Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Искусство деятелĕсем музейра

Шупашкарти искусство деятелĕсен пĕр ушкăнĕ Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музейĕнче пулчĕ.

Искусствоведени наукисен кандидачĕ, Раççейри искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ю.В.Викторов профессор, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн сотрудникĕ, искусствоведени наукисен кандидачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.И. Бушуева, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.А. Кузьмин скульптор И.Я.Яковлев кун-çулĕпе çыхăннă экспонатсемпе интересленчĕç. Вĕсен шутĕнче – чăвашсене çутта кăлараканăн гипсран тунă бюсчĕ (авторĕ Ю.Ксенофонтов), “И.Я.Яковлев – студент Казанского университета” (гипсран тунă бюст авторĕ А.П.Майраслов), П.М.Меркурьев картинисем: «И.Я.Яковлев на сходе граждан д. Яншихово-Норваши”, “Приезд И.Я.Яковлева в школу”, “И.Я.Яковлев на уроке»...Çавăн пекех Шупашкар хăнисене Чĕмпĕртен илсе килнĕ музейри сĕтелпе доска, этажерка та кăсăклантарчĕ, вĕсем тата тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксене тишкерчĕç.

Нăрвашри музей И.Я.Яковлев çине тăнипе туса лартнă (1896–1903 ç.ç.) шкул çуртĕнче вырнаçнă. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн 165 çулхи юбилейне халалласа музей çурчĕ умне калăплă чул вырнаçтарнă.

2014 çулта И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăннă пичет кăларăмне кунти материалсене вырнаçтарма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.

Шупашкар хăнисем Енĕш Нăрвашри музей ĕçне пысăк хак пачĕç, унăн заведующине Владимир Петрова тав туса малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕç.



"Ял ĕçченĕ"
10 сентября 2013
10:54
Поделиться