Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Николай Угарин: «Сăнар чунĕн тĕпсĕрлĕхĕ илĕртет»

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă «Тĕпсĕр сăпкари ача сасси», «Пулаймарăм эп сан мăшăру», «Салтак юратăвĕ», «Чечек ăшĕнчи çурт», «Савнă кин», «Туй пулать-и, туй пулмасть-и?», Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çине тухнă «Ма кĕске-ши яш ĕмĕр?», «Ах, кăйкăрăм», «Мăн кун умĕн», «Çăлтăрсем вăййа тухсан», «Ма тĕл пултăм-ши сана?» пьесăсен авторĕ - ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Угарин.

Николай Васильевич тĕп хулара мар, республикăн инçетри районĕсенчен пĕринче - Шăмăршăра - пурăнать. Çак кунсенче унта çитсе килтĕмĕр. Тĕл пулса калаçма та сăлтав пулчĕ: паллă драматург нумаях пулмасть 50 çул тултарнă.

- Юбилей тĕлне Тутарстанри Анат Камăри Туфан Миннуллин ячĕллĕ Тутар патшалăх драма театрĕ хăйне евĕрлĕ парне хатĕрленĕ: «Юнпа пĕвеннĕ фата» пьесăна хăйсен сцени çине кăларнă. Шăпах 20 çул каялла ăна Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Ма кĕске-ши яш ĕмĕр?» ятпа лартнă. Николай Васильевич, сирĕн чылай ĕçе çармăсла куçарса куракан патне çитернине пĕлетпĕр. Тутарла халĕччен çукчĕ пулĕ?

- Тутарла пĕрремĕш хут пулчĕ. «Ма кĕске-ши яш ĕмĕр?» Çамрăксен театрĕн сцени çинче çичĕ сезон пычĕ. Куракана килĕшетчĕ вăл, унпа паллашас текен çул иртнĕçемĕн чакса мар, йышлансах пыратчĕ. Вячеслав Оринов режиссер пьесăна пăсман, мĕнле çырнă - çаплах лартнă, автор шухăшлавне, тĕнче курăмне упраса хăварнă.

Анат Камăра спектакле Юрий Павлов режиссер лартнă. Ун премьеринче пулаймарăм. Çĕнĕ сезона та ман ĕçпех уçатпăр терĕç, унта çитсе килме тăрăшатăп.

- Николай Васильевич, эпĕ пĕлнĕ тăрăх - эсир инженер-механик дипломне илнĕ. Драматургипе кăсăкланасси хăçан пуçланнă?

- Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелти шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сăвă çырнă, райхаçатра заметкăсем пичетленĕ, анчах та филолог пулас темен. Мана математика килĕшетчĕ. Тата... вăрăм романсене чăтма пултараймастăмччĕ. 500-600 страницăллă произведенири шухăшсене 30-40 страницăллă пьесăсенче уçса пама пултарни кăсăклантаратчĕ.

Шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕренме пуçларăм. Кăнтăрла - занятире, каçхине - театрта. Ун чухне Чăваш театрĕнче Ф.Гарсия Лоркăн «Юнлă туйĕ» пыратчĕ. Миçе хут пăхман-ши ăна? Чĕлхене, ăсталăха аталантарас тесе вырăсла пьесăсене чăвашла куçарма пуçларăм, çав шутра - «Юнлă туй» пьесăна та, хамăн пултарулăха тĕрĕслеме. Пĕр актлă пьесăсем çыртăм, каярах - пысăкраххисене те. Çапла пĕчĕккĕн «пăр» тапранчĕ.

- Алла диплом илсен эсир Шупашкартах, театр çывăхнерех, юлас темен. Тăван тăрăха таврăннă...

- Çартан таврăнсан тăван ялта Чĕмпĕрти «Искра» заводăн цехĕ уçăласса пĕлтĕм. Унта мастера вырнаçрăм. Микрокалькулятор кăлараттăмăр. Ял ачисемшĕн çĕнĕ ĕç çăмăлах марччĕ, анчах питĕ кăсăклăччĕ. Производство аталансах пычĕ, 1988 çулта филиал никĕсĕ çинче Патшалăх йышăнăвĕн представительствине уçрĕç, мана унăн аслă инженерне çирĕплетрĕç.

Эпир кунта драмкружок йĕркелерĕмĕр, темиçе спектакль лартрăмăр. Каçсерен вĕсемпе Пăчăрлă Пашьелсене çеç мар, кÿршĕ ялсенче пурăнакансене те паллаштартăмăр.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр-шывра политика, экономика лару-тăрăвĕ улшăнчĕ. Филиалсем çеç мар, тăн-тăн заводсем те хупăнчĕç. «Искра» предприятин те тăван ялти филиалĕ ĕçлеме чарăнчĕ.

- Çакăн хыççăн эсир культура «уйне» куçнă, Шăмăршă район культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн художникĕнче ĕçлеме пуçланă, пьесăсем çырнă. Пĕрремĕш пьесăрсенех профессионал театрсен режиссерĕсем куç хывнă. Ку енĕпе 1993 çул сирĕншĕн чăннипех ăнăçлă пулнă: икĕ театрта эсир çырнă ĕçсен премьери иртнĕ.

- Çапла. Çамрăксен театрĕнче «Ма кĕске-ши яш ĕмĕр?» спектаклĕн премьери çав çулхи пуш уйăхĕнче пулчĕ. Кĕркунне вара Чăваш театрĕнче Николай Корчаков режиссер «Тĕпсĕр сăпкари ача сасси» пьесăпа ĕçлеме пуçларĕ.

- Эпĕ унăн премьерине те, ун хыççăнхи тапхăра та ас тăватăп. Куракансем - хĕрарăмсем çеç мар, арçынсем те - куççулĕпех макăрни халĕ те куç умĕнчех. Ĕненмелле, пурнăçри пекчĕ унта пурте: пьеса сюжечĕ те, режиссер курăмĕ те, сценографипе кĕвĕ-çемĕ те, актерсен ансамблĕ те...

- Асăннă театрта манăн ултă пьесăна лартнă. Валерий Яковлев тĕп режиссер «Салтак юратăвĕ» тата «Чечек ăшĕнчи çурт» спектакльсем кăларчĕ.

Валерий Николаевич драматурга пулăшас, пьесăна вăйлатас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшрĕ. «Чечек ăшĕнчи çурт» драмăпа уйрăмах нумай ĕçлеме тиврĕ. Куракансем ахаль чухнехи пек залра мар, сцена çинче ларатчĕç. Тавах Валерий Николаевича, вăл пьесăн пĕрремĕш вариантне улăштарма ыйтрĕ. Çапла тунин усси пулчĕ, вăл пуянланчĕ, тарăнланчĕ, психологи тĕлĕшĕнчен витĕмлĕ пулса тухрĕ.

- Сăнарсене ăçтан илетĕр? Шухăшласа кăларнă е пурнăçра пулнă?

- Кирек мĕнле писатель те илемлĕ произведенири сăнара пурнăçри тĕслĕхсемпе çыхăнтарать. Манăн та çавăн пекех.

«Салтак юратăвĕ» пьесăнах илер. Салтакра пулса курман çын унашкал япала çыраймасть пулĕ тетĕп. Çар йăли-йĕркине, унăн çырнă е çырăнман саккунĕсене пĕлмелле, унти сывлăшпа сывламалла. Ку та çителĕксĕр сăнар тума. Саша Верьялов салтак кун-çулĕнчи кăсăклă самантпа меллĕ усă куртăм. «Ма кĕске-ши яш ĕмĕр» драмăри Герасим, Елис, Федосья сăнарĕсем те - пурнăçран илнĕскерсем.

«Чечек ăшĕнчи çурт» драмăна çырма «Семья» хаçатра вуланă пысăках мар статья хистерĕ. Унта çырса кăтартнă ĕç-пуç пирĕн тăрăхра мар, Кавказра пулса иртнĕ. Утпа ăмăртнă вăхăтра пĕри тепĕр çамрăкăн ăйăрне тиркесе виç-тăват сăмах каланă. Хирĕçÿ пуçланнă, пĕри вилмеллех суранланнă. Инкек кÿрекенĕ, хăйне те çав шăпах кĕтнине сиссе, тарса çухалнă. Тусен хушшинче пĕр арçын килĕнче хÿтлĕх тупнă. Мĕн тетĕр? Çурт хуçи вилнĕ ачан ашшĕ пулнă. Ĕмĕрлĕхех куç хупнă йĕкĕтĕн юлташĕсем ăна «ăс пама» хатĕрленнĕ самантра арçын юланутçа пытарнă, вилĕмрен çăлнă.

Çакăн пек тĕлĕнмелле пулăм пурнăçра нумай.

«Мăн кун умĕн» драмăри тĕп сăнарăн прототипĕ - аттен аппăшĕ. Паллах, ăна ыттисенчен «хăйпăтса» илнисемпе те тарăнлатнă. Кунти ĕçсем чунпа суранланнă çынсем тавра пулса иртеççĕ.

- Кирек мĕнле ĕçре те турă пани çеç çителĕксĕр. Хăвăн та малалла ăнтăлмалла. Çакăнпа килĕшетĕр-и?

image #3900- Паллах. Хăв ĕçĕнте чăн-чăн ăста пулас тесен пĕрмай вĕренмелле, ĕçлемелле. Эпĕ хам тĕллĕн аталанма тăрăшнă, Эрик Бентлин «Жизнь драмы» тата Александр Миттан «Кино между адом и раем» кĕнекисене алăран яман темелле. Паллах, çакă та çителĕксĕр. Ĕçтешсен, критиксен сăмахне илтес килетчĕ. Çавăнпа та Валерий Яковлев çамрăк драматургсен семинарне кайма сĕнсен тÿрех килĕшрĕм. Вăл Иваново облаçĕнчи Плăс хулинче, Театр ĕçченĕсен союзĕн пултарулăх çуртĕнче, иртнĕччĕ. Унта Георгий Белинский паллă драматург, «Доживем до понедельника» пьеса авторĕ, ыттисем манăн «Тĕпсĕр сăпкари ача сасси» пьесăна сÿтсе явнăччĕ. Каярах Санкт-Петербургра, Шупашкарта иртнĕ семинарсене те хутшăннă.

- Драматург ăçтан вăй илет?

- Мана ял пурнăçĕ килĕшет. Хула ман валли мар. Хĕрĕмсем, вĕсем иккĕ манăн - Мальвинăпа Диана , ÿссе çитĕнсе Шупашкара вĕренме кайсан пĕр çулталăк Дианăпа хваттер тытса пурăнтăмăр. Маншăн çак тапхăр питĕ йывăр пулчĕ, чуна тăвăрччĕ. Пьесăсен пысăк пайне дачăра çырнă. Çут çанталăкра хама ирĕклĕ туятăп.

- Николай Васильевич, юлашки тапхăрта сирĕн пьесăсемпе лартнă спектакльсем курăнсах каймаççĕ пек. Тĕрĕсех-и?

- Çакăн сăлтавне хĕрĕмсене вĕрентессипех çыхăнтарнă пулăттăм. Халăх театрĕнче ĕçлесе илнĕ укçапа вĕсене пĕлÿ пама мехел çитерейменни паллă. Интернетра ĕç шырама пуçларăм. Тĕлĕнмелле - темĕнлине те сĕнеççĕ унта! Пĕррехинче ЭЛАР корпораци операторсем пуçтарнине пĕлтĕм. Эпĕ, компьютера начар мар чухлаканскер, тест витĕр ăнăçлă тухрăм. Мана Электрон архивĕн корпорацине ĕçе илчĕç. Тĕлĕнмелле тапхăр пуçланчĕ.

- Хăш енĕпе тĕлĕнмелле самант?

- Чи малтанах, хваттерте ларсах ĕçе пурнăçлатăн. Тепĕр чухне чарăнса илме те пултаратăн, хăвăн ĕçÿпе ларма та май пур. Çакă та пĕлтерĕшлĕ - мана çĕнĕ ĕç килĕшет, хавхалану кÿрет. Эпĕ историпе çыхăннă архив докуменчĕсене цифра çине куçаратăп. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи награда картотекипе ĕçлеме тиврĕ. Унта кашни салтакпа офицерăн паттăрлăхĕ пирки çырса кăтартнă. Хăш-пĕрне вуланă чухне куç та шывланатчĕ. Çапла эпĕ халĕччен пĕлмен «уя» хам валли уçрăм. Çĕнĕ пьесăсем валли темăсем, сюжетсем тупрăм.

Темиçе çул «шăп» тăнин сăлтавĕ халĕччен çырнă пек ĕçлес теменнинче те пулĕ. Шучĕшĕн мар, пахалăха тĕпе хурса вăй хурас килет. Шухăш тарăнăшĕ, сăнар чунĕн тĕпсĕрлĕхĕ илĕртет. Çавсене шыратăп.

- Мĕн шыранине, ĕмĕтре пуррине тупатăрах. Эсир - чăннипех тÿрĕ, ырă чунлă çын, хăвăра улталамастăр. Çакă - чи пахи. Кăвак хуппи те çĕнĕрен уçăласса шанатăп.

 



"Хыпар"
03 августа 2013
16:36
Поделиться