Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Иванов палăкĕ хăйĕн вырăнĕнчех юлĕ

Шупашкар хула историйĕ сахал мар вăрттăнлăх упрать. Вĕсенчен пĕри Романовсен династийĕнчи пĕрремĕш патшан Михаил Федоровичăн кукамăшĕн Мария Шестовăн /тепĕр çăл куç тăрăх Мария Шестунова княгиня/ вил тăприпе çыхăннă. Ăна пирĕн тĕп хулари хĕрарăмсен Никольски мăнастирне Борис Годунов патша ăсатнă. Мĕн виличченех унта пурăннă вăл. Мария инокиньăна мăнастир çывăхĕнчех пытарнă. Кăçал, Романовсен династийĕ 400 çул тултарнă çул, чăваш археологĕсем Мария Шестовăна пытарнă вырăна тĕпченĕ. Шырав ĕçĕсем икĕ уйăха яхăн тăсăлнă. Аваллăх тĕпчевçисем юпан 7-мĕшĕнче Константин Иванов скверĕнчи ĕç-пуçа кăçаллăха вĕçленĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи пайĕн пуçлăхĕ Наталья Березина пĕлтернĕ тăрăх - шырав ĕçĕ ăнăçлă иртнĕ. Археологсем Никольски соборĕн кирпĕч урайĕн пайĕсене, кăнтăр енчи стенан юлашкийĕсене тупнă. Алтарь ăçта вырнаçнине палăртнă. Çавăн пекех соборта усă курнă япаласене, тăм савăт-сапана, унтан вара вил тăприсене асăрханă. Вĕсенчен пĕри ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăнă.

- Ăна Мария Шестовăн тесе çирĕплетме пулать. Каярах антропологсем тĕрлĕ экспертиза хыççăн тĕрĕс хуравне калĕç-ха. Мария Шестовăн шăмми-шаккине ятарлă тĕпчевсем ирттериччен упрама Шупашкарти арçынсен мăнастирне патăмăр. Унта вĕсен ятарлă путвал пур. Каярах ăна тепĕр хут ăçта пытарассине палăртĕç. Шел те, ăслăлăхра эпир ĕмĕтленнĕ пек йăлтах хăвăрт пулса пымасть. Ахăртнех, ăна часавайра е соборăн картишĕнче пытарĕç. Чылайăшĕ Никольски собора çĕнĕрен çĕклемелле тет. Ку, паллах, пысăк проект. Ăна хула çыннисемпе те сÿтсе явмалла, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмелле. Мария Шестовăпа пĕрле ку вырăнта урăх çынсене пытарнине те тупрăмăр. Вăл та кăсăклă пирĕншĕн. Вĕсем вĕт шурă Шупашкарăмăрта малтан пурăннă çынсем. Вĕсем, манăн шухăшăмпа, Шупашкар крепоçне çĕкленĕ малтанхи строительсем, е хĕрарăмсен Никольски мăнастирĕнчи манашкăсем. Вĕсем, вун пиллĕкмĕш ĕмĕрте пурăннăскерсем, еплерех сăн-питлĕ пулнине пĕлме те пулать. Вилнисен пуç шăммисем аван сыхланса юлнă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ирттернĕ пресс-конференцире те, пирĕн патăмăра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсен те Никольски соборĕн вырăнне чавнă чухне тупнă япаласене музей, хула çыннисемпе унăн хăнисем валли хăвармалли, Историпе асăну комплексне, каярах Шупашкар Кремльне хута ярасси пирки сăмах пуçартăмăр. Хальлĕхе ку ĕмĕт-шухăш шайĕнче кăна-ха. Малтан конкурс йĕркелемелле, проектне хатĕрлемелле... Европăра авалхи стенасене епле купаланине паянхи интерьерта кăтартасси модăра халĕ. Вĕсем авалхи çуртсен пĕр пайне упраса хăвараççĕ те ăна çĕнĕ çуртпа шайлаштараççĕ. Сăмахран, Хусанти Кремльте хан керменĕн юлашкийĕсене кантăк айне вырнаçтарнă.

- Наталья Степановна, калăр-ха, Константин Ивановăн палăкĕ шар курмĕ-и капла? Эсир шăпах çав вырăналла чавнă.

- Константин Васильевичăн палăкĕ - чăваш культурин, пирĕн историн пĕр пайĕ. Пирĕн историе хисеплемелле, унпа мăнаçланмалла. Эпир чечек клумбисем пулнă вырăнта чавнă. К.В.Ивановăн палăкĕ вара - кăшт аяккарах. Манăн шухăшăмпа - вăл хăйĕн вырăнĕнчех ларĕ. Европăра палăксене нихăçан та ишмеççĕ. Ĕмĕрсем иртеççĕ, самана улшăнать - вĕсене пĕрех çĕнĕ çуртсемпе «пĕр кĕвве çыхма» тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем - халăх мăнаçĕ. Йăлтах упрамалла, вĕсене çĕнетсе лайăхлатса пымалла.

- Çапах та вилнĕ çынсене хускатма хăрамастăр-и?

- Лайăх ыйту. Чи кирли - çакна ырă шухăш-тĕллевпе тăватпăр. Мĕншĕн тесен эпир вĕсен ячĕсене, пурнăçне, шăпине историе тавăратпăр. Вĕсем пурăннă тăк çакна тунăшăн ятламĕччĕç пулĕ тетĕп. Скверта уçăлса çÿренĕ чухне ура айĕнче вилесем выртнине пĕлменни те аванах мар. Пĕрех ăнкармалла ăна, паллă тумалла е вилнисене урăх вырăна пытармалла. Уçăлса çÿремелли, хĕпĕртев вырăнĕ пултăрччĕ вăл. Кашни япалах хăйĕн вырăнне тупмалла. Йăлтах шайлашура пулмалла. Шырав ĕçĕсене çитес çул малалла тăсатпăр. Кăçал пире пулăшнă çамрăксене, студентсене тав сăмахĕ калатпăр. Ахаль çынсем те питĕ интересленчĕç пирĕн ĕçĕмĕрпе. Шкул ачисем экскурсисене килсе кайрĕç. Историе каялла çаврăнса пăхас тăк - 1929 çулта Никольски соборĕн чан пулнă вырăнне ишнĕ, 1934 çулта соборне хупнă. 1936 çулта вара ăна та пăснă. Чÿк уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Шупашкара республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чĕннипе паллă княгиня Романова килĕ. Мария Владимировна хула влаçĕсемпе, общественноçпа, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулĕ, наци культурипе çыхăннă вырăнсене çитсе курĕ.

- Çуллахи вăхăтра Иванов скверĕнче кăна ĕçлемен-тĕр?

- Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕ çывăхĕнчи авалхи масара чаврăмăр. Ку ĕçе пĕлтĕрех пуçланăччĕ-ха. Унта хĕрарăмсене пытарни паллă. Кăçал унта Мордва патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем те ĕçлерĕç. Кунсăр пуçне истори палăкĕсене тупса палăртас тĕллевпе археологи разведки чылай ирттертĕмĕр. Комсомольски районĕнче Тăманлă Выçли ялĕ çывăхĕнче Киремет кассине хирĕçле вун улттăмĕш ĕмĕрти пăлхар хулашне /городище/ тупрăмăр. Çитес çул унта шырав ĕçне йĕркелеме палăртатпăр. Ыранах республика тулашĕнче вырнаçнă пăлхарсен тепĕр хулашне чавса пăхма каятпăр. Хальлĕхе унăн вырăнне вăрттăнлăхра хăварăпăр. Таврăнсан вулаканăмăрсене тĕплĕнрех каласа парăпăр.

- Мĕнех, сирĕн тĕпчев ăнăçтăр. Шыранине тупмалла, палăртнине пурнăçламалла пултăр.



"Хыпар"
19 октября 2013
13:30
Поделиться