Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш юрри-кĕвви Мексикăра янăранă

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ Мексикăна фольклор фестивальне кайни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев ертсе пыракан коллектив акă унтан таврăнчĕ те. Чăваш Ен артисчĕсем халĕччен пулса курман çĕр-шыв вĕсене мĕнле йышăннă, мĕнпе асра юлнă? Çакăн пирки Юрий Васильевичпа хăйĕнпе тĕл пулса калаçрăмăр.

- Сирĕнсĕр пуçне тата хăш çĕр-шыв коллективĕсем пулнă фестивальте?

-

Çакна каламалла: эпир икĕ фестивале хутшăнтăмăр. Пĕрремĕшĕ, «Тĕнче тымарĕсем Мексикăра» ятлăскер, утă уйăхĕн 16-26-мĕшĕсенче иртрĕ. Унтан Пĕтĕм тĕнчери тепĕр фестиваль уçăлчĕ. Малтанхи Мехико тата Мартино хулисенче иртрĕ. Эпир унта 12 концерт кăтартрăмăр. Атокпан хулинче старт илнĕ фольклор уявĕ малалла çĕр-шывăн ытти хутлăхне те çитрĕ. Мехикăра пирĕнпе пĕрле Коста-Рика, Польша, Чили пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Мексикăран 5-6 коллектив хутшăнчĕ. Иккĕмĕшне пирĕнсĕр, Коста-Рикосăр пуçне Аргентина, Франци юрă-ташă ăстисем пулчĕç.

- Мĕнле программа хатĕрлерĕр инçетри туссем валли?

- Чăваш халăх культурипе, фольклорĕпе çыхăннисене. Унсăр пуçне вырăс юрри-ташшине те кĕртнĕччĕ. Чикĕ леш енче чăвашсене пĕлмеççĕ, çавăнпа та хамăр пирки тĕнчере калаçтарасси пирĕн тĕп тĕллев пулнă. Мексика халĕччен Раççейри чаплă коллективсене сахал мар йышăннă. Пирĕн концертсене те чăтăмсăррăн кĕтетчĕç. Çапла тума тепĕр сăлтав та пулăшрĕ ахăр. Фестивале хутшăннисенчен эпир çеç профессионалсемччĕ.

- Концертсене ăçта кăтартрăр?

- Тĕпрен илсен - урамри лапамсенче, Мехикăра çеç - икĕ хут театрта. Унти çанталăк хăйне евĕрлĕ. Ирхине - сулхăн, кăнтăрла - питĕ шăрăх, каç енне çумăр çăвать. Пире, профессионалсене, концерта вĕçлеме шаннăччĕ, çавăнпа та ытларах чухне çумăра лекеттĕмĕр. Мĕн тĕлентеретчĕ: халăх витĕр йĕпенсен те саланмастчĕ. Эпир вĕсем валли хăйне евĕрлĕ парне те хатĕрленĕччĕ. Иван Николаев юрăç вĕсен пĕр паллă юррине шăрантарчĕ. Малтан - вырăсла, фестиваль вĕçлениччен испанла та вĕренсе çитрĕ. Çакă мексикансемшĕн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Питĕ савăнчĕç.

- Мĕнлерех çынсем вĕсем?

- Тараватлă, лăпкă халăх. Пурнăçĕ питĕ çăмăл тесе калаймăн. Пирĕн уйрăм çынсем патĕнче те пурăнма тиврĕ. Çакă тепĕр енчен кăсăклă та пулчĕ, вĕсен хăй евĕрлĕхĕпе çывăхрах паллашма пулăшрĕ. Мексикан çемйисем йышлă, ачисем те хăйсен çемйисемпе ашшĕ-амăшĕ патĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ.

- Фестиваль вăхăтĕнче хамăр çынсене тĕл пулмарăр-и?

- Мехикăра пирĕн ентеш - Геннадий Максимовăн ывăлĕ - хăйĕн çемйипе пурăннине пĕлетĕп. Анчах ун чухне вăл хулара пулман. Мильпа Альта хулинчи концерта Раççейĕн Мексикăри посолĕ Эдуард Малаян пырса курчĕ. Кайран пирĕнпе тĕл пулчĕ, хамăра мĕнле туйнипе кăсăкланчĕ, ăнăçу сунчĕ.

- Çĕр-шывпа паллашма майсем пулчĕç-и?

- 20 кунра 21 концерт кăтартрăмăр, çапах та канса илме те пултартăмăр. Теутли вулкан /вăл сÿннĕ/ çине хăпартăмăр, ацтексен Теотиуакан хулашĕнчи пирамидисемпе паллашрăмăр, тĕрлĕ кактуса пăхса килентĕмĕр. Сăмах май, унран хатĕрленĕ апатпа та сăйлантăмăр.

- Халĕ коллектив канать пулĕ?

- Çĕнĕ, юбилăйлă 90-мĕш сезона хатĕрленме пуçларăмăр ĕнтĕ. Вăл пирĕншĕн питĕ яваплă. Палăртса хунă ĕç нумай.

- Пур ĕçĕрте те ăнăçу сунатпăр.



"Хыпар"
21 августа 2013
11:10
Поделиться