Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Улатăр татах хитреленĕ!

image #3902Иртнĕ шăмат кун Улатăрсем хулан çуралнă кунне палăртрĕç.

Савăнăçлă уява ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ

Мероприятие «Труд» стадионта каç кÿлĕм пуçлама палăртнă май Михаил Васильевич тĕрлĕ объекта çитсе курчĕ. Малтан Чуварлей салинчен пĕр çухрăмра вырнаçнă «Янтарный» ача-пăча лагерьне çул тытрĕ.

Сывлăха çирĕплетекен заведение 1974 çулта уçнă. Вырăнĕ чăнласах тĕлĕнмелле илемлĕ: тавраллах ĕмĕрхи хырлăх ытамласа тăрать. Шыва кĕме - бассейн, физкультура занятийĕсем ирттерме ятарлă вырăнсем пур. Тренировкăсене тăтăшах çÿрени спорта юратакансене çитĕнÿ тума пулăшать. Пĕлтĕр хĕр ачасен команди çăмăл атлетика эстафетинче республикăри ача-пăча лагерĕсен X спартакиадинче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Михаил Игнатьев «Янтарный» пурнăçĕпе çывăхрах паллашнă май медицина кабинетĕнче персонал çамрăк ăру сывлăхĕшĕн епле тăрăшнипе, апатлантармăшра менюпа, улма-çырлапа тата пахча çимĕçпе епле тивĕçтернипе кăсăкланчĕ, çывăрмалли пÿлĕмсене курса çÿрерĕ.

- Тĕллеве кура кашни сменăнах ят паратпăр. Виççĕмĕшĕнче канакансем «Чечек уçланкине» кăмăлларĕç. Кунта республикăри тĕрлĕ районтан чи пултаруллисем пуçтарăннă, çавăнпа «кичем» сăмах вĕсемшĕн ют. Ачасем кăмăлне кура йĕркеленĕ кружоксемпе секцисене хаваспах çÿреççĕ. Вĕсене кунне пилĕк хут апат çитеретпĕр, - терĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Нина Безрукова.

Михаил Игнатьев ачасен канăвĕпе кăмăллă, анчах хула администраци представителĕсене асăрхаттармалли те тупăнчĕ. «Сывлăха сиплеме, спортпа туслашма майсем пур. Заведени хĕлле те ĕçлетĕр тесен пушă ларакан корпуса тĕпрен юсаса хута ямаллах, лайăх çул тумалла», - терĕ Михаил Васильевич.

Унтан республика Пуçлăхĕ «Свияжск строительство компанийĕ» ООО тытăмне кĕрекен пĕчĕк температурăллă сивĕтмĕш заводĕнче производство ĕçĕ-хĕлĕпе, модернизаци программи епле пурнăçланнипе паллашрĕ. Предприяти промышленноç валли пысăк калăпăшлă /8-тан пуçласа 4500 таран кубла метрлă/ склад-сивĕтмĕш туса кăларать. Сивĕтнĕ аш-какая, пулла, ыттине те нумай вăхăт упрама 35 градус таран шăнтать.

Предприяти кăçал вентиляци тытăмĕ валли хатĕр туса кăларма çĕнĕ лини хута янă. Пĕрремĕш çур çулта потребительсене 291,4 млн тенкĕлĕх таварпа тивĕçтернĕ, производство индексне 274,8 процента çитернĕ. Çĕнĕ линие пула 44 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупăннă. Шалу та самаях хушăннă, 16800 тенкĕпе танлашать.

Михаил Васильевич завод çумĕнче уçнă музее кĕрсе курчĕ. Кунтах хула предприятийĕсем туса кăларакан продукци куравне йĕркеленĕ. Улатăрта юлашки çулсенче промышленноç аван ĕçлени ăна савăнтарчĕ, инвестицисемпе тĕллевлĕ усă курни те кăмăлне çĕклерĕ.

Улатăр - Раççейри монохуласен йышĕнче. 2011-2015 çулсенче ăна модернизацилеме пулăшмалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен индустри сооруженийĕсемпе канализаци сечĕсене реконструкцилеме тата çĕнĕрен тума 113,01 млн, республика бюджетĕнчен 258,997 млн тенкĕ уйăрнă, вырăнта 5 млн тенкĕ тупнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ шыв тасатакан сооружени проекчĕ епле пурнăçланнине тĕплĕнрех пĕлме объекта çитрĕ. Ăна кăçал раштав уйăхĕнче хута яма палăртнă.

16 сехет. «Труд» стадион çийĕн йĕпхÿ кăштах пĕрĕхнине пăхмасăрах савăнăçлă халăхпа тулнă. Хула 461 çул тултарнине халалланă «Манăн юррăм - Улатăр» уяв пуçланчĕ. Ăна хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин ĕç коллективĕсен производствăри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарса уçрĕ. Пĕр кун маларах çеç Улатăра пырса кĕмелли Хапха проектне пурнăçа кĕртнĕ. Стелăн крепоç стени те, хурал башни те /шала чан вырнаçтарнă/ питĕ илемлĕ.

Михаил Игнатьев стадиона пухăннисене праçник ячĕпе ăшшăн саламланă май ĕçлĕ тĕл пулусене пĕтĕмлетрĕ, ĕç пĕрлешĕвĕсенче палăртни графикпе килĕшÿллĕн вăхăтра пурнăçланнине, хăш-пĕр çĕрте кăшт маларах та пынине пĕлтерчĕ.

Хула историйĕ чăнласах пуян. Кунта туризм аталанать, чиркÿсем тăваççĕ. Арçынсен мăнастирĕ федерацин Атăлçи округĕнче паллă 10 палăк йышне кĕрет. Улатăр пирĕн республикăри хăйне евĕр пĕртен пĕр хула. Ăна нумай архитектура палăкĕ илем кÿрет.

- Хула çыннисем валли 20 ытла инвестици программи пурнăçа кĕрет.

2011-2013 çулсенче монохулана модернизацилеме çеç 948 млн тенкĕ уйăрнă.

Улатăрта пĕчĕк тата вăтам бизнес лайăх аталанать. Çулталăк пуçланнăранпа пĕчĕк предприятисен, унта вăй хуракансен йышĕ ÿснĕ. Пуçаруллă предпринимательсем экономикăна аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеççĕ, çавна май хула бюджетне налук ытларах кĕрет, - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Уявра вырăс халăх пултарулăхĕн «Янăра, Раççейĕн инçет тăрăхĕ!» Пĕтĕм Раççей фестивалĕ 15-мĕш хут иртрĕ. Юрă-ташă ăстисен 29 коллективĕ çĕр-шывăн 8 регионĕнчен пухăннă.

Савăнăçлă каç программине Шупашкарти А.Ляпидовский ячĕллĕ аэроклуб парашютисчĕсем илемлетрĕç. Николайпа Александра Малыгинсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа, Улатăр хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕн çумне Валентина Шумиловăна ЧР Хисеп хучĕпе чысларĕç.

 



"Хыпар"
06 августа 2013
17:52
Поделиться