Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Паллă композитора халалласа

Чăваш кĕнеке издательствинче "Пĕр юрăн шăпи" ятлă çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ.
 Халăхра анлăн сарăлнă “Уçланкăри палан” юрă (сăвви Чăваш халăх поэчĕн Ю. Сементерĕн, кĕвви СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, Раççей халăх артисчĕн Ф. Лукинăн) янăрама тытăннăранпа вăтăр çул çитрĕ. Кĕнекере шăпах çак юрра шăрантарнă артистсен аса илĕвĕсем, Филипп Мироновичăн кун-çулĕпе творчествăри пултарулăхĕ çинчен статьясем, асăннă юрăн чăвашла тата вырăсла нотисем пичетленнĕ. “Пĕр юрăн шăпи” кĕнекене Ф. Лукин композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. “Ача çулĕсенченех пирĕн ăс-тăнра хамăрăн паллă ентешĕн Ф. Лукин композиторăн халăхра анлăн сарăлнă юррисен кĕввисем юлнă. Унăн ятне халĕ кам пĕлмест пулĕ? Филипп Миронович юррисене эпир шкулта, уй-хирте, çуралнă çĕртен аякра пулсан та, юрланă. Паян та хамăр пурнăçа вĕсемпе йĕркелесе пыратпăр, çав юрăсем пире питех те çывăх”, — çыраççĕ кĕнеке ум статйинче район пуçлăхĕпе В. Григорьевпа район администрацийĕн ертÿçи А. Шестаков.

Кĕнекене А. Яковлев журналист пухса хатĕрленĕ. Тиражĕ 500 экземпляр.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
02 августа 2013
17:19
Поделиться