Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ялта кичем ан пултăр, юрă-ташă илĕрттĕр

Лаш Таяпа ялĕ иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче 400 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак сумлă уяв тĕлне ялти культура ĕçченĕсем информаципе культура центрĕ çумĕнче çĕнĕ ушкăн йĕркелесе яма пултарнă.

Татьяна Лявина методист кашни килрен çỹресе юрлама, ташлама, сăвă калама юратакансене хăйсем патне йыхравланă. Ял пурнăçĕнчен кая юлман ватăсем ку тăрăхра сахаллăн мар. Çавăнпа та кĕске вăхăт хушшинчех фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ те. Ĕлĕкхи юрăсене аса илнĕ. Культура ĕçченĕсем вăхăтĕнче юрă ăсти пулнă ватăсем патне кайса унччен анлă сарăлнă ĕçкĕ, урам, вăйă юррисене çырса илнĕ. Уйрăмах çамрăксене Ольга Мижерова, Валентина Меметова нумай пулăшнă. Вĕсем хăйсен амăшĕсем юрланă юрăсене те ас тăваççĕ. Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă кинемисем ĕлĕкхи йăла-йĕркесене тĕплĕн каласа панă, юрăсен сăмахĕсемпе кĕввисене вĕрентнĕ. Ушкăна çỹрекенсем каçхине культура керменне пуçтарăнса репетици хыççăн репетици ирттернĕ. Фольклор ушкăнне мĕнле ят парасси пирки те пĕрле сỹтсе явнă. Юлашкинчен "Тайпи" çинче чарăннă.

"Тайписем" пĕрремĕш хут сцена çине ял уявĕнче тухнă. Унтанпа вара вĕсем хăйсен концерчĕпе таврари ялсен çыннисене пĕрре мар савăнтарнă.

Вĕсем районти тĕрлĕ мероприятине хутшăнаççĕ. "Хавхалану çăл куçĕсем" фестивальте, районти Акатуйра, республикăри пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнчи "Ĕмĕрсен эрешĕсем" концертра куракансем Лаш Таяпасен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç, вĕсем дипломсене тивĕçрĕç.

Ушкăнăн репертуарĕ пуян та анлă. Авторла юрăсене те, халăх юррисене те шăрантараççĕ. Чăваш наци радиовĕнчен хальхи юрăсене вĕренеççĕ. Куракансем ĕлĕкхи юрăсене ăшшăн йышăннăран ытларах вĕсене юрлама тăрăшаççĕ.

"Тайпи" - районти чи çамрăк ушкăн. Çапах çулталăк хушшинчех вĕсем юрă-кĕвĕ ытамне путнине çирĕплетрĕç. Ушкăн пĕчĕкех мар - унта 13 çын çỹрет. Чи малтанах купăсçи пирки сăмах калас килет. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор тата сăвăç Николай Ефимов ỹркенекен çын мар, пенси çулне пăхмасăр тăван ялта йĕркеленнĕ ушкăнăн баянисчĕ. Коллектив вăл çырнă юрăсене те шăрантарать.

Ушкăнри чи ватти - Лидия Шведцова. 82 çулхи Лидя аппа шкулта техслужащи пулса ĕçленĕ. Халĕ те ватăлма шухăшламасть, çамрăк чунлă. Марийăпа Владимир Михеевсем çемйипех юрра-ташша маçтăр. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Ефимовна библиотекăра ĕçлесе пенсие тухнă. Мăшăрĕ тăван хуçалăхра бригадирта тăрăшнă.

- Ялти культура вучахĕ çунса тăрать пулсассăн ял пурнăçĕ тăсăлать, - теççĕ вĕсем.

Марийăпа Василий Леонтьевсем те культура пурнăçĕнчен аякра тăракан çынсем мар. Кил хуçи инженерта, унăн мăшăрĕ учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Килте пушă вăхăт сахал пулсан та юрлама вăхăт тупаççĕ вĕсем.

Александра Морозова, Луиза Власова, çулĕсене кура мар, сцена çинче чăн-чăн артистсем. Нина Сметанина, Галина Михайлова, Галина Гордеева та ушкăна кăмăл, чун туртнипе çỹреççĕ. Ушкăна Т.Лявина ертсе пырать. Э.Михеева директор та вĕсемпе юнашар.

Ялти кирек мĕнле мероприятирен те юлмаççĕ "Тайписем". Ватăсен сумлă юбилейĕсенче те вĕсем кĕтнĕ хăнасем.

- Авалхи йăла-йĕркене çамрăксене вĕрентессишĕн тăрăшатпăр. Пĕрле пухăнса ăшшăн калаçса ларни те теме тăрать, - теççĕ фольклор ăстисем.

 



"Елчĕк Ен"
31 июля 2013
17:19
Поделиться