Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Награда илессишĕн мар, халăх кăмăлне каяссишĕн

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 54-мĕш сезон уçăлчĕ. Артистсем сцена çине Федор Васильевăн «Сарпике» балечĕпе тухрĕç. Ку постановкăна ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе усă курса лартнă. Пĕлтĕр вăл «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Çулталăкри чи лайăх спектакль» номинацийĕн лауреачĕ пулнă.

Куракансене кăçалхи сезонра чылай çĕнĕлĕх кĕтет. Авăнăн 18-мĕшĕнче Карл Орфăн «Кармина Бурана» кантатине кăтартĕç. Ăна Раççей тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли ертсе пырĕ. Спектаклĕн балетмейстерĕ - Данил Салимбаев, художникĕ - ЧР тава тивĕçлĕ ÿнерçи Валентин Федоров. Проекта Раççей культура министерстви пулăшнипе хатĕрлеççĕ. Çав каçах Альфред Шнитке, Исаак Шварц тата Джон Уильямс кĕввипе илемлетнĕ «Вечный свет» балета кăтартĕç. Унăн балетмейстерĕ - РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Галина Никифорова. Авăнăн 28-мĕшĕнче сцена ăстисем Джузеппе Вердин «Дон Карлос» оперине пырса курма чĕнеççĕ. Унта Шупашкарти оперăпа балет театрĕн, Питĕрти тата Йошкар-Олари солистсем хутшăнаççĕ. Постановка дирижерĕ - Дмитрий Банаев, режиссерĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Ильин. Театр труппи Джузеппе Вердин «Отелло» оперине хатĕрлеме тытăннă. Спектакль премьери чÿкĕн 22-мĕшĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ XXIII опера фестивалĕнче пулĕ. Театрти тепĕр çĕнĕлĕх - кăçал кунта 5 çамрăк тата тĕрлĕ ÿсĕмри çĕнĕ артистсем килни. Вĕсем вуннăн. Çамрăксенчен тăваттăшĕ - Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен, пĕри Пермьри хореографи училищинчен вĕренсе тухнă.

Çирĕп ыйтать

Театрта виççĕмĕш çул Данил Салимбаев балетмейстер ĕçлет. Пермь хореографи училищине тата Питĕрти А.Я.Ваганова ячĕллĕ Вырăс балет академине пĕтернĕ вăл. Балетмейстерсен конкурсĕсен дипломанчĕ унччен Пермьри П.И.Чайковский ячĕллĕ оперăпа балет театрĕнче, Питĕрти М.П.Мусоргский ячĕллĕ патшалăх академи оперăпа балет театрĕнче, Питĕрти Н.А.Римский-Корсаков ячĕллĕ консерваторин оперăпа балет театрĕнче вăй хунă. 2011 çулхи ака уйăхĕнчен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппин илемлĕх ертÿçинче тăрăшать.

- Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. Тĕллевсем питĕ пысăк. Виççĕмĕш çул - çамрăк çемьери пекех, кризислă. Кунта килсенех артистсем çитменнине куртăм. Ĕç атмосфери хавшакрахчĕ. Лайăх ĕçлеме, малалла ăнтăлма, çĕннине шырама тапаçланакан труппа йĕркелеме тĕллев лартрăм. Театр аталанса пыни - куç умĕнчех, ку куракансен йышĕ ÿснинчен те палăрать. Раççейри çеç мар, тĕрлĕ çĕр-шыври артистсемпе ĕçлеме тăрăшатăп. Тĕрлĕ енлĕ аталаннăскерсене кунта ĕçлеме йыхравлатăп. Труппăна аталантарма нумай вăй каять, çавăнпа вăхăта сая ярас килмест, ытти театра чĕнеççĕ пулин те кунтах ĕçлеме палăртрăм. Шупашкар питĕ килĕшрĕ. Питĕрпе танлаштарсан кунта чылай лайăхрах, сывлăш таса, йывăç нумай, - каласа пачĕ Данил Вахапжанович.

Балетмейстер шухăшĕпе - артистăн пултарулăхра вăя тĕрĕс йĕркелеме пĕлмелле. Пĕр-пĕр сăнара калăплама вăхăт та, опыт та кирлĕ. Театрта кашни пусмана парăнтармалла, унсăрăн малалла каяймăн. Професси енĕпе вăл Николай Боярчиков профессора тĕслĕх вырăнне хурать. Балет артисчĕсен çемйинче çуралса ÿснĕскерĕн ашшĕ Вахапжан Салимбаев Пермьри оперăпа балет театрĕн тĕп балетмейстерĕ пулнă, амăшĕ Ольга унта репетиторта тăрăшать.

- Аттепе анне манăн кумирсем, мĕн пĕчĕкрен пулăшса, канаш параса пычĕç. Сцена çине пĕрремĕш хут Пермьри театрта 11 çулта чухне тухрăм. «Спящая красавица» балетри Пÿрнеске арçын ачана вылярăм. Балет артисчĕ пулнă чух чылай сăнар калăпларăм, малашне белетмейстерта ĕçлĕп. Куракансене театра тăтăшрах çÿреме, культура енчен аталанма сĕнетĕп, - калаçăва вĕçлерĕ Данил Салимбаев.

Пермьрен -

Шупашкара

Кăçал театр труппине Пермьри хореографи училищине пĕтернĕ Дмитрий Поляков ташăçă килнĕ. Данил Салимбаев балетмейстер унтан тин çеç вĕренсе пĕтернĕ 6 артиста Шупашкара чĕннĕ, анчах Дима çеç килнĕ. Тутарстанри Зеленодольск хулинче çуралса ÿснĕскере амăшĕ 9 çулта чухне вырăнти балет шкулне ертсе кайнă. Пермьри хореографи училищинче ăна Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Аликин вĕрентнĕ. Ку професси Димăна питĕ килĕшет. Вăл спектакльсенчи кашни сăнара выляса пăхма хатĕр. Калăплама ĕмĕтленнĕ пĕр-пĕр сăнар çук унăн. Тин кăна пирĕн театра ĕçлеме вырнаçнăскер «Спорт» хăна çуртĕнче икĕ пÿлĕмлĕ номерте кун кунлать, уншăн патшалăх тÿлет.

- Халĕ театрти репетицисене хутшăнатăп. «Спящая красавица» балетри Кăвак кайăк сăнарне калăплăп, ытти спектакльти сăнарсене те выляттараççĕ мана. Анне Зеленодольск хулинче пурăнать, атте çук. Пермьре вĕреннĕ вăхăтра савни пурччĕ. Вăл - балерина. Пире халĕ хуласем уйăраççĕ, çавăнпа лайăх туссем пулса юлтăмăр. Тĕллевсем пысăк. Пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăмасăр малалла ăнтăлатăп, опыт пухма тĕллев лартрăм, - пĕлтерчĕ çамрăк ташăçă.

Дмитрий пĕрре-мĕш хут сцена çинче «Капелия» балетри Де Либ сăнара калăпланă. Ун чухне 10-ра пулнă.

- Манăн шухăшпа, çын оперăпа балет театрне çÿресен чунĕпе те, ăсĕпе те пуянланать. Хальхи çамрăксем, шел те, çакна уямаççĕ, - палăртрĕ балет ăсти.

Паллă

артистка хĕрĕ

Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин хореографи уйрăмĕнчен кăçал вĕренсе тухнисен йышĕнче ЧР халăх артисткин Татьяна Альпидовскаян хĕрĕ Ульяна пур. Вăл театртах çитĕннĕ. Амăшĕ ташланине курса ÿснĕскер 9 çулта балет шкулне çÿреме пуçланă. Чи малтанах «Ромео и Джульетта» балетри пĕчĕк Джульетта сăнарне калăпланă, каярахпа «Золушка», «Али-баба и 40 разбойников», «Красавица и чудовище» спектакльсенче ташланă.

- «Манăн балерина пулас килет», - тесен анне ку професси питĕ йывăр иккенне пĕлтерчĕ, каярахпа вара çапла каларĕ: «Хăтланса пăхар». Театрта нумаях пулмасть иртнĕ концертра «Лебединое озеро» балетри «Пĕчĕк акăшсен ташшине» хутшăнтăм. Анне театрти спектакльсен тĕп сăнарĕсене - «Кармен» балетри Кармена, «Ромео и Джульетта» постановкăри Джульеттăна, «Юнона и Авось» рок-оперăри Кончиттăна, «Дон Кихот» спектакльти Китрине... - калăпласа палăрнă. Эпĕ Карменпа Жизель сăнарĕсене выляма ĕмĕтленетĕп. Балет ташăçисенчен Ульяна Лопаткина килĕшет, пурнăçра тата профессире анне маншăн ырă тĕслĕх, - вăрттăнлăхне уçрĕ çамрăк балерина.

Унăн шухăшĕпе - балет ăсталăхĕ искусствăн чи хитре тĕсĕ. Апла пулин те вăл питĕ йывăррине палăртрĕ Ульяна.

- Репетици кашни кунччĕ, вăл е ку хусканăва тăваймасан ывăнса çитеттĕм. Çапла училищĕре вĕреннĕ чухне балета пĕр çуллăха пăрахрăм. Тĕрĕссипе, чăтăмлăх çитеймерĕ. Анчах йăнăш утăм тунине ăнлантăм. Ку ăсталăхра занятирен пĕр кун юлсан та ыттисенчен вунă хут нумайрах ĕçлеме, пĕр çулталăкшăн вара питĕ нумай вĕренме тивет, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Ульяна.

Вăл хăва пек çинçе пилĕклĕ пулин те апат-çимĕçе тиркемест. Тутлă çиме юратать.

- Манăн шухăшпа, артист пултарулăхĕнче наградăсемпе ятсем тĕп вырăнта мар, халăх йышăнни, хаклани пĕлтерĕшлĕ. Ăнăçу - чи кирли. Пуласлăхра хамăн ташă шкулне уçма, унта педагог тата директор пулма ĕмĕтленетĕп. Çамрăксене вара пĕр-пĕр ĕмĕте ăша хывса малалла ăнтăлма, тĕллеве пурнăçлама сĕнетĕп, - пĕтĕмлетрĕ балерина.



"Çамрăксен хаçачĕ"
13 сентября 2013
09:17
Поделиться