Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Юбилейсем тĕлне

Шупашкар 550 çул тултарнă, Чăваш Автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх, Шупашкар хулине çĕнĕ сăн кĕртĕç, унăн илемлĕхĕпе республикăра пурăнакансем те, хăнасем те киленме пултарĕç. Чаплă комплекссем уçни 1600 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

Чи малтан, 2014 çул вĕçĕччен, океанариум хута ярасшăн. Уявсем тĕлне Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменне, "Волга" стадиона юсаса çĕнетесшĕн. Çавăн пекех Андриян Николаев ячĕллĕ паркра планетари тăвасшăн, хулан Московский тĕп кĕперне юсасшăн. Çул-йĕр объекчĕсемпе медицина учрежденийĕсене те илемлĕ сăн кĕртме палăртнă. Республикăри виçĕ сиплев учрежденине реконструкцилеме плана кĕртнĕ.

Тĕп хулари Ленин проспектĕнчи кивĕ больница вырăнне нумай профильлĕ медицина учрежденийĕ çĕклĕç. Кунта поликлиника, хĕрарăмсен консультацийĕ, психотерапи тата инвалидсем валли реабилитаци центрĕсем вырнаçмалла. Ача çуратмалли çурт вырăнне ача-пăча поликлиники пулĕ.

Республика клиника больницин диагностика центрĕн çуртне те юсаса çĕнетме палăртнă. Унта çĕнĕ корпус тăвĕç: сывлăха çирĕплетмелли тата реабилитаци центрĕсем, поликлиникăпа сывлăх центрĕ валли. Реконструкци хакĕ те самай пысăк – 187 миллион тенкĕ.

Юбилей уявĕсем тĕлне ытти проекта та пурнăçа кĕртĕç.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
16 сентября 2013
11:21
Поделиться