Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

«Шурă йăлтăртатăвĕ»

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Светлана Гайнутдинова художникĕн çакăн пек ятлă куравĕ уçăлнă.

С.Чернова-Гайнутдинова - Раççей Художниксен союзĕн, Раççей Дизайнерсен союзĕн членĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ. Унăн пултарулăхĕнчи тĕп çул-йĕр - пир-авăр /алăпа эрешлесе пир тĕртесси, гобелен, батик, коллаж/ тата графика-акварель. Вăл тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ курав-конкурса хутшăнса темиçе хутчен те çĕнтернĕ. «Искусствăсен Питĕрти эрни - 2011», «Славян искусствин Берлинти кунĕсем - 2012», «Раççей искусствисен Мускаври эрни - 2013», «Славян искусствин Латвири эрни - 2013» конкурссенче малти вырăнсене йышăннă.

Светлана Ивановна - декораци стилĕн художникĕ. Автор хайлавĕсенче паянхи тĕнчене тĕлĕнтерме пултаракан уççăнлăх, уçăмлăх, тĕрĕслĕх, тÿрĕлĕх палăрать. Вăл декораци хушма искусствăри çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курма тăрăшать. Унăн тĕп тĕллевĕ - «пурнăç таппинчен юлмалла мар». Художникĕн кашни куравĕ çакна туллин çирĕплетет.

Палăртса хăварар: С.Гайнутдиновăн икĕ ĕçне А.С.Пушкин ячĕллĕ Патшалăх сăнарлă искусствăсен музейĕн директорĕ Марина Лошак суйласа илнĕ. Хан-Магомедов унăн стильне «декораципе орнамент суперграфики» тесе палăртнă. Çутăпа тата уçлăхпа ĕçлекен ăстасемшĕн ал ĕçĕ чăн-чăн искусство.

С.Гайнутдинова çут çанталăка чунпа туять. Вăл курăксен «сассине», тинĕс хумĕн шавне, ура айĕнчи юр кăчăртатăвне илтме пĕлет. Унăн композицийĕсенче икĕ тĕнче - ÿсен-тăран /вăрман, йывăçсем, чечексем/ тата шыв /тинĕс, юхан шыв/ - палăрать. Вĕсен хушшинче тăванлăх туртăмĕ сисĕнет. Çил йывăç тăррисене хумхантарнă чухне хăлхана вăрман кашлани, тинĕс шавĕ евĕрскер, пырса кĕрет. Светланăшăн, ахăртнех, шурă тĕс - чи юратни.

Унăн пейзажĕ питĕ хăйне евĕр. Тĕрлĕ меслет, йăла-йĕрке - чăваш тĕрри, анăç тата тухăç ăстисен вăрттăнлăхĕсем, яппунсен ваби-саби... - пĕрлешет унта. Пысăках мар коллажĕсене, аппликацийĕсене вăл малтан пусма татăкĕсенчен, çипрен, вĕтĕ шăрçаран пĕр çĕре пухать, унтан сăнара «чун кĕртет»...

 



"Хыпар"
15 августа 2013
14:30
Поделиться