Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăвашлăх упранса юлатех!

image #3998И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев профессор Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕнчи чăвашсем пурăнакан виçĕ яла - Канаш, Пĕчĕк тата Пысăк Хутор - çитсе килнĕ, унта тĕпленнĕ йăхташăмăрсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе паллашнă. В.Васильев экспедици вăхăтĕнче пухнă материала университетăн этнографи музейне, Чăваш наци музейне, Электрон тата кинодокументаци архивне пама палăртать. Владимир Александрович Тюмень çĕрĕнчи тĕл пулусем, Чăваш Енрен аякра пулнă вăхăтра çуралнă шухăшĕсем пирки "Хыпар" вулаканĕсене каласа кăтартма килĕшрĕ.

Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - Пĕчĕк Хутор ялне чăвашсем чи малтан 1915 çулта килсе вырнаçнă. Каярахпа, Атăлçире выçлăх алхасма пуçланă çулсенче, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕнчи хресченсем Тюмень облаçне йышлăн тухса кайнă. Вĕсене чукун çулпа кайма ятарласа вакунсем панă. Тюмень облаçĕнчен аллă çухрăмра чарăннă. Кунта йĕри-тавра вăрман, уй-хир, кÿлĕ... Тыр-пул туса илме, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме питĕ меллĕ вырăн тесе шухăшланă ахăртнех.

1921 çулта Канаш ялне Вăрнар районĕнчен 6 арçын тата пĕр хĕрарăм пынă. Вĕсем вырăнти халăхпа калаçса татăлса каярахпа хăйсен çемйисене те куçарса килнĕ. Малтанах ял Феклистиха ятлă пулнă. 1927 çулта Чăваш Выçăлкки туса хунă. 1928 çулта Канаш пулса тăнă. Яла çак ята париччен шур сухалсем чылайччен шухăшланă. Вăл çĕнĕ самана шухăш-тĕллевĕпе килĕшсе тăтăр, пурнăç таппине уççăн кăтарттăр тенĕ. Чăваш мĕн авалтан пĕр-пĕринпе канашласа пурăннине те шута илнĕ паллах. Çапла вара инçетри Çĕпĕр çĕрĕнче чăваш халăхĕн ывăлĕ-хĕрĕ пурăннине çирĕплетекен ят карттă çинче çырăнса юлнă. 1930 çулта "Канаш" колхоз йĕркеленĕ.

Чăвашсем Çĕпĕре куçнин тепĕр тапхăрĕ коллективизаципе çыхăннă. Инçе çĕре тухса кайнисен йышĕнче манăн асатте, Элĕк районĕнчи Анаткасра тулăх пурăннă В.Васильев, пулнă. Вăл икĕ арман тытнă. Мĕнле майпа ытлă-çитлĕ пурăннă-ха вăл? 1910-1915 çулсенче Анаткас ялне кăçатă йăвалакан Кострома çыннисем пынă. Нимрен хăрамасăр, вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен асатте çавсемпе пĕрле тухса кайнă, ăсталăха вĕренсе килнĕ. Ял халăхĕ валли кăçатă йăваласа тупăш илме хăнăхнă. Çĕнĕ çĕре мĕн пур пурлăхне сутса тухса кайнă. Лере çитсен çурт лартма, хуçалăх çавăрма пикеннĕ. Анчах чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. 1935 çулта аслă ывăлĕ йăмăкĕсене пухса Тюмень тăрăхне тухса кайнă. Малтан - Пысăк Хуторта, кайран Пĕчĕккинче тĕпленнĕ. Фадей Васильевич хальхи вăхăтра Велижан ялĕнче пурăнать. Учительте, роно ертÿçинче ĕçленĕ вăл. Çавăнпах атте енчен манăн Чăваш Республикинче никам та çук.

Тюмень тăрăхне килнĕ тепĕр юхăм - Чăваш Енре техникум, аслă шкул пĕтернисем. Вăрнар совхоз-техникумĕ, Чăваш пединститучĕ хыççăн Е.Акшановăна, Л.Даниловăна, И.Григорьевăна, М.Зайцевăна т.ыт.те ку тăрăха ĕçлеме янă. Кунтах çемье çавăрса тĕпленнĕ, ялта, районта паллă çынсем пулса тăнă.

Хальхи вăхăтра Тюмень облаçĕнче 32 пин чăваш пурăнать. Пĕтĕмпе ку тăрăхра 130 ытла наци çынни. 40 ытла наци культура автономийĕ ĕçлет. Çав шутра - Тюмень облаçĕнчи чăвашсен "Тăван" общество организацийĕ. Вăл 1991 çулта йĕркеленнĕ, 4600 яхăн çынна пĕрлештерет. Унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса Сургутра, Нижневартовскра, Муравленкăра, Çĕнĕ Уренгойра чăвашсем пĕрлешнĕ.

Канаш ялĕнчи "Тантăш" фольклор ушкăнĕ 25 çула яхăн чăваш халăх культурине упраса, аталантарса пырать. "Халăх коллективĕ" ята тивĕçнĕ. Ăна Р.Павлова тăрăшнипе 1989 çулта йĕркеленĕ, пулăшакансен йышĕнче манăн икĕ сыпăкри аппа А.Архипова та пулнă. Унăн амăшĕ Элĕк районĕнчи Анаткасран килнĕ. Римма Порфирьевнăн ашшĕ 1927 çулта Вăрнар районĕнчи Хурапыртан куçса пынă. Фольклор ушкăнĕнче 30 ытла çын. Шкул ачисем, ватăсем хутшăнаççĕ. Вĕсем чăваш юррисене кăна юрлаççĕ, чăваш сăввисене вулаççĕ, чăвашла ташлаççĕ. Хăшĕсем чăвашла вуçех пĕлмеççĕ. Апла пулин те питĕ хитре юрлаççĕ. Антонина Никандровна каланă тăрăх - СССР арканнă хыççăнхи çулсенче "Тантăша" Шупашкара пысăк уява чĕнсе илнĕ. Унта вĕсене халĕччен илтмен юрăсене юрлама ыйтнă. Элĕк тăрăхĕнчи мăн асанне-кукамай юррисене шăрантарнă вара ушкăн.

Хальхи вăхăтра "Тантăш" коллективне Оксана Голенко ертсе пырать. М.Мельникова, В.Акшарова, О.Дмитриев, Л.Арсеньтьева, Л.Данилова, А.Анисимова т.ыт.те фольклор ушкăнне чылайранпа çÿреççĕ. Вĕсен йăхĕсем те Чăваш Енрен тымарланса тухнăскерсем. Шел те, аякри тăванĕсемпе пысăк уявсенче е юлашки çула ăсатма пухăнсан çеç тĕл пулаяççĕ.

Канаш ялĕнче виçĕ хутлă çуртра шкул вырнаçнă. Директорĕ - Фарида Бакеева. 25 ача çеç вĕренет, 4 учитель ĕçлет. Территорийĕ питĕ пысăк, ăна таса, тирпейлĕ тытаççĕ. Асăрхăр: ача сахалран шкула хупас текен çук. Алăк çине "Ырă сунса кĕтетпĕр!" тесе çырса хунă. Пирĕн республикăра чăваш ялĕсенче те вырăсла çыраççĕ. Кунта вара йĕри-тавра - тутар, вырăс ялĕсем. Тюмень хули - 50 çухрăмра. Тĕлĕнмелле: юнашар вырăсла çырни те çук-çке. Çĕр ытла тĕрлĕ халăх пурăнакан Тюмень облаçĕнче ытти наци çыннисене кÿрентересрен асăрханаççĕ, кашнине хисеплеççĕ, тĕрев пама тăрăшаççĕ. Шкултан ялти пĕлÿпе культура, спорт центрĕ туса хунă. Секцисем, кружоксем ĕçлеççĕ. Пурте тÿлевсĕр. Çавăнтах ансамбль, ача сачĕ валли те вырăн тупăннă.

Кунта халăх ют çĕрсене укçа шырама çÿресех каймасть. Тюменьте предприятисем аван ĕçлеççĕ. Халăх çĕр çинче тăрмашать. Пушă выртакан, çум курăк пусса илнĕ хирсем çук. Уйĕсем вăрман варринче вырнаçнă. Лаптăк хир, лаптăк вăрман. Ял хуçалăхне аталантарма тăрăшни курăнать. А.Штанов фермер çемйипе паллашрăм. Ашшĕ-амăшĕ Элĕк районĕнчен пулнă. Анатолий хăй те, арăмĕ те чăвашла пĕлмеççĕ, анчах чăваш йăли-йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, чăваш юррисене юратса юрлаççĕ. Ĕлĕкхиллех уйран уçлаççĕ, услам çу тăваççĕ. Пире кĕтсе ятарласа мăн асанне-кукамай меслечĕпе сăра вĕретнĕ. Ыраш улăмĕ витĕр юхтарса, хăйсем тунă салатпа... Какай шÿрпипе хăналарĕç. Авалхи пекех така пусса, кăмакара темиçе хут лартса шăрттан тунă.

Юлашки вăхăтра чăвашлăх вăйсăрланса, пĕтсе пырать тенине час-часах илтме пулать. Республика тулашĕнче пулса курнă хыççăн урăхларах шухăшсем çирĕпленчĕç: пирĕнтен аякра пулнипе-ши е ют культура хушшинче пурăннăран-ши кунта чăвашлăха сыхлаççĕ, халăх йăли-йĕркине ытларах тытса пыраççĕ. Ĕлĕкхи тумсене, ĕç хатĕрĕсене перекетлĕ упраççĕ. Акă Вера Никифоровна патĕнче пултăм. Амăшĕ качча кайиччен тĕрленĕ сурпанĕ халĕ те тĕрĕс-тĕкел.

Канаш ялĕнче Антонина Архипова пурăнать. Чăвашла тап-таса калаçать. Вăл Элĕк районĕнчи Анаткас ялĕнчен куçса пынă. "Ман пата пĕр арçын ача килчĕ. "Тоня кинеми, мана футболка çине "Эпĕ - чăваш" тесе тĕрĕс çырса пар-ха тет", - каласа кăтартрĕ Антонина Никандровна. Ачи хăй чăвашла калаçмасть, ашшĕ-амăшĕ пĕлет-ха ĕнтĕ. Пĕчĕк чун анăç культурин вăрманĕнче çухалса кайманни, çапла калама ăс çитерни савăнтарать. Апла генсем ĕçлеççĕ, вĕсене улталаймăн. Чăвашлăх юнĕ хăйĕннех тăвать.

Манăн шухăшăмпа - республика тулашĕнчи чăвашсемпе ĕçлессине çĕнĕ шая çĕклемелле. Хăй еккипе ĕç тухмасть. Тюмень облаçĕнче наци ĕçĕсен комитечĕ пур. Чăваш Республикинче те çавăн пеккине йĕркелемелле. Наци хутшăнăвĕсен ĕçне Культура министерствин тивĕçĕсен шутĕнчен кăлармалла.

Сăмахран, Анăç Çĕпĕрте 4 пин çурă чăваша шута илнĕ. Вахта мелĕпе ĕçлекен те нумай. Пысăк çакăн пек регионсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи представительство кирлех. Общество ĕçĕ-хĕлĕ шайĕнче пулать-и вăл, анчах пултăр!

Чăваш диаспорипе ĕçлеме е пулăшма ЧР Патшалăх Канашĕнче саккунпа çирĕплетсех ятарлă программа йышăнмалла. Чăваш йышĕ чаксах пырать. Пирĕн çухалмалла мар, сыхланса юлмалла, чăмăртанмалла. Халăха пĕрлештерме вара патшалăх вăйĕ кирлĕ. Çын вырăсла калаçсан та унăн чунĕнче чăвашлăх пур, вăл юнра упранса юлатех.

 



"Хыпар"
24 сентября 2013
16:41
Поделиться