Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕтнĕ уяв пурне те савăнтарчĕ

Юлашки вăхăтра пирĕн Урхас Кушкă ял хутлăхĕнче кашни ялтах савăнăçлă лару-тăрура уявсем пулса иртрĕç. Çак тĕллевпе культура ĕçченĕсем Тури Упакассине çитсе килчĕç.

- Тахçанах кĕтнĕ çак уява, - терĕ пире эпир яла пырса кĕрсенех ку ял çынни Тамара Константиновна Петрова. Пирĕнпе нумай калаçса тăмарĕ вăл, çийĕнчех ял çыннисене пуçтарма васкарĕ. Тепĕр самантран таврара пурăнакансем кунта пуçтарăнчĕç те. Ял уявне ирттерме палăртнă кунпа килĕшрĕç вĕсем.

- Тамара Константиновна тăрăшнипе урамсене тирпей-илем кÿртес енĕпе нумай ĕç туса ирттерчĕç. Уяв кунĕнче ял çыннисем пысăк курав хатĕрленĕ. Кунта пухнă алăсти ĕçĕсем, пахчаçимĕç, тĕрлĕ чечексем ял тÿремне илем кÿчĕç.

Культурăпа библиотека ĕçĕн аталану центрĕн ĕçтешĕсем хăйсен юрри-ташшипе пухăннă çынсене савăнтарчĕç. Пултаруллă çынсем кунта та нумай иккен. Вĕсем ял çыннисене интереслĕ сценка лартса пачĕç. Кĕçех кĕтмен çĕртен таçтан çынсем хушшине клоун сиксе тухрĕ. Вăл куракансене тĕрлĕ ыйтусем парса парнесем выляттарчĕ, унтан хăнасене хăйĕн хыçне тăратса уяв кĕрекине ертсе кайрĕ.

Ял-йышпа пĕрле

Канмалли кунсенчен пĕринче Анатри Упакассинче Ял кунĕ иртрĕ. Унта нумаййăн пухăнчĕç. Ытти çĕрте пурăнакансене те уява йыхравланă. Ял историйĕ çинчен кунта пурăнакан П. Алексеев тĕплĕ каласа кăтартрĕ. Вăл каланă тăрăх, ял 1700-мĕш çулсенче пуçланса кайнă. Ăна пуçарса яраканĕ Мороз ятлă çын пулнă. Хăйне майлă вырăнта вырнаçнăран-ши, тен, çырма лапамĕнче ларнăран, çак ялта мĕн ĕлĕкренех çынсем нумай çул пурăннă. Сăмахран, Хусахпай – 115 çул, Трифон 106 çулччен пурăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 32 çын тухса кайнă, вĕсенчен 22-шĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Халĕ кунта 12 кил хуçалăхĕ шутланать, вĕсенче 32 çын пурăнать. Çакăнта пухăннă çынсем пире хăйсене кăсăклантаракан ыйту пачĕç. Йĕпе-сапара, хĕлле кунта яла кĕме çул çуккă. Шоссе çулĕ пур-ха вĕсен, анчах ял патнех çитеймест. Çынсен пылчăк çăрса утма тивет. Вĕсем хăçан та пулин яла яка çулпа пырса кĕрессе шанса пурăнаççĕ.

Н. ВОЛКОВА, культурăпа библиотека ĕçĕн аталану центрĕн ертÿçи.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 августа 2013
15:34
Поделиться