Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Открыткăсенче - республика сăнĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче "Чăваш Республики" открытка пуххине кăларнă.

Паха сăн ỹкерчĕксем республикăн паллă вырăнĕсене çĕнĕлле хак пама хистеççĕ. Открыткăсене "Перфектум" типографире 2000 экземплярпа кăларнă.

Çавăн пекех Раççей почти валли открыткăсен 10 вариантне пичетленĕ. Чăваш Енре пурăнакан кашни çын е республика хăни вĕсене çыхăну уйрăмĕсенче туянма, республикăри пĕр-пĕр хулан паллă вырăнне ỹкернĕ карточка çине хăйĕн саламне çырса ытти региона ярса пама пултарать. "Чăваш Республики" пуххинче 24 открытка. Вĕсенче - Шупашкарти К.В.Иванов палăкĕ, кỹлмек (залив), Правительство çурчĕ, Татиана чиркĕвĕ, Чăваш наци библиотеки, Чăваш наци музейĕ, Анне палăкĕ, чукун çул вокзалĕ тата ытти те. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Çĕмĕрле, Куславкка, Çĕрпỹ, Етĕрне хулисемпе Хĕрлĕ Чутай ялĕ те сăнланнă илемлĕ открыткăсенче.

 



"Елчĕк Ен"
10 августа 2013
14:25
Поделиться