Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ентеш ячĕпе - конкурс

«Раççей авалтан опера юрăçисемпе мухтанма пултарнă. Максим Дормидонтович Михайловăн ячĕ çĕр-шыв, тĕнче историйĕнче ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. Эпир чăннипех те сумлă ентешĕмĕрпе мăнаçланатпăр», - терĕ ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов СССР Пысăк театрĕн солистне, киноактера, СССР халăх артистне М.Михайлова халалланă çамрăк юрăçсен конкурсĕ уçăлнине пĕлтерсе.

Сумлă мероприятие пухăннисем тĕнчипе палăрнă вырăс басĕн пултарулăхĕпе паллаштаракан фильм пăхрĕç. Залра шыв юххине аса илтерекен хăватлă сасă янăраса кайрĕ, ентеш Пысăк театр сцени çинче калăпланă сăнарсем - Пимен /«Борис Годунов», М.Мусоргский/, Кончак /«Князь Игорь», А.Бородин/, Иван Сусанин /«Иван Сусанин», М.Глинка/ т.ыт.те - куç умне тухрĕç. Конкурса хутшăнакансене малтанхи çулсенчи лауреатсем - И.Снигирев, Т.Прытченкова, Т.Тойбахтина, Е.Соколова, К.Москалев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем М.Финогентова, С.Алексеев, С.Ефремова, оперăпа балет театрĕн симфони оркестрĕ /ертÿçи О.Нестерова/ саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Чăваш патшалăх оперăпа балет теарĕн сцени çинче виççĕмĕш хут иртекен конкурсра кăçал Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата ют çĕр-шывран килнĕ 45 юрăç хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Чăваш Республикин чысне О.Васильева, Ю.Волков, С.Кузнецов, А.Михайлов, И.Николаев, Д.Юнисова, А.Николаев хÿтĕлеççĕ.

 



"Хыпар"
22 августа 2013
10:45
Поделиться