Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Паллă юбилейсем умĕн

Чăваш Ен пысăк икĕ юбилее паллă тума хатĕрленет: 2019 çулта Шупашкар 550 çул тултарать, 2020 çулта Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет.

Çак сумлă юбилейсем Чăваш Ене тирпей-илем кÿме пулăшĕç. Çакна тума 25 млрд. тенкĕ уйăрасси паллă. Укçа-тенкĕпе уяв мероприятийĕсем ирттерĕç, çĕнĕ объектсене хута ярĕç тата киввисене юсаса çĕнетĕç. Çав шутра “Шупашкар–500 çул” парка та çĕнĕ тĕс кĕртĕç. “Этнос Чăваш Енĕ” проекта (7,6 миллиард тенкĕлĕх) федераци программине кĕртнĕ.

Парк территорийĕнче “Амазония” этнокомплекс çĕкленĕ. Кунтах йывăçран тунă кремль, аквапарк, океанариум, зоопарк, “Смешарик-ленд” кану тата спорт комплексĕсем, канат çулĕпе яхт-клубĕ пулĕç. Паркăн тĕп элеменчĕ – кремль. Унта алă ăстисен мастерскойĕсем вырнаçĕç. Çавăн пекех комплексра халăх пултарулăх фестивалĕсемпе наци уявĕсем иртĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх туризмпа кану комплексне тăвасси пирки 2006 çултах сăмах пуçарнă. “Проекта пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 1,7 млрд. тенкĕ уйăрĕç, 293 млн. тенкĕ – республика хыснинчен, ыттине вара уйрăм инвестор хывĕ”,– тенĕ премьер-министр.

Проект авторĕсем Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле уйăрнă федераци укçи-тенкипе паркри инфраструктурăна йĕркелесшĕн. “Амазония” туристсемшĕн илĕртÿллĕ центр пуласса шантараççĕ. Çавна май Чăваш Ене курма килекенсен йышĕ виçĕ хут ÿсессе палăртаççĕ. Унсăр пуçне 1600 çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ. Туристсенчен пыракан тупăш çулсерен 1,8 млрд. тенкĕпе танлашĕ. Чи малтан, 2014 çул вĕçĕччен, океанариума хута ярасшăн. 2016 çулта “Смешарик-ленд” кану комплексне тата çĕнĕ аттракционсене тăвасшăн, 2019 çул тĕлне вара – спорт комплексĕпе яхт-клуба.

Уявсем тĕлне ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменне, “Волга” стадиона юсаса çĕнетесшĕн. Çавăн пекех Андриян Николаев ячĕллĕ паркра планетари тăвасшăн, хулан Мускав тĕп кĕперне юсасшăн. Çул-йĕр объекчĕсемпе медицина учрежденийĕсене те илемлĕ сăн кĕртме палăртнă.

Тĕп хулари Ленин проспектĕнчи кивĕ больница вырăнне нумай профильлĕ медицина учрежденийĕ çĕклĕç. Кунти поликлиникăра хĕрарăмсен консультацийĕ, психотерапевт тата инвалидсем валли реабилитаци центрĕсем вырнаçмалла. Ача çуратмалли çурт вырăнне ача-пăча поликлиники ÿссе ларĕ.

Республика клиника больницин диагностика центрĕн çуртне те юсаса çĕнетме палăртнă. Унта çĕнĕ корпус тăвĕç: сывлăха çирĕплетмелли тата реабилитаци центрĕсем, поликлиникăпа сывлăх центрĕ валли. Реконструкцин хакĕ те самай пысăк – 187 млн. тенкĕ.

Юбилей уявĕсем тĕлне ытти проекта пурнăçа кĕртĕç.



"Ял ĕçченĕ"
27 августа 2013
14:25
Поделиться