Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

"Асамлă чаршав" фестиваль "Улми улмуççинчен" спектакльпе пуçланчĕ

Ватă çынсен уявĕ – ырă та çутă уяв. Çак кун районта аслă ăру çыннисем валли ыркăмăллăх акцийĕсем, тÿлевсĕр концертсем, киносеанссем, спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем иртрĕç. Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче районта çулсерен иртекен "Асамлă чаршав" театр пултарулăхĕн фестивалĕ те уçăлчĕ. Вăл районти Культурăпа кану центрĕнче, каçхи 18 сехетре, Сергей Белов пьеси тăрăх йĕркеленĕ "Улми улмуççинчен" спектакльпе пуçланчĕ.

Спектакльти ĕçсем пĕр çемьери йывăр лару-тăрăва кăтартса параççĕ. Çамрăках мар хĕрарăм Нина Женя ятлă арçынпа телей курма ĕмĕтленет. Пулас мăшăрĕ вара "Амăшне кур та, хĕрне ил" текен каларăша асра тытса хĕрарăмăн амăшĕпе паллашма шут тытать. Ак, тамаша! Нинăн амăшĕ тĕрмере ларать, çакна вăл Женьăран пытарать. Çак кăткăс лару-тăруран тухас тесе Нина пĕр арçынна тара тытса "амăшĕ пултарать"... Пăтăрмах мĕнпе вĕçленнине куракансем тимлĕ пăхса ларчĕç.

Рольсене пултарулăх артисчĕсем Николай Чернов (Çимен кум), Николай Быков (Женя), Наталья Храмова (Нина), Роберт Галимов (ашшĕ), Тамара Иванова (амăшĕ), Валентина Степанова (Элеонора) питĕ ăста вылярĕç.

Спектакль тăршшĕпех куракансен пичĕсенчен ăшă кулă каймарĕ, вĕсем спектакльти сăнарсене, пурнăçра тĕл пулакан самантсене курса чунтанах савăнчĕç. Ватăсемшĕн тата ытти куракансемшĕн спектакль чăн-чăн парне пулчĕ.

Октябрĕн 3-мĕшĕнче вара тралькассисем Николай Сидоров пьесси тăрăх "Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть" спектакль кăтартнă. Камитре вылякан Ирина Горланова, Галина Воронова, Лидия Романова, Александр Назаров, Сергей Лаврентьев çемьепе йăлари çăмăлах мар хутшăнусене кăтартса панă, ырă шÿтпе пуян спектакльте хамăр тăрăхри фольклорпа анлă усă курнă.

Сăмах май, çитес вăхăтра, октябрĕн 28-мĕшĕччен, ял тăрăхĕсенчи, культура учрежденийĕсенчи ытти пултарулăх ушкăнĕсем те фестивале хутшăннă май "Чи лайăх режиссер", "Чи лайăх спектакль лартакан", "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ", "Чи лайăх арçын ролĕ" ятсене çĕнсе илессишĕн тăрăшĕç.

 



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
07 октября 2013
16:14
Поделиться