Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Республика панорами – открыткăсенче

Республика панорами – открыткăсенче

Чăваш кĕнеке издательстви "Чăваш Республики" открыткăсен пуххине хатĕрлесе кăларнă.

Н.Зверев, Г.Верблюдов, М.Костарев, В.Тимофеев, Г.Самсонова, И.Михайлов, А.Леонтьев фотографсем тăратнă пысăк пахалăхлă сăн ÿкерчĕксенче республикăн паллă вырăнĕсем çĕнĕлле курăнаççĕ. 24 открыткăран тăракан пухха 2000 экземплярпа кăларнă, ăна туссене, тăвансене, ĕçтешсене парнелеме аван пулĕ.

Çавăн пекех Раççей Почти валли открыткăсен 10 вариантне те кăларнă, вĕсене почта уйрăмĕсенче туянма, ырă сăмахсем çырса ытти регионти пĕлĕшсем патне ярса пама пулать.

Палăртма кăмăллă, асăннă открыткăсем хушшинче Шупашкарти тата республикăри ытти хуласенчи паллă вырăнсемпе пĕрлех Хĕрлĕ Чутай салинчи Турă Хĕресне Çĕкленĕ храма сăнлаканни те пур.

 



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
07 августа 2013
11:49
Поделиться