Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Хăйсен тÿпине хывнă

Кăштах хамăр ялти культура вучахĕн историйĕ çинчен чарăнса тăрас килет. Тăрмăшра 1910 çулта уçăлнă библиотекăна И.П.Разин ертсе пынă. Унта хутла пĕлменнисене вĕрентнĕ: хаçат-журнал вуласа панă, юрлама, спектакльсенче выляма хăнăхтарнă.

1935 çулта чиркĕве хупса вулавăш-пÿлĕм, клуб уçнă. Вĕсенче тĕрлĕ кружок ĕçлеме пуçланă, уйрăмах драма тата юрă-ташă кружокĕсем вăйлă аталаннă. Концертсемпе спектакльсем лартма пуçланă, пухусем те кунтах иртнĕ. 1956-1957 çулсенче, çĕнĕ çурт тусан, клуб самаях пысăкланнă. Часах кино кăтартма пуçланă. Малтанах Канашран килсе кăтартнă, каярахпа ялта кинохатĕрĕ вырнаçтарнă. Ку енĕпе Филипп Васильевич Матвеевпа унăн мăшăрĕ Лидия Ивановна нумай вăй хунă. Ф.Матвеев 1965-1988 çулсенче районти киносеть директорĕнче тăрăшнă. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакласа «ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсемпе, ытти тĕрлĕ наградăпа чысланă. Лидия Ивановна 38 çул кино кăтартас ĕçре пулнă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, 3 медале, «СССР кинематографи ĕçĕн отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Елена Михайловна Абрамова та киномеханикре нумай çул ĕçленĕ. Хăш-пĕр чух куллен икшер хутчен те кăтартнă: ача-пăча валли - 16.00, аслисем валли - 19.00 сехетсенче. Халăх кино курма йышлă çÿренĕ, уйрăмах Инди фильмĕсене кăмăлланă. Тĕлĕнмелле вăхăт пулнă çав. Экран çинчи артистсемпе «пĕрле пулса» йĕнĕ те, кулнă та, юрласа ташланă та. Артистсен ячĕсене те пĕлнĕ. Эпĕ кино, эстрада артисчĕсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен ятарласа альбом та хатĕрленĕччĕ. Çавăнпах пулĕ ача чухнех культура ĕçченĕ пулас ĕмĕт çуралнă ĕнтĕ. Тав сăмахĕ калас килет кино ĕçĕн ветеранĕсене.

Хор йĕркелени культура вучахне хĕмлентерсе тăнă. Пирваях И.И.Белков, Н.Д.Казаков унăн ят-сумне çĕклес тесе чылай тăрăшнă. 1954 çулта Тăрмăш хорĕ Мускаври Кремль сцени çинче чăваш халăх юррисене шăрантарнă. Мĕн чухлĕ савăнăç, çепĕç кăмăл-туйăм парнелемен-ши «халăх хорĕ» ята тивĕçнĕ пултаруллă коллектив халăха? В.М.Максимов, Н.Д.Казаков, А.Д.Дмитриев ăста купăсçăсем пулнă.

Вăхăт иртет. Хорта юрланă çынсен йышĕ те чаксах пырать. Пурăнаканнисенчен Г.К.Чичкановăна, А.П.Пикишкинăна, А.Н.Шакинăна, Т.С.Федоровăна, Ф.В.Матвеева, В.Н.Николаева ырă та вăрăм кун-çул сунас килет.

Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕ хыççăн халăх хорĕпе ĕçлеме пуçларăм. Вĕресе тăратчĕ культура пурнăçĕ, çынсем те хастарччĕ. Тĕрлĕ смотр-конкурса хутшăнса Тав хучĕсемпе парнесене тивĕçеттĕмĕр. «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнĕ, районти культура пайĕн ертÿçи Н.П.Петровăпа Тăрмăш ял канашĕн председателĕ Н.А.Леонидова халăх пултарулăхне аталантарас, ял культура центрĕ пултăр тесе пысăк тÿпе хывнă.

Хорпа Александр Васильев композиторпа унăн ашшĕ Георгий Васильев чылай ĕçленĕ. Культура тытăмĕнче Юрий Григорьев композитор тăрăшнă çулсене те Тăрмăшсем асра тытаççĕ.

Ашшĕ çулĕпе кайнă Николай Нилович Казаков композитор музыкăри тĕрлĕ жанрпа ĕçлет, çитĕнÿсем тăвать. Чăваш патшалăх филармонийĕн ертÿçи тĕрлĕ премие тивĕçнĕ. А.Васильев, Н.Казаков, Ю.Григорьев - ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕсем. Николй Димитриев юрăç репертуарĕнче ытларах кулăшла юрăсем. Чăваш академи драма театрĕнче вылякан Сергей Иванов куракансене тĕрлĕ рольпе савăнтарать. Вăл «ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Эдуард Табаев çамрăк композиторăн чылай юррине эстрада артисчĕсем шăрантараççĕ. Ывăлăм Алеша та унăн юррисене кăмăллать. «Тăрмăш» юрра ялта пĕлмен çын та çук-тăр. Хăй вăхăтĕнче Т.Сидорова радиопа телекурав хорĕнче юрланă. А.С.Антонов физкультура учителĕнче ĕçленĕ, анчах чунĕпе сцена çынниччĕ, юрлама, спектакльсенче выляма юрататчĕ. Шел, пурнăçран вăхăтсăр кайрĕ. С.Ф.Степанов купăс ăста калатчĕ, хитре юрлатчĕ. Вăл та пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.

Юлашки çулсенче культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Иккĕмĕш хутне те хута ярсан аван пулмалла та. Таса та ăшă, типтерлĕ çĕрте ĕçлеме те кăмăллă.



"Хыпар"
06 августа 2013
17:51
Поделиться