĕкленÿ туртăмне тĕпе хурса ĕçлени кирлĕ. Лашине кÿлме пулĕ-ха, тилхепине тытма пĕлесчĕ. Ăна пултаруллă та тивĕçлĕ çын аллине парасчĕ.



"Хыпар"
22 октября 2013
12:46
Поделиться