Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Сăн ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнăр

Б.Н.Ельцин ячĕллĕ Президент библиотеки Пĕтĕм тĕнчери «Ют çĕр-шыв çыннин шухăшĕ» сăн ÿкерчĕксен IV конкурсне ирттерет. Унта кирек хăш çĕр-шывра пурăнакансем те чикĕ леш енче тунă сăн ÿкерчĕкĕсене ярса пама пултараççĕ.

Ĕçсене 4 номинацире хаклаççĕ: «Халăхăн вилĕмсĕрлĕхĕ — унăн чĕлхинче», «Тепĕр çынпа паллашса хăвăнпа паллашатăн», «Çĕнĕлĕхсем тата йăла-йĕркесем», «Ностальги». Унсăр пуçне ятарлă 3 номинаци пур: профессиллĕ фотографсем валли, «Голланди Раççейре пурăнакансен куçĕпе», «Раççей голландецсен куçĕпе».

Конкурса хутшăнас текенсен Президент библиотекин порталĕнче (http://www/prlib.ru.Pages/photo.aspx) регистрациленмелле. Тĕплĕнрех www.prlib.ru порталта тата фотоконкурсăн сайтĕнче (htpp://foreignview.prlib.ru/) пĕлме пулать.



"Каçал Ен"
24 июля 2013
13:53
Поделиться