Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Рихард Вагнер

Р. Вагнер — нимĕçсен паллă опера композиторĕ. Вăл 1813 çулта çуралнă. Унăн музыкăри пултарулăхĕ çинчен чи малтан тăван мар ашшĕ — драматург тата художник Л. Гейер тавçăрса илме пултарнă. Рихард мĕн пĕчĕкренех музыка тĕнчине парăнтарма шутланă.

 1834—1835 çулхи музыка сезонне Р. Вагнер Магдебургри пысăках мар опера театрĕнче ирттернĕ. Кунта вăл асăннă театрти илĕртÿллĕ артисткăпа Вильгелмина (Мина) Планерпа паллашать. Тепĕр çулхине вăл Рихардăн мăшăрĕ пулса тăрать. Анчах васкавлă мăшăрлану телей кÿмест, вĕсем пачах та ют çынсем пулнă иккен.

1857 çулта Вагнер хăйĕн юлташĕн Листăн кĕçĕн хĕрĕпе Козимапа паллашать. Вăл Рихардран 24 çул кĕçĕн пулнă. Анчах Вагнер Козима унăн юлашки тата чăн-чăн юратăвĕ пуласса пĕлнĕ-ши? Çав çулсенче Р. Вагнер питех те илемлĕ, поэзие кăмăллакан Матильда Везендонкпа çывăх паллашать. Хăйĕн юратăвне палăртса вăл пĕр оперине — “Тристан тата Изольдăна” — ăна халаллать. Анчах Матильда çемьеллĕ пулнă, виçĕ ача çитĕнтернĕ. Çакна пĕлсен Вагнер арăмĕ Мина упăшкине пăрахса каять.

Каярах Вагнер хăй ыйтнипе Мюнхенра опера ĕçне йĕркелесе пыма юлташне, Ганс Бюдова, чĕнет. Вăл вара хăйĕн мăшăрĕпе, Козимапа, икĕ хĕрĕпе килсе çитет. 50 çулхи Вагнерăн ĕлĕкхи юрату çĕнĕрен чĕрĕлсе каять, вăл Козиман еркĕнĕ пулса тăрать.

Р. Вагнер 1865 çулта Козимапа Швейцарине куçса каяççĕ. Ватлăх енне вăл ашшĕн телейне туйса илет. Рихардпа Козиман виçĕ ача — икĕ хĕрпе ывăл — пулнă.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
09 августа 2013
18:58
Поделиться