Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Музее – парне

Районти «Çĕр тата çынсем» музей хамăр тăрăхри йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварас, çамрăксене вĕрентсе пырас, паллаштарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăвать. Унпа пĕрлех музей ĕçченĕсем пысăк историллĕ паха япаласене те пуçтарса вырнаçтарас енĕпе тăрăшаççĕ. Нумай-нумай экспонат хăйĕн вырăнне тупнă та.

Акă, иртнĕ эрнере Тамара Григорьевнăпа Василий Михайлович Шакаевсем «Çĕр тата çынсем» музее паянхи кун та ĕçлекен кĕнчеле урапине парнелерĕç. Çак кĕнчелене Василий Михайлович хăех юсанă. Ĕмĕрĕнче вăл пилĕк кĕнчеле урапине ĕçе кĕртнĕ. Çак ăсталăха ар çын ашшĕнчен вĕренсе ÿснĕ. Ашшĕ Патăрьел тăрăхĕнчи маттур ăстасенчен пĕри пулнă. Йывăçран темĕн тĕрлĕ япала та касса кăларнă вăл.

Василий Михайлович Ульяновск хулинчи çар училищинче вĕреннĕ. Унтан Хусан хулинчи С.В.Курашев ячĕллĕ медицина училищинче пĕлÿ пухнă. Алла диплом илнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ. Унтан чылай çул пирĕн районти тĕп больницăра тăрăшнă.

Шакаевсене «Çĕр тата çынсем» музее пысăк парне парнеленĕшĕн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр.

 



"Каçал Ен"
28 августа 2013
11:39
Поделиться