Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш халăхĕ аталанать

Чăваш Ен икĕ пысăк юбилее паллă тума хатĕрленет: 2019 çулта Шупашкар хули 550 çул тултарать, 2020 çулта Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленĕренпе 100 çул çитет.

Чăваш йышĕпе чĕлхи çинчен

1989 çулта РСФСРта чăваш халăхĕ 1773366 çын пулнă, йышĕпе тăваттăмĕш вырăнтаччĕ, халĕ - çиччĕмĕшĕнче. 2002 çулта Раççейре 1637000 чăваш пурăннă. Вĕсемсĕр тата 384 пинĕ (23, 5 процент) хăйсем чăвашла пĕлнине кăтартман. Ытти тĕрĕк халăхĕсем: карачайсен - 25, 4%, пушкăртсен - 24%, тывасен - 18%, якутсен - 16, 7%, тутарсен - 6%, хакассен - 3, 7 процент ỹснĕ. Анчах та чăвашсем 8 процент сахалланнă.

Парижра 2009 çулта ЮНЕСКО пичетлесе кăларнă "Тĕнчере çухалас хăрушлăхра тăракан чĕлхесен атласĕнче" чăваш чĕлхине пĕтсе пыракан чĕлхесен йышĕнче кăтартнă.

Чăвашсем, ентешсем! Нацишĕн чăмăртанса кар тăрар, çĕкленме вăй парар. Наци пуласлăхĕ - халăх пĕрлĕхĕнче, пĕр-пĕрне тăванла хакланинче. Чăваш халăхĕ, чыс-хисепĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнче калаçмалли чĕлхе статусне çĕнсе илнĕ. Хăшĕ-пĕри, наци культурипе историне пĕлменнипе, ытти халăх умĕнче шайне чакараççĕ те чăвашпа вырăсла калаçаççĕ.

Эпир халĕ чăваш халăхĕпе культуришĕн синкерлĕ улшăнусем пулнă ахăр саманара пурăнатпăр. Наци малашлăхĕ тĕтреллĕ курăнать. Паянхи кун чăваш нацийĕ донор пулса ытти халăхсен йышне ỹстерме пулăшать.

Мĕнле халăх та юнашар пурăнакансемпе тачă çыхăну тытнине, пĕр-пĕрне витĕм кỹрсе пуянланнине шута илсе çав халăхсен культурисемпе ыррăн çыхăнса ĕçлемелле. Ертсе пыракан вăй вырăнĕнче культура, ăслăлăх тата вĕрентỹ ĕçĕ пулмалла. Çак юхăм хамăра ăнланса илме, пулăшма тивĕç.

Тăван чĕлхене сыхласа хăварас тĕллевпе чăваш халăхĕн историйĕпе культурине вĕрентме ялсенчи чăваш шкулĕсем çине ямалла. Ытти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине верентнипе тата вулавăшсенче ку енĕпе литература пуррипе тимлемелле. Çыравçăсене сĕнмелле - статьясемпе кĕнекисене наци патриотизмĕн идеологине çĕклесе çырмалла. Чăвашсем нумай йышпа пурăнакан хуласенче, гранитлă плита çинче вырнаçтарса, ỹнер çырăвĕн паллисене ăнлантаракан палăк лартма сĕнетпĕр. Çак наци сывлăхĕн тĕп кăтартăвĕсене асра тытмалла.

Чăвашсем - хастар, ĕçчен, ăслă халăх, чĕлхи çепĕç те илемлĕ. Анчах та юлашки вăхăтра чăвашла вулакансен шучĕ чакса пырать. Чĕлхе пĕтсен - халăх пĕтет. Ăна çăлмалла, пĕтĕм тĕнчепе кар тăрса çĕкленмелле. Хамăр чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркесене куç пек упрамалла, пуласлăхшăн тăрăшмалла.

Халăх пултарулăхĕпе çырулăхĕ

Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ иксĕлми. Унăн никĕсĕнче çак ал ĕçĕсем пулаççĕ: йывăç, чул тата шăмă касса илемлетни, тăмран савăт-сапа, теттесем туни, явни, тĕрлени, çыхни, эрешлесе тĕрлени, кĕçерен тата çăмран тĕрлĕ хатĕрсем туни, бисер, кĕмĕл тата пăхăр укçасем çĕлесе илемлетни, хаклă йышши тимĕрсемпе чулсене касса илемлетес ỹнер.

Чăваш тĕррин эрешĕсенче авалхи Китай пиктограммисен, Иран эрешĕсен паллисем тата пăлхарсемпе сăварсен пиншер çул ĕлĕкрен килнĕ тĕррисем тĕлĕнмелле майпа сыхланса юлнă. Çакă асăннă халăхсен культура çыхăнăвĕ пуррине кăтартать.

XVII ĕмĕрччен чăвашсен хушшинче хаклă чулсенчен, ылтăн-кĕмĕлтен капăрсем тăвакан ăстасем, ювелирсем нумай пулнă. Анчах та вырăс мар халăхсене ку ĕçе тума чарсан XIX ĕмĕр вĕçĕчченех чăваш хушшинче тимĕрçĕсем пулман. Ĕлĕк несĕлсем картпа руна çырулăхĕпе усă курнă. Çак çыруран юлнă паллăсем тĕрлĕ капăрсенчи эрешсенче сыхланса юлнă. Пăлхар патшалăхĕнче, уйрăмах X ĕмĕрте, вăйпа ислам тĕнне йышăнтарнă хыççăн, арап графики çинче никĕсленнĕ çырулăх анлă сарăлнă. Кăна сăвăçсен, философсен, историксен ĕçĕсемпе çыхăннă истори хучĕсем çирĕплетеççĕ. 1212 çулта пăлхар сăвăçи Кул Гали (кулса калаçаканскер) (1172-1242 çç.) "Иосиф çинчен каланă сăмах" ятпа поэма çырнă. Унта автор пĕр-пĕрне хисеплеме, тĕрлĕ тĕн вĕренĕвĕсене чăтма, хисеплеме чĕнет. 1394 çулта тепĕр пăлхар сăвăçи Коперникчен 149 çул маларах Çĕр Хĕвел тавра çаврăнма пултарнине палăртнă. 1281-1361 çулсенче Пăлхар çĕр-шывĕнче хăйне евĕр ỹнер тĕсĕ - скульптура аталанма пуçланă. Вил тăприсем çинчи чул юпасем çине арап-тĕрĕк-чăваш чĕлхипе çырнă сăмахсем кăсăк. Çын пытарнă вырăна палăк лартас йăла Пăлхар çĕрне вил тăпри çут тĕнчерен уйрăлнă çыннăн чунĕ тăсмалли вырăн тесе шутлакан хасар иудейсенчен килнĕ тесе шутлаççĕ. Ылтăн Орда, Хусан ханстви хĕстернĕ вăхăтра чăвашсен руна çырулăхĕпе патак çине касса çыракан карт çырулăхĕ çухалнă.

Ĕлĕк ялсенче илтĕнетчĕç авалхи хитре юрăсем: вăрçăра пулни, савнине вăрлани, улпут чуралатса чухăнтарни, унпа кĕрешсе çапăçни, каторгăра нушаланни çинчен тата ытти хурлăхлă та савăнăçлă юрăсем.

1769 çулта Санкт-Петербург хулинче Ермей Рожанский иерей "Сочинение принадлежащее к грамматике чувашского языка" кĕнеке кăларнă, 1804 çулта "Кĕске катехизис" тухнă. Кĕнекен 12 страницине чăваш букварĕ йышăннă.

Философи профессорĕ В.П.Вишневский протоиерей (1804-1885 çулсем) 1832 çулта "Чăвашла вулама вĕрентерекен букварь", "Чăваш чĕлхин словарĕ", "Кĕске тĕн историйĕ" кĕнекесене, 1836 çулта "Чăваш чĕлхин правилисене çырса палăртни" тата "Вырăсла-чăвашла словарь" пичетленĕ. 1968 çулта И.Я.Яковлев (1848-1930 çулсем) Ульяновск хулинче пĕрремĕш чăваш вĕрентекенĕсене хатĕрлекен Чĕмпĕрти педагогика училищи хупăннă. 1872 çулта Иван Яковлев çĕнĕ чăваш букварьне кăларнă.

Наци пурнăçĕнчи чи паллă пулăмсенчен пĕри - 1906 çулта Н.В.Никольский (1878-1930 çулсем) пуçарнипе тата редакциленипе "Хыпар" чăвашла хаçат тухма пуçланă.

Йăла-йĕрке, ĕненỹ

Паянхи кунчченех чăвашсен çут çанталăк вăйĕ-хăвачĕсене ĕненни çинчен никĕсленнĕ хăйсен тивĕçлĕ тĕнĕ сыхланса юлнă. Унта зороаструзм (ырăпа усал "ĕмĕрхи пуçламăшсен" хирĕç тăрăвĕпе кĕрешĕвĕ çинче никĕсленнĕ тĕн), авалхи Иран тата Вăтам Ази йăхĕсен (çут çанталăка пуç çапни, аслисене хисеплени), иудаизм, хасар тата Пăлхар патшалăхĕпе Хусан ханстви вăхăтĕнчи витĕм пурри палăрать.

Христос тĕнне йышăннă хыççăн та чăваш халăхĕн асĕнчи "Киремет" ăнлав, Турра, Эсреле, Кепе, Тỹпе, Пихампар, Пирĕшти, Пỹлĕхçĕ, Сыхчă, йĕрĕх тата ытти (пурĕ 77) ырăсене чỹк тумалли сăваплă вырăнсем пулни пирки пĕлỹ сыхланса юлнă. Паянхи кунчченех чирлĕ çынна сипленме пулăшакан чăваш юмăçĕсем, типĕ çанталăкра çумăр чĕнсе илмелли йăласене тăвакансем пур.

Чăвашсен мăн аслашшĕсем çын чунĕ хăй тĕллĕн пурăнма пултарнине ĕненнĕ, йăха тăсакансене сыхласа-упраса тăраççĕ, анчах та хăйсене хисеплемесен, вăхăтра асăнсах тăмасан вĕсем хĕн-асап кăтартма пултараççĕ тесе шутланă.

Чăвашсен кăмăл-сипечĕ аталаннипе йĕркеленни çине халăх шухăшĕ пысăк витĕм кỹнĕ. Паян кунчченех: "Çын мĕн калать", "Халăх мĕн калĕ", - тенине тăтăшах илтме пулать. Кĕвĕçнине, улталанине, çын пурлăхне хапсăннине, çăткăнлăха, пĕр йăхри çынсене пулăшма килĕшменнине, усал сăмахсемпе ятлаçнине, сăпайсăр пулнине, ĕçсе супнине халăх сивленĕ. Вăрлакансемпе ясарпа иртĕхекенсене ял пухăвĕнче халăх хăй суд туса айăпланă.

Ăруран ăрăва пирĕн халăхăмăр: "Чăваш ятне ан çĕрт!" - тесе вĕрентнĕ. Тăлăха юлнă ачана пăхса ỹстерессине, ватăсене пулăшассине кашниех хăйĕн тивĕçĕ тесе шутланă. "Икĕ чиркỹ лартиччен - пĕр тăлăха пăхса ỹстер", - тенĕ пирĕн мăн асаттесем. Мĕн авалтан чăваш пысăк ĕç пуçласан тăванĕ-хурăнташне, ял-йыша нимене йыхăрнă. Çурт лартакана, пура тăвакана, тырă-пулă пухакана йышпа ĕçлесе пулăшнă. Ĕçшĕн тỹлев ыйтман. Çакнашкал пулăшăва чăваш никĕсĕ тата чун пĕрлĕхĕн хỹтлĕхĕ темелле.

"Ыттисемшĕн тĕслĕх пул, ĕçе ялан хапăл пул!" - тенĕ ватăсем çамрăксене ăс парса. "Йăха çирĕплет, тăванна пулăш", "Тỹрĕ ĕçре хурăнташупа пĕрле пул", "Панă сăмаха тыт", "Чăваш чăваша хỹтелени - тăхăма упрани", - тесе каланă ватăсем.

Йăла-йĕркисенчен нумайăшĕ улшăннă пулин те, ытларах пайĕ паян кунчченех сыхланса юлнă. Халĕ чăваш уявĕсене çĕнĕрен чĕртес юхăм пырать. Сурхури (Çĕнĕ çулта Раштав кунĕсенче иртекен уяв), Çăварни (хĕле ăсатни), Акатуй (çурхи ĕçсем вĕçленсен çĕрпе сухапуç туйĕ), Вăйă е Уяв (кăвайт урлă карталанса юрă-ташă, вăйăсем иртерни), Çимĕк (вилнисене асăнмалли кун), Кĕр сăри (пахча çимĕç, тыр-пул пухса кĕртнĕ хыççăн кĕркуннехи уяв) тата ытти те. Ентешлĕх йăлисем çывăх çынсене хавхалантарса тата пулăшса халăхăмăрăн кăткăс кун-çул аталанăвĕнче йĕркеленсе те çирĕпленсе пынă. Çыннăн наци туйăмне-ăнланăвне йĕркелесе пыни, яваплăх туйăмне вăратни, йăласене сыхласа хăварни, чун пĕрлĕхне çирĕплетни наци пурнăçĕпе аталанăвĕн никĕсĕ пулать.



"Елчĕк Ен"
18 сентября 2013
12:26
Поделиться