Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Культура вучахне – газ ырлăхĕ

Хуракасси ял хутлăхне кĕрекен Нарат Чаккинчи клубра кĕркуннепе хĕллехи кунсенче сивĕ пулнине ку тăрăхри çынсем çеç мар, кунта хăнана килсе çÿрекенсем те лайăх пĕлеççĕ. Халĕ ĕнтĕ çак нуша хыçа юлать. Кĕçех ялти библиотекăпа культура вучахне уйрăм хутса ăшăтмалли (индивидуальное отопление) майпа ăшă парĕç. Çак тĕллевпе кунта самаях пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, хутса ăшăтмалли системăна, электропроводкăна юсаса çĕнетнĕ. Çак кунсенче культура ĕçченĕсем ялти клуба тирпей-илем кĕртнĕ, юсав ĕçĕсем хыççăн стенасене çуса тасатнă, чÿречесене çыпăçтарнă тата ытти ĕçсем те пурнăçланă. Халĕ «кăвак çулăм» ырлăхĕпе усă курса ăшă парассине çеç кĕтмелле.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 октября 2013
16:18
Поделиться