Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Энтри Турхан ячĕпе - Асăну хăми

image #3951Чăваш халăхĕн паллă çыравçи тата куçаруçи, нумай çул республикăри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче ĕçленĕ А.Турхан /Энтри Турхан/ çуралнăранпа çурла уйăхĕн вĕçĕнче 125 çул çитрĕ.

Андрей Васильевич Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аслă пиччĕшĕсем Яккупа Хĕветĕр чăваш литературинче XIX ĕмĕр вĕçĕнчех палăрнă. Пĕрремĕш çыравçăсем çав вăхăтра халăх сăмахлăхĕпе ăнăçлă усă курнă, килĕшÿллĕ сюжетсем тума пултарнă.

Якку Турхан 115 çул каялла çырнă «Варуççи» поэма чи малтан «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Хĕветĕр Турханăн «Юмăç» сăвви 1903 çулта «Çулталăк кĕнекинче» кун çути курнă. Унăн çирĕме яхăн сăввинчи йĕркесем Н.Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекинче» вырăн тупнă. 1876 çулта çуралнă Хĕветĕр Турхан сăвă çырас ăсталăха чăваш халăх юррисенчен вĕренсе пыма тăрăшнă. Шел, унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Хĕветĕр Турхан 1931 çулта репрессие лекнĕ. Тепĕр çултан Улатăр хулипе Первомайски поселокĕн хутлăхĕнчи вăрманта йывăç каснă вăхăтра сарăмсăр вилнĕ.

Якку Турхана, 1895 çулта Хусанти тĕн семинарине пĕтернĕскере, совет саманинче темиçе хутчен те тĕрмене хупнă. 1935 çул пуçламăшĕнче ăна Архангельск тăрăхне ссылкăна янă. Яков Васильевича НКВД приговорĕпе 1937 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче персе пăрахнă.

1888 çулхи çурла уйăхĕнче çуралнă Энтри Турхан аслă пиччĕшĕсенчен ырă тĕслĕх илсе ÿснĕ. Курнавăшри пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ. Елчĕкри икĕ класлă шкул хыççăн вун улттăри яш Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кайнă. Кунта Энтри литература каçалăкĕ умне тăнă, тĕнче классикĕсене вуланă, пушă вăхăтра чăваш халăх юррисене пухнă, сăвă çырнă. Хусанта пурăннă чухне çамрăк семинарист Ж.Мольерăн «Хыт кукар» комедине, Генрих фон Паекăн «Трапер çинчен» романне, Л.Толстойăн «Казаксем» повеçне, ытти вырăс классикĕн хăш-пĕр хайлавне чăвашла куçарнă. Çав вăхăтрах анлă тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ йĕкĕт Н.Никольский, Н.Ашмарин тĕпчевçĕсемпе, семинари директорĕпе Н.Бобровниковпа çывăх паллашнă.

Энтри Турхан патша влаçĕ вăхăтĕнче те, совет саманинче те сахал мар терт-нуша курнă, темиçе хутчен вилĕм умĕнче тăнă. Апла пулин те Андрей Васильевич чăтма вăй-хал çитернĕ, синкерлĕ саманара та чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн, унăн ламран лама пыракан хăйне евĕрлĕ культурине тата халăх вĕрентĕвне аталантарассишĕн тăрăшнă. А.Турхан иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче Елчĕкпе Патăрьел тăрăхĕнче нумай вĕреннĕ, анлă тавра курăмлă педагог-çыравçăсенчен пĕри шутланнă. Андрей Васильевич Хусанти Тĕн академийĕнче, граждан вăрçи хыççăн Мускаври ют чĕлхесен институчĕн нимĕç чĕлхи факультетĕнче вĕреннĕ. «Хыпар», «Канаш», «Чăваш коммуни» хаçатсемпе, «Сунтал», «Октябрь», «Трактор», «Ĕçлекенсен сасси» журналсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ.

1925 çулта А.Турхан хăйĕн пурнăçне çитĕнекен ăрăва пĕлÿ парассипе çыхăнтарнă. Юхма тăрăхĕнчи шкулсенче, Патăрьелĕнчи педагогика училищинче, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ.

1970-1974 çулсенче çак йĕркесен авторĕ ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Çак вăхăтра эпир вырăнти влаç органĕсем пулăшнипе Елчĕк халăх музейне уçрăмăр. Паллах, унта Якку, Хĕветĕр тата Энтри Турхансем çинчен каласа кăтартакан материалсем тĕп вырăн йышăнмаллаччĕ. Çакăн çинчен пире Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти вĕрентекен, вĕсен тăванĕн Иванăн мăнукĕ те час-часах аса илтернĕ. Анчах КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ çыравçăсемпе куçаруçăсем Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕреннине тата чиркÿсенче ĕçленине шута илсе вĕсем валли музейре вырăн уйăрма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ.

Вĕрентÿ министрĕн çумĕнче 15 çул ĕçленĕ В.Сапожников 1955-1957 çулсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕреннĕ. Кунта унăн юратнă учителĕсенчен пĕри Андрей Васильевич Турхан пулнă. Валерий Васильевич Елчĕк район администрацийĕн ертÿлĕхĕпе Çĕнĕ Пăвари шкулта 1938-1957 çулсенче чăваш халăхĕн паллă çыравçи тата куçаруçи Энтри Турхан ĕçленине пĕлтерекен Асăну хăми çакасси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Сĕнÿпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тата район Пухăвĕн депутачĕсем те килĕшнĕ. Асăну хăмине юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче уçма палăртнă.

 



"Хыпар"
28 августа 2013
09:49
Поделиться